Пятница, 19 апреля

Фоторепортажи

Вырма вăхăчĕ  — яваплă тапхăр

Вырма вăхăчĕ — яваплă тапхăр

Акма лайăх йĕпелле, вырма лайăх типĕлле, теççĕ халăхра. Чăнах та ĕнтĕ, вырма ĕçĕсем мĕнле иртесси хуçалăхра вăй хуракансен тăрăшулăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен çеç мар, çанталăкăн кăмăлĕ еплерех выляннинчен те килет. Тырă пучахĕсем тулса йывăрланчĕç те районти хуçалăхсенче ĕçлекенсем уяр кунсем çитессе чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕç. Халĕ хирсенче трактор-комбайн шавĕ самантлăха та лăпланмасть, кашни хĕвеллĕ кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем. "Искра" колхозăн  тырă уйĕсенче те хир карапĕсем мăнаçлăн ярăнаççĕ. Александр Зайцев, Артем Мартынов тата Александр Мартынов пулса çитнĕ тырра вăхăтра çапса пĕтерес тесе тăрăшаççĕ. Николай Кошкин, Андрей Руссаков, Сергей Мартынов водительсем  тырра йĕтем çине турттараççĕ. — Вырмана эпир июлĕн 26-мĕшĕнче тухрăмăр. Пурĕ 350 гектар çинч