Кадетсем присяга тытрĕç

Кадетсем присяга тытрĕç

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансем присяга тытрĕç. 5-мĕш «к» класс вĕренекенсемшĕн ку чăн-чăн уяв — вĕсене çак кун кадетсен йышне илчĕç.
Вĕсем çамрăк, 11—12 çулсенче кăна-ха, çапах та хăйсем Тăван çĕршыва парăннине ĕнентерсе, кадет ятне тивĕç пулнине шантарса юратнă шкул, тус-тантăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, сумлă хăнасем тата аслă тусĕсем умĕнче тупа турĕç. Çак самант савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Вăл кадетсемшĕн çеç мар, офицерсемшĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн те хумхануллă пулчĕ. Ачасен пурнăçĕнчи çак паллă кунпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Лепешкина, ЧР Кадет шкулĕсемпе класĕсен ассоциацийĕн канашĕн председателĕ Олег Савчук, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавшского договора» обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Валерий Степанов саламларĕç. «Пограничное братство» организацин районти уйрăмĕн председателĕ Анатолий Терентьев, унăн çумĕ Геннадий Филиппов çамрăксене саламланипе пĕрлех асăнмалăх парне — кĕнеке — парса чысларĕç.
Кадетсем хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе тата вашаватлăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Ăна çирĕплетекенни — çамрăксен плац-концерчĕ. Мероприяти вăхăтĕнче ачасем çар службине епле хатĕрленнипе паллаштарчĕç. Сăмах май, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕнче арçын ачасем кăна мар, хĕрача- сем те пур. Кăçал вĕсем пурĕ 24-ăн. Çамрăксенчен хăшĕ-пĕри каярах, шкултан вĕренсе тухсан, çак енĕпе каймĕç те-и, тен? Анчах та чылайăшĕ хăйĕн пур- нăçне полици, çар енĕпе çыхăнтаратех. Мĕншĕн тесен ачаран вĕренни вăл — чул çинче, теççĕ халăхра.
— Раççейри кадетсен юхăмĕ яланах чыспа, паттăрлăхпа, хăюлăхпа, ыркăмăллăхпа палăрса тăнă. Вĕсен историне Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ те малалла тăсать. Пĕлÿ çуртĕнчи вĕренÿ программи кăткăс, вĕрентекенсен ачасен ăс-хакăлне çирĕплетмелле, вĕсене Тăван çĕршыва, ĕçе, аслă ăрури çынсене хисеплеме вĕрентмелле. Культурăпа спорт, çарпа патриотизм урокĕсем те тĕп вырăнта. «Хулла çамрăкла аваççĕ», — теççĕ халăхра. Кадетсен шкулĕнче çамрăклах дисциплинăна, йĕркене хăнăхса ÿсекен ачасем пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсенчен хăрамĕç, вĕсен умĕнче пуç усмĕç, — терĕ шкул директорĕ Евгений Савельев.
Кадет класне суйласа илнисем мĕн пĕчĕкрен çирĕп йĕркене хăнăхса ÿсеççĕ. Вĕсем — шанчăклă та хăюллă, патвар ачасем.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *