Пулӑшу илме пулать

Ҫак кунсенче «ЧЕБДОБРО» ыр кӑмӑллӑх организацийӗн Комсомольскинче вырнаҫнӑ филиалне тӗрлӗ япала илсе килнӗ. Вӗсен йышӗнче кӗнекесем те, тумтир те, атӑ-пушмак та, пӗчӗк ачасене тӗртсе ҫӳремелли  2 коляска пур. Аса илтеретпӗр: организацие 2009 ҫулта йӗркеленӗ, вӑл нушаллӑ ҫынсене пулӑшу парас енӗпе ӗҫлет. Хальлӗхе республикӑра унӑн 10 филиалӗ пур. 

Кӑҫал ыр кӑмӑллӑх организацийӗ республикӑри грантсен конкурсне хутшӑнса ҫӗнтернӗ. Ҫапла вара тӗрлӗ районсенче — Йӗпреҫре, Канашра, Вӑрмарта тата Вӑрнарта — 4 филиал уҫма май килнӗ. Ҫакӑ ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви, коммерцилле мар социаллӑ организацисене пулӑшакан ресурс центрӗ тата «Сокол» ыр кӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланнӑ.

— Тӗп тӗллев — пирӗн пата пыракан нушаллӑ ҫынсене пулӑшасси. Вӗсем хушшинче нумай ачаллӑ, сахал тупӑшлӑ ҫемьесем, пӗччен амӑшӗсем, пушарта шар курнисем, ветерансем, инвалидсем, беженецсем, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнисем. Вӗсене эпир тумтирпе ҫеҫ мар, атӑ-пушмакпа, савӑт-сапапа, йӑлари техникӑпа, ача кӳмисемпе, нумай вӑхӑт упранакан апат-ҫимӗҫпе те пулӑшатпӑр. Ҫынсем тӗрлӗ документ хатӗрлемесӗрех ҫак пулӑшусемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Минфенисе Прохорова администратор патне пырса пулӑшу кирли ҫинчен пӗлтермелле ҫеҫ, вара вӗсем пирӗн патра пур япаласенчен хӑйсене кирлисене суйласа илме пултараҫҫӗ, — уҫӑмлатать «ЧЕБДОБРО» ыр кӑмӑллӑх организацийӗн ӗҫне унӑн ертӳҫи Роман Родионов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *