Понедельник, 9 марта

Ҫӗнӗмӑратсем – «АСАМ» фестивалӗн финалӗнче

Ноябрӗн 1—30-мӗшӗсенче Чӑваш Енре шкул театрӗсен «АСАМ» пӗрремӗш фестивалӗ иртет. Ҫакӑ вара республикӑри мӗнпур муниципалитетри ачасене чи лайӑх спектакльсемпе регионти пысӑк театрсен сценисем ҫинче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма май парать.

Ноябрӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институтӗнче фестивалӗн финал тапхӑрӗн пӗрремӗш кунӗ иртрӗ. Ҫав кун сцена  ҫинче муниципалитет тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем — Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк округӗсенчи шкул театрӗсем — хӑйсен постановкисене кӑтартрӗҫ. Пирӗн округран унта Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Дебют» шкул театрӗн ҫамрӑк артисчӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем сумлӑ жюри умӗнче «Память живет» драма сюжетне кӑтартрӗҫ. Ҫак истори Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтне сӑнлать. Вӑл эвакуаципе Ленинградран тата ытти хуласенчен килнӗ ачасен Вутланри ача ҫуртӗнчи пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парать.

Ҫӗнтерӳҫӗсене «АСАМ» фестивалӗн финалти тапхӑрӗнче, пур шкул театрӗ те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пӗтерсен, палӑртӗҫ.

Шкул театрӗсем хӑйсен сюжечӗсене кӑтартса пӗтерсен ҫамрӑк артистсем валли ӑсталӑх класӗ йӗркелерӗҫ. Ӑна Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗн актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин доценчӗ Алексей Болдырев ирттерчӗ.

Патшалӑх вырӑс драма театрӗн актриси Наталия Лосева ачасем вылянине пысӑк хак парса хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмне палӑртни «Дебют» театрӑн ҫамрӑк артисчӗсене уйрӑмах савӑнтарчӗ, хавхалантарчӗ. Наци радиовӗн журналисчӗсем вӗренекенсенчен интервью та илчӗҫ.

Валентина ФИЛИППОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *