
Августăн 26-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 13445 гектар çинчен 22797,33 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Çав шутран: кĕрхи тулă — 5193,72 тонна, ыраш —599,31 тонна, çурхи тулă 6570,24 тонна, урпа —7865,46 тонна, сĕлĕ — 2263,1 тонна, вика — 50,2 тонна, пăрçа 247,8 тонна тĕшĕленĕ. 15 хуçалăхра вырма ĕçĕсене вĕçленĕ.
Районĕпе илсен выльăх апачĕ 21846 тонна хатĕрленĕ: утă — 5916 тонна, сенаж — 14489 тонна, силос — 1441 тонна.
Хуçалăхсем кĕрхи культурăсем акма 2527 гектар çĕр хатĕрленĕ, 3735 гектар çинче çĕртме тунă.
Август вĕçĕ — сентябрь пуçламăшĕ — кĕрхи культурăсем акмалли чи лайăх тапхăр. Асăннă кун тĕлне хуçалăхсем 660 гектар кĕрхи тулă, 114 гектар ыраш акма ĕлкĕрнĕ.
Р.БАСНИКОВ.
С.ЕФИМОВА.