Понедельник, Июнь 21

Акватлонра — çĕнĕ çитĕнÿсем

Акватлонра — çĕнĕ çитĕнÿсем

Нумаях пулмасть Тутарстан Республикинчи Лениногорск хулинчи «Юность» спорт комплексĕнче акватлонпа чемпионат иртнĕ. Пирĕн районти «Кĕтне» спорт шкулĕн акватлонисчĕсем унта хастаррăн хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă.
Чăваш Республикин чемпионки, тĕрлĕ хуласенче иртнĕ ăмăртусен, çавăн пекех Раççей шайĕнчи чемпионатсен призерĕ Александра Мамуткина 1-мĕш вырăна тухнă, çитĕннисен пĕрремĕш спорт разрядне пурнăçланă. Сăмах май, халĕ вăл Санкт-Петербургра август—сентябрь уйăхĕсенче иртекен Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет.
Спорт мастерĕн кандидачĕ Ильяс Айзетов тата Раиль Айзетов — 2-мĕш вырăн, спорт мастерĕн кандидачĕсем Диаз Айзетовпа Анастасия Сумзина — 3-мĕш вырăн, Анастасия Лепешкина 4-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсем пурте Нежметдин Сахров тренер патĕнче ăсталăхне туптаççĕ.
Çывăх вăхăтра пирĕн команда Чулхулари, унтан Чаллă Çыр хулинчи ăмăртусене хутшăнма хатĕрленет. Спортсменсене малашне те çĕнтерÿсем тума сунатпăр.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code