Воскресенье, 25 января

Асра тарăн йĕр хăварнă пурнăç

Асра тарăн йĕр хăварнă пурнăç

Йăвашкелĕнче пурăнакан Петр Трифонович Кочергов 1939 çулта çуралнă. Вăл хăйĕн тертлĕ пурнăçĕнче хура-шурне сахал мар курнă. Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрĕнчи тата хыççăнхи çити-çитми йывăр пурнăçа чăтнă.
— Ачалăхăм Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрне лекрĕ. Урана та тăхăнмалли пулман. Сталин вăхăтĕнче темле нуша та куртăмăр. Эпир ун чухне çемьере çиччĕн пурăннă: асанне, анне тата пилĕк ача. Кашни хуçалăхран çăмарта, çу, махорка, çăм, çĕрулми, çийĕнчен 800 тенкĕ укçан налук пуçтаратчĕç. Анне парăмсене мĕнле татмалли çинчен шухăшласа пĕрмай кулянса йĕретчĕ. Эпир выçăллă-тутăллă ĕçленĕ колхозра — пĕчĕккĕллех шкула кайиччен сумкка çакса пучах пухнă. Пăртак ÿссен мăн арçынсем тăвакан ĕçсене пурнăçланă. Ялта вăйпитти арçынсем сахал пулнă, — аса илчĕ Петр Трифонович.
1958 çулта каччăна салтака илсе кайнă. 9 уйăх сержантсен шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн вăл Калуга облаçĕнче службăра тăнă. Водитель прави пуррисене авторотăна янă, ГАЗ-63 груз турттармалли автомашинăсем çирĕплетнĕ. Чăваш каччи те çак ротăна лекнĕ. Авторота Грабцево аэродромри самолетсем патĕнче ĕçленĕ.
— Самолетсем çĕрĕн-кунĕн вĕçетчĕç. Полк командирĕ вĕçев техникине мĕнле пăхса тăнине шута илекен журнал çине пире пĕрмаях «5» паллă лартатчĕ. Шăматкунпа вырсарникун канмалли кунсемччĕ. Мунча кĕреттĕмĕр, çыру çыраттăмăр. Авторотăра пултарулăх ансамблĕ пурччĕ. Концертсем лартаттăмăр. Куракансем ?офицерсемпе вĕсен çемйисем/ питĕ вăйлă алă çупатчĕç. Эпĕ спортпа та туслă пулнă. Йĕлтĕрпе ăмăртса гарнизонта яланах пĕрремĕш вырăн йышăнаттăм. Пире, спортпа туслă салтаксене, Ржевра, Мускавра иртекен ăмăртусене те илсе каятчĕç. Унта та малти вырăнсене йышăнаттăмăр. Служба вĕçленсен эпĕ яла часть командирĕн Тав хучĕпе таврăнтăм, — каласа пачĕ Петр Трифонович службăра тăни çинчен.
Тăван яла таврăнсан каччă колхозра платникре ĕçлеме тытăннă. Каярах фермăра скотникре вăй хунă. Алексей Яковлевпа иккĕшĕ ĕнесем тутă пулччăр тесе тăрăшнă. Дояркăсемпе — Анна Ефимовăпа, Лиза Тихоновăпа, Нина Викторовăпа, Наçтук Казаковăпа, Шура Семеновăпа килĕштерсе ĕçленĕ. Маттур дояркăсен ячĕсем кĕрлесе тăнă.
Колхоз ĕçĕнче тăрăшнă çамрăксем ывăнсан та каçсерен клуба пуçтарăннă. Унта хор кружокĕ йĕркеленĕ пулнă. Юрра-ташша юратакан Петр унта хапăлласах хутшăннă. Вĕсем нумай ялсенче концерт лартнă.
— Ватлăх çитнине сиссе юлаймарăм, çамрăк вăхăт çилçунат евĕр вĕçтерсе иртсе кайрĕ. Пурнăçра савăнăçĕ те, ыратăвĕ те, пуянлăхĕ те, чухăнлăхĕ те пулчĕ… — терĕ Петр Кочергов.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *