
Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан кандидатсене кашни районтах хăйсен программипе паллаштарма май пурри пирки пĕлтерет. Çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн Комсомольски районĕнче çакнашкал тĕл пулу июлĕн 11-мĕшĕнче 10 сехетре районти культура çуртĕнче çак адреспа иртет: Комсомольски ялĕ, Ленин проспекчĕ, 8-мĕш çурт.
Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕ.