
Крым, Севастополь Раççейпе пĕрлешнĕ кун çĕршывшăн, пур халăхшăн пĕлтерĕшлĕ. Çавна май мартăн 18-мĕшĕнче, вырсарникун, Шупашкар хулинче, Республика площадĕнче «Эпир пĕрле!» пысăк концерт пулать. Вăл 20 сехетре пуçланать. Куракансене пултарулăх ушкăнĕсем, чăваш эстрада юрăçисем савăнтарĕç. Апла пулсассăн пĕрле юрласа-ташласа савăнар.