
«Арçын ача ашшĕ çумне, хĕрача амăшĕ çумне çыпçăнать», — тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Вăл чăнах та çапла ĕнтĕ. Аслă Чурачăк ялĕнчи Волковсем пилĕк ывăл çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем амăшне чун-чĕререн юратнă пулин те мĕн пĕчĕкренех ашшĕ çумнерех пулма тăрăшнă.Кил-тĕрĕшре-и,пахчара-и вĕсем пĕрле ĕçленĕ, калаçнă.
Ашшĕ, Николай Иванович, мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕскер, ĕмĕрĕпех «Заветы Ильича» ?халĕ «Труд» ЯХПК/ колхозра вăй хунă. Малтанхи çулсенче хуçалăхри строительство бригадинче ĕçленĕ. 1980 çулсенче колхоз нумай-нумай объект ĕçе кĕртнĕ. В.Александров бригадинчи пултаруллă строительсен аллипе автомашина, трактор гаражĕсем, производствăн тата ытти нумай хуралтисем хута кайнă. Вĕсене çĕкленĕ çĕрте Н.Волков та тăрăшнă, пултаруллă пулнăшăн колхоз правленийĕн тав сăмахне пĕрре мар тивĕçнĕ.Строитель ĕçĕ хисеплĕ пулин те унăн чун-чĕри выльăх-чĕ-рлĕх патнех туртăннă. Ара, унăн ашшĕ те, Иван тете, тивĕçлĕ канăва фермăра ĕçлесех тухнă-çке.
Малалла Н.Волков хăйĕн пурнăçне Чĕчкенти сĕт-çу фермипе çыхăнтарать. Малтанхи çулсенче вăл И.Тумалановпа пушмак пăрусем пăхать. Ĕçĕ çăмăл мар, пурне те алă вăйĕпе тумалла. Апла пулин те çакă хăратса ÿкермест ăна. Пысăк хавхаланупа ĕçе пуçăнать вăл. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать. Выльăхсене тулăх тăрантармасăр, кирлĕ пек пăхмасăр, вĕсем ÿт хушаймĕç. Çак чăнлăха лайăх ăнланса ĕçлет. Тăрăшулăхне кура ÿсĕмсем те пулаççĕ. Хастар ĕçшĕн Николай Иванович çулсеренех Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçнĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче унăн сурăхсем патĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ. Унта та вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та хăнăхнă ĕçĕпе сыв- пуллашма васкаман. Çитмĕл урлă каçнă пулин те паянхи кун та фермăра тăрăшать вăл. «Килте ларни ватăлтарать. Сывлăх пур чухне ĕçлес-ха»,— тет ÿркенмен ветеран. Фермăри специалистсем унпа кăмăллă. «Хăйне шанса панă пушмак пăрусем сывлăхлă ÿсчĕр, лайăх ÿт хушса пыччăр тесе çине тăрать вăл. Çулсенчи çын тесе калаймăн, çамрăксенчен кая юлмасть», — палăртаççĕ вĕсем.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхри ĕçсĕр пуçне кил-çурта та тытса пымалла-çке. Мăшăрĕпе, Валентина Александровнăпа вĕсем капмар çурт çĕкленĕ, хуралтăсем çавăрнă. Иккĕшĕ те колхозра ĕçленĕ пулсан та ача-пăча ÿстерме те, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрама та ĕлкĕрнĕ. Каланăччĕ ĕнтĕ, арçын ача яланах ашшĕ çумĕнче пулма тăрăшать. Волковсен ачисем те мĕн пĕчĕкренех Николай Ивановичпа çывăх пулнă. Килти хуçалăхра выльăхсем пăхнипе пĕрлех фермăна пулăшма та çÿренĕ. Ÿсерехпе ачисем хăйсем те çуллахи каникул кунĕсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхра тăрăшнă. Ашшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕсене ĕçе юратма, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Ачисемшĕн те вăл тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Николай хăй те спорта юратнине кура ывăлĕсене те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарнă.
Хальхи вăхăтра Волковсен 5 ывăлĕ те ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Вĕсем аслă е ятарлă пĕлÿ илсе тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Кашниех мăшăрланса çемье çавăрнă, хăйсен те ачисем ÿсеççĕ. Ашшĕ вĕсене ача чухне вĕрентсе каланисене, ĕçе юратма хăнăхтарнисене паянхи кун та манмаççĕ. Вăл панă канаш-сĕнÿсене яланах асра тытма тăрăшаççĕ.
Николай Волков хăй те вĕсемпе мухтанма пултарать. «Ырă вăрлăх аксан ырă çимĕç çитĕнет»тенĕ ĕлĕкех. Вăл чăннипех те «ырă çимĕç» çитĕнтернĕ. Çакă мар-и ашшĕн чăн-чăн савăнăçĕ!
Ю.Гаврилов.