Пĕтĕм тĕнчери Ачасене хӳтĕлемелли кун ячĕпе районта чылай мероприяти иртрĕ. Ăна уйрăмах район центрĕнче анлăн паллă турĕç. Унта тĕрлĕ ӳсĕмри ачасем йышлăн хутшăнчĕç.
Район центрĕнчи культурăпа кану паркĕнче йĕркеленĕ «Должны смеяться дети» уява пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Ю.Митюков, ачасен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăйĕ М. Илларионова, район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Д. Галкин тата ыттисем те саламларĕç. «Единая Россия» партин «Молодая Гвардия» уйрăмĕ ачасене тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, пĕчĕк ялавсем валеçсе пачĕç. Уявра хаваслă юрăсем шăранчĕç, ачасем ташă картисенче çаврăнчĕç. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ кунта чылайччен янăрарĕ. Июнĕн 1_мĕшĕнчен «Ачасемшĕн, ачасем валли» марафон шутĕнче иртекен «Аслисем ачасем валли» проект старт илнĕ. Унта пуçтарнă укçа-тенке йăлтах пĕчĕккисене пулăшма, вĕсене канма, аталанма майсем туса парас тĕлĕшпе усă курĕç. Уяв кунĕнчех маларах терроризмран асăрхаттарас темăпа иртнĕ плакатсемпе ӳкерчĕксен «Скажи террору нет!» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи А. Рыжовапа Е. Токмакова 1-мĕш тата 2-мĕш вырăнсем, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчи П. Яковлева 3-мĕш вырăн йышăнса район администрацийĕн Хисеп грамотисене тата парнесене тивĕçрĕç. Тав хучĕсемпе Д. Прохоровăна, А. Салаевăна (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Т. Копташкинăна (Хирти Явăш тĕп шкулĕ) наградăларĕç. «Кĕтне» ФСК-ра шкул çулне çитмен ачасем «Хаваслă стартсем» конкурсра тупăшнă. Асăннă мероприятие «Единая Россия» партин «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Вĕсем ачасене парнесемпе савăнтарнă. Тупăшăва Комсомольскинче ача сачĕсене çӳрекенсем хутшăннă. Хĕрӳ вăйăра район центрĕнчи «Радуга» ача сачĕн воспитанникĕсем — 1-мĕш, «Рябинушка» тата «Колосок» ача сачĕсенчи спортсменсем 2 тата 3-мĕш вырăнсем йышăннă.
Ачасен сăн пичĕсенче кунĕпех савăнăç шевлийĕ вылянă, вĕсем чунĕсем каничченех выляса кулса каннă.
Çак кунах районти тĕп культура çуртĕнче искусствăсен шкулĕ- нчен вĕренсе тухакансен ячĕпе уяв концерчĕ иртрĕ. Залра ларакансене «Островок» ташă ушкăнĕ, «Вербочки» ансамбль тата искусство шкулĕн ялсенчи уйрăмĕсен вĕренекенĕсем хаваслă юрă-кĕвĕ парнелерĕç тата тĕрлĕ инструментсемпе каласа савăнтарчĕç. Искусствăсен шкулĕнчи тĕрлĕ уйрăмсенчен вĕренсе тухакансене Дипломсем парса саламларĕç.

