Понедельник, Июнь 21

Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе сире!

Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе сире!

Аслă Отечественнăй вăрçă пирĕн тăрăхри кашни çемьене пырса тивнĕ, тÿрленми чĕре суранĕсем туса хăварнă. Пин-пин салтак хăйсен пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр тăшмана хирĕç ыткăннă, тăхлан çумăрĕ айĕнче пуç усмасăр Аслă Çĕнтерĕве туптанă. Паянхи кун мирлĕ тÿпе айĕнче пурăннишĕн пирĕн вăрçă ветеранĕсене çĕре çити пуç тайса тав тумалла. Шел пулин те, вĕсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Паянхи кун районта 6 вăрçă ветеранĕ çеç пурăнать. Вĕсенчен кашнин умĕнче эпир пысăк парăмра.
Комсомольскинче пурăнакан хисеплĕ çын, СССР Журналистсен союзĕн членĕ, «Халăх корреспонденчĕ» ята тивĕçнĕ РЕВОКАТ ПРОХОРОВИЧ МОИСЕЕВ 1941 çулхи декабрьте çара кайнă. Кĕçĕн командирсем хатĕрлекен курс хыççăн ăна Хĕвеланăç фронтне илсе кайнă. Вăл малтан миномет дивизийĕнче телефонист пулнă. 1942 çулхи октябрьте ăна стрелоксен полкне куçарнă. Кунтан çапăçу хирне ăсатнă. 1943 çулхи июль уйăхĕнче Курск çапăçăвĕнче аманса госпитальте сипленнĕ хыççăн салтак 1944 çулхи январьте яла таврăннă.
Вăрçăран таврăнсан счетоводра ĕçленĕ. Ун хыççăн Мускавра кредит инспекторне вĕреннĕ. 1957 çултан Комсомольскинче патшалăх перекет банкĕнче аслă кредит инспекторĕнче, каярах банк управляющийĕнче тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçленĕ.
Фронтра арçынсемпе пĕрле хĕрарăмсем те çапăçнă. Вĕсенчен пĕри — пирĕн районта пурăнакан ЛИДИЯ ТИТОВНА ТИТОВА. Вăрçă пуçланнă чухне Лидия 18 çулти хĕр пулнă. Ун чухне вăл Канашра Перекет банкĕн уйрăмĕнче тăрăшнă. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче çамрăк хĕрсене, çав йышра Лидăна та, окоп чавма илсе кайнă. Çак ĕçре вĕсем апрель уйăхĕчченех тăрăшнă. Хыççăнах Лидия Титовăна фронта кайма повестка панă. Малтан ăна Шупашкарта связист пулма вĕрентнĕ, унтан Калуга облаçне янă. Çамрăк хĕр вăрманта вырнаçнă аэродромри батальонăн связисчĕ пулнă.
Лидия Титова вăрçăн пĕтĕм йывăрлăхĕсене чăтса ирттерсе тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăннă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланă кинемейĕн кăкăр тулли медаль.
Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕ ИВАН ЯКОВЛЕВИЧ САЛМИН мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ. Ялти шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн вăл Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ. Тин диплом илсе ĕлкĕрнĕ яш качча 1942 çулта вăрçа илсе кайнă. Ленинград блокадине лекнĕ вăл, унта 1944 çулчченех пулнă. Таллин хулине илнĕ хыççăн вĕсен дивизийĕ 2-мĕш Белорусси фронтне куçнă.
Çĕнтерĕве Шверн хулинче кĕтсе илнĕ. Çак çулах кĕркунне учительсене демобилизацилемелли çинчен калакан указ тухсан Иван Яковлевич яла таврăннă, шкулта физика тата математика предмечĕсене вĕрентме пикеннĕ, çав хушăрах Хусанти педагогика институтĕнче пĕлÿ пухнă. Вĕренсе пĕтерсен Иван Яковлевича директор ĕçне шанса панă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăл хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçланă.
Комсомольскинче пурăнакан ПАВЕЛ ЗАХАРОВИЧ СОРОКИНШĂН вăрçă тыткăнри хăрушă кунсемпе, выçăллă, тертлĕ-нушаллă пурнăçпа асра юлнă. 1941 çулхи август уйăхĕнче унăн вăрçа кайма ят тухнă. Малтан вăл Туапсери çар училищинче икĕ уйăх çар ĕçне вĕреннĕ. Унтан 25 çынна Севастополе илсе кайнă. Павел Сорокин Херсонесри 26-мĕш прожектор станцине лекнĕ. Севастопольте питĕ хĕрÿ çапăçусем пулса иртнĕ. 1942 çулхи июнĕн 31-мĕшĕнче пирĕн район каччи дежурствăра тăнă. Шăпах çак кун нимĕçсен истребителĕ- сем тапăнăва тухнă. Çак çапăçура Павелăн аллине тата сылтăм урине хытах суранлатнă. Аманнă салтаксене нимĕçсем тыткăна илсе кайнă.
Виçĕ çула яхăн тыткăнра пулнă вăл, темиçе лагере те çитнĕ. Выçăлла, йывăр ĕçре асаплантарнă тыткăнри салтаксене. 1945 çулхи апрель уйăхĕнче хулана акăлчансем ирĕке кăларнă. Павел Сорокинăн тÿрех тăван яла таврăнма май килмен, ăна службăра хăварнă. Тăван тăрăха вăл 1946 çул вĕçĕнче çеç таврăннă.
Урмаел ялĕнче çуралса ÿснĕ МИНАТУЛЛА МИНАЧЕВИЧ ЗИАТДИНОВ вăрçă пуçланнă чухне 15-ре пулнă. Ахаль хресчен çемйинче çитĕннĕ вăл, шкула çÿреме май килмен. Ашшĕпе амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен Минатулла йăмăкĕпе шăллĕне хăех пăхнă.
1943 çулхи июнь уйăхĕнче ăна фронта илсе кайнă. Вăл 1-мĕш Белорусси фронтĕнче Рокоссовскин 9-мĕш çарĕнче çапăçнă, стрелок, наводчик пулнă. Вăрçă вĕçленсен те Минатулла Миначевич çарта чылай вăхăт пулнă, Японире, Кăнтăр Сахалинта, Германире службăра тăнă,1950 çулта çеç тăван яла таврăннă.
Мăшăрĕпе вĕсем 8 ачана кун çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса çын тунă.
ЗИНЕТЗЯН АЛИЯКБЕРОВИЧ АБДРАХМАНОВ Урмаел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 17 çулта пулнă. 1943 çулта унăн фронта кайма ят тухнă. Малтан вĕсене Канаш хулинче çар ĕçне вĕрентнĕ. Унтан З.Абдрахманов Смоленск облаçĕнчи 1-мĕш танк артиллери полкĕн 27-мĕш бригадине лекнĕ. Кăштахран ăна Украина фронтне куçарнă. Унта З.Абдрахманов стрелок Корсунь-Шевченково çапăçăвне хутшăннă. Çак çапăçура фашистсем питĕ пысăк çухатусем тÿснĕ. Пĕр эрне пек кантарнă хыççăн салтаксене Румыние малти линине янă. Унта Зинетзян Алиякберович аманнă. Госпитальте сипленсе тухнă хыççăн ăна Крыма янă. Унта çитнĕ çĕре вара вăрçă чарăнни çинчен хыпар тухнă. З.Абдрахмановăн тÿрех киле кайма май килмен, служба малалла тăсăлнă. 1950 çулта çеç вăл тăван ялне таврăннă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code