Cпорт

Хаҫат парнисемшӗн тупӑшрӗҫ, спорт сезонне хупрӗҫ

Хаҫат парнисемшӗн тупӑшрӗҫ, спорт сезонне хупрӗҫ

Мартӑн 11-мӗшӗнче Комсомольскинчи вӑрман уҫланкинче «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑвӗ пулса иртрӗ. Эрнекун ҫанталӑк хӑвӑрт ӑшӑтса янипе юр аванах ирӗлсе ҫемҫелнӗччӗ. Ҫакӑ ӑмӑртӑва йӗркелекенсене пӑшӑрхантарчӗ. Анчах та Хӗл Мучи ҫӗр каҫа сивӗсем илсе килчӗ, шӑматкун спортсменсене кӑмӑлтан хӗллехи спорт сезонне хупма майсем туса пачӗ. Ҫанталӑкӗ те, ӑмӑртӑва килнисемпе пӗрлех савӑннӑн, хӗвеллӗ те уяр тӑчӗ. Йӗлтӗрҫӗсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Юрий Митюков, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Денисов, «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Мамуткина саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Спорта юратакансене Комсомольскинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Марина В

Никита авиаци моделӗсен фестивалӗнче палӑрчӗ

Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 1-мӗш номерлӗ спорт шкулӗнче авиаци моделӗсем енӗпе республика фестивалӗ иртрӗ. Унта  Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски округӗсенчи тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенчи 7 команда йышӗнче 50 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Фестиваль икӗ ӳсӗм категорийӗнчи 5 класс хушшинче пулчӗ. Комсомольски округ чысне пӳлӗмре вӗҫекен модельсемпе Глеб Терентьев (5-мӗш класс), Егор Козлов (7-мӗш класс), Никита Чапрасов (8-мӗш класс),  Даниил Маргидановпа Виталий Чернов  (10-мӗш класс) хӳтӗлерӗҫ. Тупӑшусен пӗтӗмлетӗвӗсемпе вертолетсем ӑсталакан класра Никита Чапрасов «Муха» моделӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Никита Комсомольскинчи ачасене хушма пӗлӳ паракан центрӑн Асанкасси вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи филиалӗнче ҫак модельсене ӑсталама хӑнӑхать. Шкул команди ва

Лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ

Хӗл уйӑхӗсем хыҫа юлаҫҫӗ. Комсомольски округӗнчи спорта юратакансем хамӑр тӑрӑхри тупӑшусенче ҫеҫ мар, республика шайӗнчи ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ. Акӑ, иртнӗ эрнере Йӗпреҫ районӗнче В.А.Петрова асӑнса йӗлтӗрҫӗсен республикӑри уҫӑ ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн округри спортсменсем те пултаруллӑ ӑмӑртнӑ. 2 километрлӑ дистанцире хӑйсен ӳсӗм виҫисенче Зуфар Тимаев пӗрремӗш, Владимир Калашниковпа Николай Ятманов иккӗмӗш, Вячеслав Лаврушкин виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Маттур ентешсене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫусем сунатпӑр. (Хамӑр инф.).
Спартакиада пуҫланчӗ

Спартакиада пуҫланчӗ

Февралӗн 18-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗн команди Чӑваш Республикин патшалӑх служащийӗсен 21-мӗш Спартакиадин I тапхӑрне хутшӑннӑ. Унта регионӑн мӗнпур влаҫ органӗсен представителӗсем ҫума-ҫумӑн тӑрса тупӑшнӑ. Олимп резервӗн 2-мӗш номерлӗ спорт шкулӗн юр трасси ҫинче 45 йӗлтӗр дружини тӗл пулнӑ: федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӑн республикӑри территори органӗсен 8 команди, Чӑваш Енӗн патшалӑх влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен 17 команди тата республикӑри муниципалитетсен 20 команди. Республика правительстви физкультурӑпа спорта аталантарасси ҫине тимлӗх уйӑрнипе йӗлтӗрпе ярӑнмалли трассӑна питӗ лайӑх хатӗрленӗ. Ҫакнашкал мероприятисене хутшӑнни чун хавалне пиҫӗхтерет, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлма кӑмӑла ҫӗклет. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреймен пулин те, пирӗн команда вӑйлӑ йӗлтӗрҫӗсем хушшинчи 
Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ чӗнчӗ

Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ чӗнчӗ

Февралӗн 11-мӗшӗнче «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2023» ҫӗршыври  спорта юратакансене  йӗлтӗрсем ҫине тӑратрӗ. Комсомольскинчи вӑрман хӗррине те спортӑн ҫак тӗсӗпе туслисем  йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Ӑмӑртӑва килнисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н. Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан В.Х.Денисов саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫу сунчӗҫ. Йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ кашни спортсменах ҫӗнтерӳҫӗ пулаймасан та, ушкӑнпа уҫӑ сывлӑшра ҫӳрени, чун каниччен ярӑнни пуриншӗн те паха. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗҫ вӗсем. Малтанах старта шкул ҫулне ҫитмен ачасем тӑчӗҫ. Вӗсем пӗчӗкренех спорта юратни уйрӑмах савӑнтарать. Кунта Д.Гибатдинов (Шупашкар), «Лейсан» тата «Рябинушка» ача сачӗсене ҫ
Турнир виҫҫӗмӗш хут иртрӗ

Турнир виҫҫӗмӗш хут иртрӗ

Январӗн 27-мӗшӗнче Шурут вӑтам шкулӗн спорт залӗнче волейбол турнирӗ иртрӗ. Ӑна Шурут ял тӑрӑхӗн тата Комсомольски районӗн Хисеплӗ гражданинне, «Урожай» колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ А.Н.Ершова асӑнса йӗркеленӗ. Икӗ ҫул каялла район ҫыннисем ҫак пултаруллӑ, ӗҫе парӑннӑ ҫынпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗҫ. Алексей Никифоровича асӑнса Комсомольски район администрацийӗ ҫулсерен волейбол турнирӗ ирттерме пуҫару тунӑ. Алексей Ершов хӑй те маттур   спортсмен пулнине, спорта аталантарассишӗн питӗ тӑрӑшнине, волейболла выляма уйрӑмах юратнине палӑртса хӑвармалла. Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртекен турнира пилӗк команда хутшӑнчӗ% Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн служащийӗсем, территориллӗ уйрӑмсен начальникӗсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресченпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, вӗренӳ уч

Армрестлингра вăйлисем палăрнă

Иртнĕ кунсенче «Кĕтне» спорт комплексĕнче Комсомольски муниципаллă округĕнчи 14—15 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕрупраç армрестлинг енĕпе мала тухассишĕн  вăй виçнĕ.  Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди унта чи хастар хутшăнса малти вырăна тухнă. Харпăр хăй хушшинчи ăмăртура çак шкулти Ангелина Павловăпа Айше Тухфетуллина (7 «к»), Карина Тарасова (8 «а»), Ильнара Зейнутдинова, Андрей Бугровский (8 «б»), Даниил Зайцев (9 «а») хăйсен категорийĕсенче 1-мĕш вырăна тухнă.  8 «а» класра пĕлӳ пухакан Александра Зайцева 2-мĕш вырăн йышăннă.  Маттур ачасене тата вĕсен вĕрентекенне малашне те çĕнтерӳсем сунатпăр.
Спорта парăннă çын

Спорта парăннă çын

Ачаран спорта юратса çитĕн- нĕ çын ĕмĕр тăршшĕпех унпа туслă юлать. Урмаел ялĕнче çуралса ӳснĕ Фидаиль Рахимзянов та мĕн пĕчĕкренех йĕлтĕрпе чупма юратнă, ушкăн вăййисене кăмăлланă. Малалла та хăйĕн пурнăçне физкультурăпа тачăрах çыхăнтарас тĕллевпе вăл Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Фидаиль Гадельянович Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче ачасене физкультура предметне вĕрентет. Вăл ĕçленĕ çулсенче ку шкул ачисем уйрăмах йĕлтĕр спорчĕ енĕпе çитĕнӳсем тăваççĕ. Районта иртекен ăмăртусенче малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Урмаел вăтам шкулĕнче вăй хунă çулсенче те ачасене спортпа туслаштарас енĕпе педагог чылай ĕç тăвать. Унти вĕренекенсен команди спортăн чылай енĕпе районта палăрать. Паянхи кун та вăл спортпа çывăх тăрать. Ачасемпе çамрăкс
Ăмăртусенче тупăшнă: вылянă, савăннă…

Ăмăртусенче тупăшнă: вылянă, савăннă…

Спорта юратакансем Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă кунсенче тунсăхласа ларман. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă, коньки сырса пăр çине тухнă, мини-футбол уйĕсенче тупăшнă, волейбол площадкисене тухнă... Çапла майпа вĕсем чун-чĕрисене хаваслăх кӳнĕ, сывлăхĕсене çирĕплетнĕ. Январĕн 3-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСКра Ф.Б. Мамуткина асăнса йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта 2005 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех ӳсĕмри арçын ачасем  тупăшнă. Çĕнтерӳшĕн 10 команда ăмăртнă. Вăйăсем интереслĕ те çивĕч пулнă. Пурте малти вырăншăн ăнтăлнă. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн команди кубока çĕнсе илме пултарнă. Тукай Мишер вăтам шкулĕн команди иккĕмĕш, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Январĕн 4-мĕшĕнче футбол вăййине юратакансен 6 команди мини-футбол ăмăртăвĕнче вăй виçнĕ. Кунта «Тимерче
Хĕллехи спорт сезонне уçрĕç

Хĕллехи спорт сезонне уçрĕç

Иртнĕ вырсарникун Комсомольскинчи вăрман уçланкине йĕлтĕр  спортне юратакансем йышлăн килсе çитрĕç. Кунта шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа ветерансем таранах курма май пулчĕ. Вĕсене Олимп чемпионне, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне В.Воронкова асăнса ирттерекен йăлана кĕнĕ ăмăрту пуçтарчĕ. Спортсменсене хĕллехи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова, «Кĕтне» ФСК директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.Х.Денисов, спорт ветеранĕ В.И.Пундяков саламларĕç, тупăшусенче ăнăçусем сунчĕç. Пурте ăмăртусенче çĕнтерӳсемшĕн ăнтăлчĕç. 2005—2006 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче виçĕ малти вырăна Софья Осипова, Полина Порфенова, Анастасия Носкова, арçын  ачасенчен Вячеслав Кудрявцев, Максим Мышкин, Айназ Алимов çĕнсе илчĕç. 2007—2008 çулхи спортсменкăсенч