Вторник, 8 сентября

Ача-пăча библиотекинче литература каçĕ иртрĕ

Ача-пăча библиотекинче литература каçĕ иртрĕ

Алевтина Ревовна — Чăваш Республикинчи Çыравçăсен союзĕн, Çĕнĕ Шупашкарти «Крылья» литература обществин членĕ, педагог, виçĕ хĕр амăшĕ. Вăл ача-пăча литературинче воспитани пĕлтерĕшне вăй кĕртет. Çавăнпа унăн хайлавĕсенче телейлĕ ачалăх сăнарланать — йĕри-тавра мĕн пулса иртнипе питĕ кăсăк- ланакан, пĕтĕмпех пĕлме тăрăшакан йăкăлт-якăлт чĕрчунсен çурисене тата хĕрачасемпе арçын ачасене. Çыравçăн хайлавĕнчи геройсем кашни самантпа савăнма пĕлеççĕ, выляма, ĕмĕтленме тата пулмасла япаласем шутласа кăларма юратаççĕ. Вĕсем çамрăк вулакансене ырă кăмăллă, тимлĕ, хăюллă та пуçаруллă пулма вĕрентеççĕ. Алевтина Корочкова — «Затейницы», «Листиковый дождь», «Удивительный компот» кĕнекесен авторĕ.
Чи малтан мероприятире вĕренекенсем çыравçăн «Литературăлла Чăваш Ен, чи нумай вулакан çулталăк кĕнеки» конкурса хутшăнакан кĕнекесен выставкипе паллашрĕç.
Алевтина Корочкова видео çыртарса ачасемпе онлайн-мелпе çыхăнчĕ. Мăннисен тĕнчине лексе чутах инкеке лекмен тигр çури çинчен калакан «Сказка о тигренке» мыскараллă историпе вăл ачасене хавхалантарчĕ.
Шкул ачисем сăвăсем вуларĕç, тигр çури çинчен калакан юмаха театрализацилесе спектакль лартрĕç.
Библиотекăра çамрăк вулакансен ĕçĕсенчен тăракан «Алевтина Корочкован пултарулăхĕ ачасен ÿкерчĕкĕсенче» выставка йĕркеленĕ. Çыравçăн произведенийĕсене вуласан чуна витерсе асра юлнисене тата шухăшĕсене ачасем «Эпĕ вуларăм — сире те сĕнетĕп» стенд çине çырса хума пултарчĕç. Библиотека ĕçченĕсем ачасене Алевтина Корочкован ятарлă пленкăпа сăрса хатĕрленĕ сăвă сыпăкĕсене валеçрĕç.
Мероприяти «Эпĕ — юратнă кĕнекепе» фотосессипе вĕçленчĕ.
Е.ПРОКОПЬЕВА,
ача-пăча библиотекин заведующийĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *