Хирĕçленине пăхмасăрах следователь пурăнакан вырăна тĕрĕслеме пултарать-и?
РФ Уголовлă-процессуаллă Кодексĕн 12 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн çурт-йĕре унта пурăнакансем хирĕçлемесен е çакăн çинчен калакан суд йышăнăвĕ пур пулсан çеç тĕрĕслеме юрать. Тĕпчеве пикениччен унта пурăнаканăн çырса хăй хирĕç маррине пĕлтермелле. Енчен те çын çакна тума килĕшмесен, следователь следстви органĕн ертÿçинчен ирĕк илсе е дознаватель прокурортан ирĕк илсе следстви ĕçĕ ирттерекен вырăнти районти суд умĕнче следстви ĕçĕ ирттересси çинчен ходатайство тăратаççĕ. Суд 24 сехет хушшинче çурт-йĕрте тĕпчев ирттермеллине е ирттерме юраманнине документсемпе çирĕплетсе постановлени кăларать.
Анчах та хăш-пĕр тĕслĕхсенче малтанхи тĕпчеве ирттерекен органсен пĕр талăк кĕтме вăхăт çук. Тĕслĕхрен, преступлени пулса иртнĕ вырăна тĕпчемелле чухне пĕр талăк хушшинче преступниксем айăп йĕрĕсене пĕтерме пултараççĕ. Çакăн пек кайрана хăварма юраман уйрăм тĕслĕхсенче суд йышăнăвĕсĕрех следователĕн е дознавателĕн постановленийĕ тăрăх çак следстви ĕçне пурнăçлама юрать.
Анчах та çын ирĕкĕсĕрех унăн пурăнмалли вырăнне тĕрĕслени граждансен Конституцире çирĕплетнĕ прависене пырса тивет. Çавăнпа та малтанхи тĕрĕслев ирттерекен органсен ĕçне çирĕппĕн тĕрĕслеççĕ. Çапла следователĕн е дознавателĕн 3 талăк хушшинче судьяна тата прокурора çурт-йĕре тĕрĕслени çинчен пĕлтермелле. Çавăн пекех вĕсене кайрана хăварма юраман тĕслĕхсенче тĕрĕслев ирттермелли çинчен калакан постановленин копийĕпе тата тĕрĕслев протоколĕпе паллаштармалла.
24 сехет хушшинче судья туса ирттернĕ следстви ĕçĕн саккунлăхне тĕрĕслет, унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх постановлени кăларать. Енчен те суд тĕрĕслеве саккуна хирĕç пурнăçлани çинчен пĕтĕмлетÿ тусан /тĕслĕхрен, следстви ĕçне кайрана хăварма юраманнине тĕрĕс мар палăртнă пулсан/, тĕпчев вăхăтĕнче тупнă çирĕплетÿсемпе малалла усă курма юрамасть.
Çак йĕрке граждансен пурăнмалли вырăнне ют çынсен тĕкĕнме юраманнине çирĕплетекен конституци правине тытса пыма тата преступленисене çийĕнчех уçса парса вĕсенчен шар курнă çынсене хÿтĕлеме пулăшать.

