Понедельник, Июнь 21

Çуллахи сезона уçрĕç

Çуллахи сезона уçрĕç

Нумаях пулмасть Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче çуллахи спорт сезонне уçрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.С.Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ А.В.Селиванов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова спортсменсене мала тухма ăнăçу сунчĕç.
Районти шкулсенче вĕренекенсем 100, 400 тата 1000 метра чупса, çăмха ывăтса ăмăртрĕç. Тупăшăва тĕрлĕ ушкăнсенче йĕркелерĕç. 2006—2007 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче 100 метра чупса Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче пĕлÿ илекен А.Прокопьева дистанцие пуринчен те хăвăртрах парăнтарма пултарчĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Л.Тукаева финиша иккĕмĕш, К.Суюкова /Асанкасси вăтам шкулĕ/ виççĕмĕш çитрĕç. 400 метрлă дистанцире К.Ильинана /Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ/ çитекенни пулмарĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакан Н.Борисова — иккĕмĕш, А.Белицкая /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/ виççĕмĕш пулчĕç. 1 çухрăмлă дистанцире А.Мамуткина /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ чи хăвăртти пулчĕ. Л.Матросова /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/ пьедесталăн иккĕмĕш, С.Осипова /Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ/ виççĕмĕш картлашкисене йышăнчĕç. Д.Белкова /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/ çăмхана пуринчен те аякка ывăтма пултарчĕ. Ку тупăшура К.Суюкова /Асанкасси вăтам шкулĕ/ — иккĕмĕш, А.Чуркина /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
2006—2007 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче 100 метра чупассинче Р.Арифуллин /Урмаел вăтам шкулĕ/ çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, иккĕмĕш вырăнта — А.Александров /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/, виççĕмĕш вырăнта — К.Григорьев /Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ/. 400 метрлă дистанцие А.Иванов /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/ пуринчен те хăвăртрах парăнтарчĕ. В.Кудрявцевпа /Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ/ Т.Никитин /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. 1 çухрăма чупассинче М.Мышкин /Шурут вăтам шкулĕ/ чи малтан финиша çитрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Д.Герасимов /Асанкасси вăтам шкулĕ/, виççĕмĕш вырăнта — А.Биктимиров /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/. Çăмха ывăтас енĕпе Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен С.Иванова çитекенни пулмарĕ. А.Иванов /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/ — иккĕмĕш, М.Мышкин /Шурут вăтам шкулĕ/ виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
2004—2005 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче 100 метрлă дистанцире З.Кушаева /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ чи маттурри пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Д.Амерхановăпа /Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ/ А.Украинская /Нĕркеç вăтам шкулĕ/ пайларĕç. 400 метра чупассипе Т.Муллина /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ — чи малти. Д.Амерханова /Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ/ — иккĕмĕш, К.Тарасова /Шурут вăтам шкулĕ/ — виççĕмĕш вырăнта. 1 çухрăмлă дистанцие те Т.Муллина пуринчен те хăвăрт парăнтарчĕ. З.Абзалиловăпа /Шурут вăтам шкулĕ/ А.Украинская Нĕркеç вăтам шкулĕ/ пьедесталăн иккĕмĕш тата виççĕмĕш картлашкисем çине хăпарчĕç. Çăмха ывăтассипе З.Абзалилова /Шурут вăтам шкулĕ/ чи маттурри пулчĕ. З.Кушаева /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ — иккĕмĕш, Л.Юсупова /Шурут вăтам шкулĕ/ виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
2004—2005 çулсенче çуралнă каччăсем хушшинче 100 метрлă дистанцире И.Кадиров /Урмаел вăтам шкулĕ/ финиша пĕрремĕш çитрĕ. Н.Самуков /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ тата Н.Казаков /Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
400 метра чупассинче Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче пĕлÿ илекен С.Семенов çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, Д.Шакуров ?Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ — иккĕмĕш, И.Зарифзянов /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ виççĕмĕш пулчĕç. 1 çухрăма чупса та С.Семенов финиша чи малтан çитрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — А.Исаев /Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ/, виççĕмĕш вырăнта — Д.Коноплев /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/.  Çăмха ывăтассипе Р.Илларионов  /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/ çĕнтерчĕ. Н.Самуков  /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ — иккĕмĕш,  Д.Егоров /Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/ виççĕмĕш пулчĕç.
Çитĕннисем хушшинче, шел пулин те, ăмăртăва хутшăнакансем йышлăн пулмарĕç. В.Ефремовăпа /Шурут вăтам шкулĕ/ К.Денисов /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ 1-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code