
Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх коронавирусран вакцинацие тунине ĕнентерекен суя сертификат тăвакансене те, вĕсене туянса усă куракансене те РФ УК-ăн 327 статйипе /«Подделка, изготовление или оборот поддельных документов, государственных наград, штампов, печатей или бланков»/ айăплаççĕ.
Суя сертификат тăвакансене тата вĕсене сутакансене икĕ çуллăха, вĕсене туянакансене тата документа упракансене çулталăклăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Унсăр пуçне прививка тумасăр сертификат илекенсем мошенниксен мăшкăлĕ те пулма пултараççĕ: укçине тÿлеççĕ, документне вара илеймессе те пултараççĕ.
Республикăри шалти ĕçсен министерстви граждансене ку тĕлĕшпе тимлĕ пулма, сертификат сутакансене пĕлсен 02 /мобильлĕ телефонтан 102/ телефонпа шăнкăравлама ыйтать.