Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫ хунӑ салтаксене халӑх манмасть. Вӗсен ячӗсемпе паттӑрсен парттисем уҫаҫҫӗ, патриотизм темипе калаҫусем тата ытти мероприяти ирттереҫҫӗ.
Сентябрӗн 7-мӗшӗнче вара Хырхӗрри территори уйрӑмӗнчи Хурнай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫне хунӑ С.В.Новикова асӑнса палӑк уҫнӑ. Ку мероприятие Сергейӑн тӑванӗсем, юлташӗсем, пӗрле службӑра тӑнисем, ӑна лайӑх пӗлнӗ ҫынсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Палӑк уҫнӑ ятпа иртнӗ митинга муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.А.Комиссарова, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар ӗҫ комиссарӗ С.Ю.Данилов, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ А.В.Гаврилов, Мускав облаҫӗнчи Чкаловски аэродромӑн 42829-мӗш ҫар чаҫӗн командирӗ О.В.Шерстобитов, паттӑр салтак амӑшӗ Г.П.Новикова, класс руководителӗ С.Г.Индюкова, Хырхӗрри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Тухса калаҫакансем Новиков аслӑ сержант ҫӗршыв умӗнчи ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланине, вӑл ӳсекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑнине, ӗмӗр-ӗмӗр халӑх асӗнче юлнине палӑртнӑ.
Сергей Викторович 1995 ҫулта ҫуралнӑ, Хырхӗрри тӗп тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗсенче вӗреннӗ. Вӗсенче вӑл лайӑх енчен ҫеҫ палӑрса тӑнӑ. 2014 ҫулта Раҫҫей ҫарӗн ретне тӑнӑ. Мускав облаҫӗнчи Чкаловски аэродромӗнчи 42829-мӗш ҫар чаҫӗнче радиомаяк начальникӗнче кӗҫӗн сержант званипе службӑра пулнӑ. Кунта та пур енӗпе те пултарулӑхпа палӑрнӑ. Срочнӑй служба вӑхӑчӗ иртсен С.Новиков 2015 ҫулта контракт ҫырса малалла ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама пуҫланӑ. Радиолокаци станцийӗн операторӗ, аслӑ сержант командирсем хушнине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ, юлташӗсем ӑна хисепленӗ. С.В.Новиков аслӑ сержант Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ. Ӑна тӑван ялӗнчи масар ҫинче иртнӗ ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче хурлӑхлӑ митингпа пытарнӑ. Унтанпа ҫулталӑк ҫитрӗ.
Палӑка уҫма паттӑр салтак амӑшне Галина Павловнӑна тата командирне Олег Васильевича шаннӑ. Пуҫтарӑннисем паттӑра асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ, палӑк умне чечек ҫыххисем хунӑ. Культура ӗҫченӗ М.Волкова патриотизмла юрӑсем шӑрантарнӑ.
(Хамӑр инф.).

