Тĕнчере коронавирус сарăлма пуçланăранпа Раççейре 5 миллион та 800 пин ытла çын чирленĕ. 144 пинĕшĕ вилнĕ. Халĕ те кунсерен 24—25 пин çын вирус çаклатать. Мĕншĕн чакмасть-ха чир?
Вĕсен çулне прививка тутарни çеç хуплама май парать. Вакцина яртарма хирĕçлени вара вирусăн çĕнĕрен-çĕнĕ штамĕсене аталанма пулăшатех. Тепĕр чухне прививка тутарни те чирлеме пултарать. Анчах вăл амака çăмăллăн çĕнтерет..
Маска тăхăнма ÿркеннине те палăртмасăр иртме çук. Каллех хамăр сывлăхшăн. Сывлав çулĕсем урлă ерет-çке чир.
Прививка тутарас текенсен больницăна, врач офисĕсене, фельдшерпа акушер пункчĕсене каймалла. 122 телефон номерĕпе çырăнма пулать. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та ыйтăва татма май пур. Унта кĕрсе çырăнмалла çеç.
А.АЛЯКИНА,
терапевт.

