Понедельник, Июнь 21

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – хусканура

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ – хусканура

Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Зоя Николаевна Марина çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Вăл Шупашкар районне кĕрекен Кÿкеçре хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере 6 пĕр тăван — 4 хĕрпе 2 ывăл ÿснĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă çул Зоя 10 çулти хĕрача пулнă. Вăйпитти арçынсене вăрçа илсе кайнă. Пĕтĕм ĕç ватăсем, хĕрарăмсем, ачасем çине тиеннĕ. Зоя тантăшĕсемпе вăй çитнĕ таран колхоз ĕçĕсене хутшăннă — хирте те, йĕтем çинче те ĕçленĕ.
«Йĕтем çинче авăн çапакан пĕчĕк комбайн пурччĕ. Питĕ хытă çатăртатса ĕçлетчĕ вăл. Эпир, ача-пăчасем, чупса çÿресе вăй хураттăмăр. Ваттисем канмалли вăхăтра выртса илме тăрăшатчĕç. Çамрăк кĕлеткен ывăнни час иртет. Эпир выляма та вăй тупаттăмăр. Хальхи пек тĕш тырă сортламалли агрегатсем пулман. Тырра тасатма пысăк михĕсемпе килрен валеçсе паратчĕç. Суйланă вăхăтра эпĕ çывăрсах каяттăм», — тет Зоя Николаевна.
Зоя Марина: «Выçăллă-тутăллă пурăннă. Çуркунне ана çинче шăннă çĕрулми пуçтараттăмăр. Анне вĕсенчен пашалу пĕçерсе паратчĕ… Аса илсен çĕрулми çинчи хуп-хура хуртсем халĕ те куç умне тухса тăраççĕ. Вĕсене курнисене илсе пăрахнă, курманнисене çинĕ те пуль. Каçхине краççын лампи çутма чаратчĕç. Пÿртсенче сивĕччĕ — хĕлле чÿречесем çÿлтенех шăнатчĕç, пÿрт алăкĕсем пăрланатчĕç. Пĕтĕмпех фронта валли пулнă. Хирти ĕçсем пĕтсен вăрçă хирĕнчи салтаксем валли алсиш-нуски çыхаттăмăр. Фронтри ĕç-хĕл çинчен Левитан диктор пĕлтернине радио патне пухăнса итлеттĕмĕр. Учительсем: «Тăрăшса вĕренĕр. Эсир уроксенче илнĕ «4» тата «5» паллăсем вăрçăри салтаксене тăшмана çĕнтерме пулăшаççĕ», — тетчĕç пире вĕренме хавхалантарса».
«Вăрçă пĕтнĕ куна питĕ лайăх астăватăп. Аслисем пĕр-пĕрне ыталаççĕ, савăнаççĕ, йĕреççĕ. Вĕсене пăхса эпир те, ачасем, савăнатпăр. Икĕ пиччепе аппа вăрçăра пулнă. Тавах Турра, виççĕшĕ те вăрçăран сывă таврăнчĕç. Пĕр аппа вăрман хатĕрленĕ çĕрте вăй хунă. Пĕртăвансем пурте 80 çултан иртиччен пурăнчĕç. Ĕмĕр пурăнмалла туман çав…» — калаçрĕ Зоя Николаевна.
Хĕр шкулта сакăр класс вĕреннĕ хыççăн фармацевтсене вĕрентекен Шупашкарти шкулта професси илнĕ. Алла диплом илсен 1950 çулта ăна Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Хабаровск хулине направленипе ĕçлеме янă.
«Эпир унта виçĕ чăваш хĕрĕ кайрăмăр. Пуйăспа 9 кун. Хабаровск хулинчи 20 номерлĕ аптекăра рецептор-контролер пулса 3 çул тăрăшрăм. Инçет Хĕвелтухăçĕнче эпĕ чăваш каччипе — пулас мăшăрăмпа паллашрăм. Тĕлĕнмелле, шăпа икĕ чăваша тăван енрен инçетре тĕл пулма пÿрчĕ», — терĕ аса илсе Зоя Николаевна.
Зойăн пулас мăшăрĕ, Павел Марин Хабаровскра Тинĕс-çар флотĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Служба вăхăчĕ вĕçленсен каччă хĕре хăйпе пĕрле тăван ене килме чĕннĕ. Зоя килĕшмен. Вĕсем пĕр çулталăк пĕр-пĕрин патне çыру çÿретнĕ. Зоя тăван яла отпуска килсен каччă ăна Комсомольскине чĕннĕ. Икĕ çамрăк мăшăрланса çемье çавăрнă. 1954—1955 çулсенче Павел Григорьевич Елчĕк районĕнчи çар комиссариатĕнче ĕçленĕ, Зоя Николаевна аптекăра ассистентра тăрăшнă. Унта вĕсен пĕрремĕш пепки, аслă ывăлĕ, çут тĕнчене килнĕ.
Каярах мăшăр Кĕçĕн Каçалта тĕп-леннĕ. Зоя Николаевна 1955—1990 çулсенче Комсомольски 41-мĕш номерлĕ аптекăра ассистент, рецептор, каярах заведующи çумĕ пулса тăрăшнă. Вăл 1977 çулта СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ ята тивĕçнĕ. Зоя Николаевнăн наградăсем нумай — орден-медаль, Хисеп грамотисем, «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» /1974/ тата «Коммунизмла ĕç ударникĕ» /1978/ паллăсем, Тав хучĕсем.
— Паянхи кун аптекăсем нумай. Вĕсен витринисем тем тĕрлĕ эмелпе пуян. Эпир вара ятарлă хатĕрсенчен эмел, маç, пылланчăк /настой/ хамăр нумай тунă. Малтан аптека пÿрчĕ йывăçранччĕ. Вутпа хутса ăшăтаттăмăр. Сивĕччĕ. Шыв шăнатчĕ. Халĕ вара ĕçлеме аван. 30 çул ытла тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçтешсемпе çыхăну тытатăп, — сăмах çăмхине сÿтрĕ Зоя Николаевна.
Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ачана, пĕр хĕрпе икĕ ывăла, кун çути парнеленĕ. Валерипе Сергей тăван ялта пурăнаççĕ, хĕрĕ Люда Шупашкарта тĕпленнĕ. Зоя Николаевна тăван килте кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.
Тивĕçлĕ канури Зоя Николаевнăна 90 çулта тесе ниепле те калаймастăн. Вăл пĕр самант та ахаль лармасть. Кил-çуртра, хуçалăхра кăштăртатать. Юр кайсанах пахча ĕçĕсене пуçăнать те çĕнĕ юр çĕре шурă пĕркенчĕкпе витичченех кăмăлтан ĕçлет. Çулне кура мар вăр-вар та йăрăскер, кашни ир зарядка тăвать, скандинав мелне пăхăнса çуран утать, вулама юратать.
— Сывлăх — пĕрремĕш пуянлăх. Хусканусем туни нумай эмеле саплаштарать. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен тĕрлĕ хусканусем туса кĕлеткене çирĕплетнипе çеç лăпланса лармалла мар, хаçат-журнал, кĕнекесем вуласа астăвăма аталантармалла. Кашни кунах ĕçлемелле, анчах ырса çитиччен мар. Пурнăçа юратмалла, чун хавалĕллĕ пулмалла. Никам çине те усал «хăваласа» çÿремелле мар, кăмăлсăрлăхсем çинчен манма тăрăшмалла, малашлăха шанчăкпа тата ĕненÿпе пăхмалла, — терĕ вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ пирки ыйтсан Зоя Николаевна.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code