Библиотекăра кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе паллашма çеç мар, пĕр-пĕринпе тĕл пулса вăхăта усăллă ирттерме пулать. Самана аталанăвĕ, обществăн ыйтăвĕсем улшăнса пыни библиотека ĕçченне тавракурăмне тăтăшах пуянлатма, ăсталăхне ÿстерме, пултарулăхне аталантарма хистет.
1982 çултанпа Тукай ял тăрăхĕнчи вулавăш заведующийĕнче тăрăшакан Валентина Толокнова профессие чун туртнипе суйласа илнĕ. Тăрăшуллă библиотекаре ĕçтешĕсем те, вулакансем те хисеплеççĕ. Вăл тÿрĕ кăмăлпа, сăпайлăхпа, тимлĕхпе палăрса тăрать. Ĕçе тĕплĕ те тирпейлĕ пурнăçлать. Валентина Порфирьевна яланах шыравра _ ĕçре тăтăшах çĕнĕ мелсемпе усă курать, хăй тĕллĕн пĕлĕвне ÿстерет, ĕçтешĕсемпе тата вулакансемпе вĕсен кăмăл-туйăмĕпе интересĕсене шута илсе хутшăнать. Вулакансен ыйтăвĕсене пурнăçласа вăл ĕçре интернетпа, Наци библиотекин тата районти тĕп библиотекăн электронлă каталогĕсемпе усă курать.
Валентина Порфирьевна тăтăшах кĕнеке выставкисем йĕркелет, мероприятисем ирттерет. Унсăр пуçне ашшĕ-амăшĕсен, граждансен пухăвĕсенче этем пурнăçĕнче кĕнеке пĕлтерĕшĕ çинчен тата ытти кăсăклă темăсемпе час-часах тухса калаçать.
Валентина Порфирьевна ял, шкул, колхоз кун-çулĕпе аталанăвне кăтартса паракан электронлă презентацисем хатĕрленĕ, краеведени даннăйĕсен «Персоналии» тата «Календарь памятных дат» базисене пухнă. Ялти паллă çынсем çинчен пуян материал пухса альбом тата «Ятсăр мар, сумсăр мар пирĕн Тукай çыннисем» презентаци тунă. Ял çыннисен ăру-йăх йĕркине пуçтарать. 2003, 2006 çулсенчи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Валентина Порфирьевна «Лучший по профессии» ята çĕнсе илнĕ. 2009 çулти ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Тукай ял тăрăхĕн библиотеки «Районти чи лайăх библиотека» ята тивĕçнĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн, Наципе информаци политикин тата архив ĕçĕсен культура министерствин, район администрацийĕн культура уйрăмĕн, Раççей Федерацийĕн Культура министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă.
С.ЕФИМОВА.

