Понедельник, Июнь 21

Елизавета – вĕренÿ отличникĕ

Елизавета – вĕренÿ отличникĕ

Шкулта вĕренекенсене çитĕнĕвĕсене кура хаклаççĕ. Çакă тĕрĕсех те. Пултарулăхри ăнтăлушăн вара çамрăк ăру хисепе тивĕçет. Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Елизавета Зверева шăпах вĕсен йышĕнчен.
Елизавета пĕрремĕш класранпах лайăх паллăсемпе çеç вĕренет. Уроксене тĕплĕн хатĕрленет вăл. Хушма литература сахал мар вулать. Шкул, район тата Раççей шайĕнчи олимпиадăсене те хастар хутшăнать, çĕнтерÿçĕсен тата призерсен йышне кĕрет. Унăн математикăпа «Кенгуру», вырăс чĕлхипе «Русский медвежонок» конкурссен дипломĕсем пур.
Елизавета шыравпа тĕпчев анинче те ĕçлеме кăмăллать. Нумаях пулмасть вăл йăлана кĕнĕ республикăри «Excelsior — 2021» ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнчĕ. Кăçал конференци апрелĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче иртрĕ. Елизавета хăйĕн тĕпчев ĕçне Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисен паттăрĕсене халалланă. Унăн ĕçне тивĕçлипе хакларĕç, Елизавета пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Çирĕп тĕллевлĕ, анлă тавракурăмлă хĕрача пĕрле вĕренекенсемшĕн чăн тĕслĕх. Лиза питĕ пултаруллă. Сценка лартмалла, сăвă вуламалла, ташă хатĕрлемелле, мероприяти ертсе пымалла пулсан унсăр май çук. Класра вăл — вĕренÿ секторĕн ертÿçи, çавăн пекех шкулти ача-пăча организацийĕн президенчĕ. Çакă ăна вĕренÿре кансĕрлемест, урăхла каласан, пулăшать, тавракурăмне аталантарать. Вĕренÿ отличникĕ вăл. Ашшĕ-амăшне Елизавета хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Тус-юлташĕсем хушшинче те тĕслĕх вырăнĕнче маттур хĕр.
Л.КОНОВАЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code