Воскресенье, 14 декабря

Паттӑрсене чысланӑ уяв

Раҫҫей ҫӗршывӗн историне пӑхсан, унӑн кашни тапхӑрӗнчех паттӑрсем пулнӑ. Вӗсем ҫапӑҫусенче хӑюлӑх кӑтартса ҫӗнтерӳ тума пулӑшнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вара пӗтӗм совет халӑхӗ паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Ҫынсем фронтра ҫеҫ мар, тылра та хастар ӗҫлесе ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ. Паттӑрлӑх ӑнлав анлӑ. Ҫапӑҫусенче ҫеҫ мар, кулленхи ӗҫре те, пурнӑҫра та паттӑрлӑх валли вырӑн пур. Ун пек ҫынсем вара ҫӗршывра сахал мар. Раҫҫей Президенчӗ 2017 ҫулхи январӗн 26-мӗшӗнчи указӗпе декабрӗн 9-мӗшне Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ тесе палӑртнӑ.

Ҫак куна халалласа ҫӗршыв-ра чылай мероприяти йӗркелесе ирттернӗ. Пирӗн округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ентешсене Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламланӑ. Администраци ӗҫченӗсемпе вӑл пирӗн районта ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсен Костя Антоновӑн, Геннадий Габайдуллинӑн, Иван Кабалинӑн, Георгий Черновӑн, Федор Черновӑн Комсомольски пӗрремӗш вӑтам шкулӗ умӗнчи бюсчӗсем умне чечек ҫыххисем хунӑ.

Округри шкулсенче кашнинчех Паттӑрлӑх урокӗсем, сехечӗсем ирттернӗ, тематикӑлла калаҫусем йӗркеленӗ. Культура ҫурчӗсемпе библиотекӑсенче те каҫсем пулнӑ, выставкӑсем тунӑ. Мероприятисене Афганистан, Чечен вӑрҫисен ветеранӗсене, ветерансен совечӗсен председателӗсене чӗннӗ.

Ҫак уяв ӳсекен ӑрӑва ҫарпа патриотизмла воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Паян, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра, пушшех те. Ҫавӑнпа та мероприятисенче пиртен аякра службӑра тӑракан ҫар ҫыннисем пирки, унта пуҫ хунӑ ентешсем ҫинчен те калаҫмасӑр  иртмен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *