Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш çĕршывĕ Чăваш чĕлхи кунне уявларĕ.
Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма та пулать.
Пурнăçра — анне пĕрре, тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси — пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет», — ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.

