
Районти пур пĕрлешӳллĕ хуçалăхсенче те техника хирсене тухнăччĕ. Çĕр ĕçченĕсем пысăк хавхаланупа ĕçе пуçăннăччĕ.
Çанталăк йĕпе-сапаллă пулни çурхи ака-суха ĕçĕсене чылай чăрмав кӳчĕ. Çумăрсем çусах тăнипе хире кĕреймеççĕ. Çапах та ял хуçалăх предприятийĕсем кашни уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Майăн 16-мĕшĕ тĕлне районĕпе 3292 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акнă. Вăл шутран 1142 гектар çурхи тулă, 1446 гектар урпа, 533 гектар сĕлĕ, 35 гектар вика, 105 гектар пăрçа. Çавăн пекех кишĕр (10 гектар), нимĕç пăрçи (21 гектар), хĕвелçаврăнăш (250 гектар), нумай çул ӳсекен курăксем (182 гектар) акнă.
Пĕтĕмĕшле илсен 1128 гектар нумай çул ӳсекен курăксене, 1702 гектар кĕр тыррисене апатлантарнă, 3261 гектар нумай çул ӳсекен курăксене, 1451 гектар кĕр тыррисене, 5657 гектар çĕртмене сӳреленĕ, 4845 гектар çĕртмене культиваци тунă.
Р.Басников.