Cпорт

«Наци кросне» хутшӑнма чӗнетпӗр

«Наци кросне» хутшӑнма чӗнетпӗр

Сентябрӗн 16-мӗшӗнче округри спорта юратакансем «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне пуҫтарӑнӗҫ.  Кунта  ҫак кун «Наци кросӗ — 2023» иртӗ. Унта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем старта тӑрӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ҫакӑн пек дистанцисем кӗтӗҫ: ача сачӗсене ҫӳрекенсем (100 метр), vip-чупу (400 метр), организацисемпе предприятисенче ӗҫлекенсем (арҫынсем 1600, хӗрарӑмсем 1200 м), 1—2-мӗш классенче вӗренекенсем (арҫын ачасем 200 м, хӗрачасем 100 м), 3—4-мӗш классенче вӗренекенсем (арҫын ачасем 400 м, хӗрачасем 200 м), 5—7-мӗш классенче вӗренекенсем (арҫын ачасем 800 м, хӗрачасем 400 м), 8—9-мӗш классенче вӗренекенсем (арҫын ачасем 1200 м, хӗрачасем 800 м), 10—11-мӗш классем (арҫын ачасем 1600 м, хӗрачасем 1200 м).  Регистраци ирхине 9—10 сехетсенче пулать. Малти вырӑнсене йышӑннисене наград

Юлташла тӗл пулса вылянӑ

Сентябрӗн 13-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче мини-футбол вӑййипе юлташла тӗлпулусем иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн, пирӗн муниципаллӑ округӑн территори уйрӑмӗсен начальникӗсен, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен, «Кубня» командисем хутшӑннӑ. Вӑйӑсем хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Кашниех ҫӗнтерӳшӗн тӑрӑшса вылянӑ.  Футболистсенчен чылайӑшӗ аслӑрах ҫулсенче пулсан та, вӑйӑсенче вӑр-вар та  пултаруллӑ пулма тӑрӑшнӑ. Пуринчен те ӑстарах выляса «Кубня» команда пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн команди йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче — территори уйрӑмӗсен начальникӗсен  тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен командисем. Ҫакӑн пек ӑмӑртусем йӗркелени  ҫынсене кирек ӑҫта ӗҫлесен те «Сывӑ пурнӑҫ йӗр
Спортпа туслӑ ҫемьесем

Спортпа туслӑ ҫемьесем

Канашри педагогика колледжӗ ҫитес ҫул 110 ҫул тултарать. Вӑл Комсомольски тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫӗршер ҫынна педагогика пӗлӗвӗ илме пулӑшнӑ. 1914 ҫулта Шӑхран ялӗнче (малтан Канаш ҫавӑн ятлӑ пулнӑ) учительсен семинарийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. 1919—1921 ҫулсенче 1-мӗш ступеньлӗ шкулсем валли учительсем хатӗрлекен  икӗ ҫуллӑх курссем ятлӑ пулнӑ. 1937 ҫулччен  унӑн педагогика техникумӗн статусӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна педагогика училищи ят панӑ. 1997 ҫулта вӑл педагогика колледжӗ пулса тӑнӑ. Шӑпах Канашри педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ ҫӗршер вӗрентекен пирӗн районти шкулсенче нумай ҫул ачасене пӗлӳ парса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсем Е.А.Пушкарева, Н.Я.Зайцева, З.М.Быкова, А.Н.Титова, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем Л.М.Антонова, Т.П.Тит
Округ делегацийӗ те хутшӑннӑ

Округ делегацийӗ те хутшӑннӑ

Иртнӗ шӑматкун Шупашкарти «Олимпийский» стадионта  А.Г. Николаев летчик-космонавта асӑнса «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе  йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту 85-мӗш хут иртнӗ. Унта пирӗн округ делегацийӗ те хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӗсене эсафетӑллӑ чупӑвӑн тӗрлӗ дистанцийӗнче тӗрӗслесе пӑхнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреймен пулсан та, япӑх мар кӑтартусем тунӑ. Округри спорта юратакансем республикӑри пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑнни савӑнтарать.
Паттӑра асӑнса – турнир

Паттӑра асӑнса – турнир

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫне хунӑ паттӑр ентеше Дмитрий Степанова асӑнса августӑн 20-мӗшӗнче  Асанкасси ялӗнче волейбол турнирӗ иртнӗ. Мероприятие уҫнӑ ҫӗре Димӑн амӑшӗпе ашшӗ, тӑванӗсем, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Раськин, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Николай Карпов, «Асаново» ЯХПК председателӗ, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Бахтеров, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Валерий Денисов хутшӑннӑ. Вӗсем Дмитрий Александровича аса илсе сӑмах каланӑ,  спортсменсене ӑмӑртусенче ӑнӑҫу суннӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗсем Сергей Козлов, Владимир Белкин та ҫак турнира ҫитсе курнӑ. Ӑмӑртӑва пурӗ 9 команда хутшӑннӑ, пӗр команда Тӑманлӑ Выҫ

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ

Иртнӗ шӑматкун «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем, спортсменсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсене Физкультурник кунӗ ячӗпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округӑн вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене  пурнӑҫлакан Н.А.Комиссарова, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М.Макарова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х. Денисов саламланӑ. Вӗсем спорт ҫын пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Округра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунине, ӳсекен ӑру вӗсен тӗслӗхӗпе хӑпартланса округри, республикӑри тата ун тулашӗнчи ӑмӑртусенче лайӑ
Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли

Ҫынсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыччӑр, спортпа туслашчӑр тесе пирӗн округра чылай тӑрӑшаҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Унта ӗҫлекенсем шкулсенчи физкультура учителӗсемпе пӗрле ялти массӑллӑ спорта аталантарассишӗн ҫине тӑрса вӑй хураҫҫӗ. Округра пирӗн тӑрӑхра анлӑ сарӑлнӑ тата вӑй илсе пыракан спорт тӗсӗсемпе тӑтӑшӑх ӑмӑртусем йӗркелетпӗр. Вӗсем хушшинче йӑлана кӗни те чылай. Йӗлтӗр спорчӗпе иртекен «Лыжня России», «Каҫал ен» хаҫат парнисемшӗн, В.Воронков, В.Чернова ячӗллӗ  тупӑшусем сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслӑ ҫӗршер ҫынна пуҫтараҫҫӗ. Совет Союзӗн Геройне Ф.Чернова, спорт ветеранне П.Матросова, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Г.Павлова асӑнса йӗркелекен турнирсене округра пурӑнакан спорт тусӗсемпе пӗрлех республикӑри
Велочупу иртет

Велочупу иртет

Июлӗн 22-мӗшӗнче велосипедпа ярӑнма килӗштерекенсен «100 км — Мӗншӗн тесен эпир Пӗрле» чупӑвӗ иртет. Мероприятие Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюз организацийӗсемпе структура подразделенийӗсем йӗркелӗҫ. Тӑваттӑмӗш хут иртекен велочупу Комсомольски муниципаллӑ округӗнче старт илӗ. Малтанах «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн  территорийӗнче  хутшӑнакансен регистрацийӗ пулать.  9 сехетре велосипедсемпе ҫула тухӗҫ. Маршрут 120 ҫухрӑма тӑсӑлмалла. Вӑл Комсомольскинчен Патӑрьелне, унтан Елчӗк тӑрӑхне ҫитмелле. Финиш 18 сехетре Комсомольски муниципаллӑ округӗнче пулӗ. Велочупӑва 18 ҫултан аслӑрах арҫынсемпе хӗрарӑмсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пурне те асӑнмалӑх медаль парса чыслӗҫ.
Тӑманлӑ Выҫлисенчен тӗслӗх илер

Тӑманлӑ Выҫлисенчен тӗслӗх илер

Тӑван тӑрӑх аталанасси, вӑл лайӑх енне улшӑнасси чи малтанах унта пурӑнакансенчен нумай килет.  Ял ҫынни пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫлеме те, ҫав вӑхӑтрах усӑллӑ канма та пӗлет. Пушӑ вӑхӑта ирттермелли вырӑнсем пурри чӑннипех  кашнинех савӑнӑҫ  кӳрет. Тӑманлӑ Выҫлисем, спортпа туслӑскерсем, хӑйсен пуҫарӑвӗпе пурте пӗрле пуҫтарӑнса пляж волейболӗ вылямалли площадка туса лартма шутланӑ. Ҫак ӗҫе пӗчӗк ачасенчен пуҫласа аслӑ ӳсӗмрисем таранах хутшӑннӑ. Ял ҫыннисем  кӗске хушӑрах укҫа пуҫтарса ӗҫе пуҫӑннӑ. Чи малтанах палӑртнӑ вырӑнта ҫӗре якатса тирпейленӗ. Темиҫе машин хӑйӑр турттарса килнӗ, ӑна тӑкса сапаланӑ. Волейболла вылямалли сетка тата ытти хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Вӗсене кирлӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех выляма меллӗрех пултӑр, мечӗк уйран тухса ан кайтӑр тесе йӗри-тавр
Спортпа туслашма хавхалантарӗҫ

Спортпа туслашма хавхалантарӗҫ

Спорт — сывлӑх ҫӑлкуҫӗ, тетпӗр. Ҫак чӑнлӑха шута илсе РФ правительстви те, Чӑваш республикин Пуҫлӑхӗ те, округ администрацийӗ те халӑх сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пытӑр, спортпа туслаштӑр тесе тӗрлӗ проектсене ӗҫе кӗртме тӑрӑшать. Июнӗн 29-мӗшӗнче пирӗн округри Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче спорт залне, Комсомольскинче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗ ҫумӗнчи стадиона савӑнӑҫлӑлару-тӑрура уҫрӗҫ. Вӗсенче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулса округри спорта юратакансене саламларӗ. Вӑл республикӑра пурӑнакансене спорта явӑҫтарма тӑвакан спорт сооруженисем йышланса пынине палӑртрӗ. Ҫакӑчӑваш спортсменӗсене Раҫҫей шайӗнче те пысӑк ҫитӗнӳсем тума май парать. Халӗ, тӗпрен юсанӑхыҫҫӑн уҫӑлнӑспорт площадкисенче, куллен хӑнӑхусем туса Комсомольски тӑрӑхӗнчи спортсменсем те ӑмӑртусенче палӑрасса шанни