Понедельник, Июнь 21

Конкурсран çĕнтерÿпе таврăннă

Конкурсран çĕнтерÿпе таврăннă

Нумаях пулмасть Хусан хулинче Тутарстан Республикин Вĕрентÿпе наука министерстви йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Тутар чĕлхипе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ — 2021» конкурс иртнĕ. Унта тĕрлĕ регионти чи лайăх 12 учитель вĕрентÿ ĕçĕнче усă куракан мелсемпе, майсемпе тата опытпа паллаштарнă.
Хирти Явăш тĕп шкулĕнче вĕрентекен Гэлфания Хатиповна Шакурова конкурса хутшăннă. Вăл Хусанти 2-мĕш гимназири 5-мĕш класра урок ирттернĕ тата халăхсем хушшинчи туслăха халалланă класс тулашĕнчи мероприяти кăтартнă. Асăннă гимназире ачасем пĕтĕм предметсене тутарла вĕренеççĕ. Г.Шакурова ирттернĕ урокра вĕренекенсем чăвашла калаçма тăрăшнă, диалог тума пултарнă. Вĕсене уйрăмах чăваш халăх тумĕ килĕшнĕ. Гэлфания Хатиповна ачасене такмак каласа чăваш ташши ташлаттарнă. Ачасем каланă тăрăх, тăван чĕлхене, культурăна хисеплеме тата ытти халăхсемпе туслă пулма вĕрентекен урок вĕсен асĕнче нумайлăха юлĕ. Гэлфания Хатиповна конкурсран «Наци йăли-йĕркине упранăшăн» номинацире çĕнтерсе Тутарстан Республикин Вĕрентÿ министерствин дипломне илсе таврăннă.

Т.ВАСИЛЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code