Понедельник, Июнь 21

Турнирта виççĕмĕш вырăн йышăннă

Турнирта виççĕмĕш вырăн йышăннă

Кашни çулах çуркунне республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командисем хушшинче шашка вăййипе «Чудо-шашки» фестиваль иртет. Унта 7-мĕш тата кĕçĕнрех классенче вĕренекен виçĕ арçын ачаран тата пĕр хĕрачаран тăракан командăсем хутшăнаççĕ.
Фестивалĕн районти тапхăрĕ Урмаел вăтам шкулĕнче пулчĕ. Унта районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен 16 команди хутшăнчĕ. Вăтам шкулсен командисем хушшинче йĕркеленĕ хĕрÿ тупăшура Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Урмаел тата Тукай Мишер вăтам шкулĕсен командисем йышăнчĕç. Тĕп шкулсен командисем хушшинче Хырхĕрри тĕп шкулĕн команди — пĕрремĕш, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн команди — иккĕмĕш, Тăманлă Выçлипе Александровка тĕп шкулĕсен командисем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Апрелĕн 15-мĕшĕнче Канаш хулинче турнирăн республика шайĕнчи тапхăрĕ иртрĕ. Унта Шупашкар, Канаш хулисенчи, Шăмăршă, Комсомольски, Йĕпреç, Канаш тата Тăвай районĕсенчи 7 çĕнтерÿçĕ-команда хутшăнчĕ.
Пирĕн район команди унта 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Команда йышĕ чи çамрăкки пулнине палăртса хăвармалла. Турнира хутшăнакансенчен ытларахăшĕ 5-мĕш класра вĕреннине шута илсен вĕсем çак фестивале хутшăнса тата 2 çул тупăшма пултараççĕ. Маттур шашистсене ятран асăнса хăваратăп. Вĕсем: Бронислав Митюков /7-мĕш класс/, Кирилл Кузьмин, Лев Вунберов, Риналь Бухарин, Айгель Гиннетуллина, Ильмира Насриева.
Н.МАКСИМОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code