Понедельник, Июнь 21

Шашкăлла вылянă

Шашкăлла вылянă

Шашка вăййи — хăйнеевĕрлĕ спорт тĕсĕ. Вăл ăс-тăн çивĕчлĕхне тарăнлатма, шухăшлава аталантарма пулăшать. Çак вăййа ачасем те, çитĕннисем те кăмăллаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ районта час-часах çак спорт тĕсĕпе ăмăртусем йĕркелеççĕ.
Мартăн 28-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче шашкăлла выляссипе арçынсем хушшинче район первенстви иртнĕ.
Спортăн çак тĕсне кăмăллакансем унта хаваспах хутшăннă. Хĕрÿ тупăшура Н.А.Индюков пурне те хыçа хăварса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта — Н.А.Максимов. Виççĕмĕш вырăна Ю.Г.Быков тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕпе призерсене медальсемпе тата грамотăсемпе наградăланă, паллă ентешĕн Валери Туркайăн кĕнекисене парнеленĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code