Воскресенье, 25 января

Йывăр ĕçре пайтах нуша курнă

Йывăр ĕçре пайтах нуша курнă

Вăрçă ачисем йывăр вăхăтра çитĕннĕ пулсан та тулли вăй-халпа, хавас кăмăл-туйăмпа пурăнма май çитернĕ. Ачалăх мĕнне пĕлме те лайăххăн тÿр килмен вĕсен. Апла пулин те вĕсем тĕрлĕ пăрăнăçсенчен чыслăн тухса пурнăçа йĕркелесе пынă, йывăр ĕçре пиçĕх-се кăмăлĕсене çирĕплетнĕ.
Нина Майорова /хĕр чухнехи хушамачĕ Аксянова/ Çĕнĕ Мăрат ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕне ялти ытти вăйпитти арçынсемпе пĕрле вăрçа илсе кайнă. Пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ача-пăча çине тиеннĕ. Нина кĕçĕн пĕртăванĕсене — йĕкĕрешсене — хăех ÿстернĕ тесен те тĕрĕс пулать. Ашшĕ вăрçăран аманса хăрах урапа таврăннă. Çавăнпа та вăрман хатĕрлеме те Нина хăй çÿренĕ. 17 çул тултарсан тăрăшуллă хĕр Казахстана ĕçлеме кайнă, унта та йывăр ĕçре вăй хунă — вакун çине чул тиенĕ.
Ĕçчен хĕре ялти маттур каччă, ăста алăллă Виталий Майоров куç хывнă. Пĕр çемье чăмăртаса вĕсем умлăн-хыçлăн пилĕк ачана кун çути парнеленĕ.
— Качча тухсан пÿрт лартма укçа ĕçлесе илес тесе Коми Республикине кайма шутларăмăр. Малтан упăшка тухса кайрĕ, вăл вырнаçсан эпĕ те çулталăк çурăри ачапа ют çĕре çул тытрăм. Чукун çул тунă çĕрте ĕçлесе нумай нуша куртăмăр. Таврăнсан пилĕк стеналлă çурт туянтăмăр, — иртнине аса илсе ассăн сывлать кинемей.
Нина Васильевна колхозра, унтан Çĕнĕ Мăратри больницăра прачкăра нумай çул ĕçленĕ. Малалла Комсомольскинчи тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче санитаркăра, Çĕнĕ Мăратри ваттисен çуртĕнче тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçе пăрахма васкаман вăл, 70 çулчченех ĕçленĕ.
Çак кунсенче 85 çул тултарнă кинемей халĕ пĕчченех кун кунлать. Ачисем Шупашкарта тĕпленнĕ, час-часах килсе çÿресе амăшне вăл е ку ĕçе тума пулăшаççĕ.
— Ачасем хăйсем патне пурăнма чĕнеççĕ — пĕрре те каяс килмест. Килтех лайăх-çке. Кунта кÿршĕ-аршăсемпе тĕл пулса калаçатпăр, чăхсем патне тухса кĕретĕп, — пĕлтерет Нина Васильевна.
Чăнах та, вăл кичемленсех лармасть. Алĕç тума кăмăллаканскер, темĕн те çыхать. Тĕслĕ-тĕслĕ çипсенчен çыхнă диван çиттисем питĕ илемлĕ пулса тухаççĕ. Чăлха-алсишсен вара шучĕ те çук. Вĕсене вăл ачисемпе мăнукĕсене çеç мар, ялти çынсене те чылай парнеленĕ. Вулама юратаканскер, тĕрлĕ хаçатсем çырăнса илет. «Каçал ен», «Хресчен сасси», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» — кашнине тĕплĕн тишкерсе тухать.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *