Cпорт

Шахматла выляса палӑрнӑ

Шашка, шахмат — пуҫа ӗҫлеттерекен, шутлама хистекен вӑйӑсем. Пирӗн округра та спортӑн ҫак тӗсӗсене юратакансем йышлӑ. Иртнӗ шӑматкун, ноябрӗн 11-мӗшӗнче, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче 60 ҫултан иртнӗ арҫынсемпе 55 ҫул урлӑ каҫнӑ хӗрарӑмсем шахматла выляса мала тухассишӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑртусенче арҫынсем хушшинче В.В.Скворцов ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, В.И.Пундяков иккӗмӗш вырӑна тухнӑ, виҫҫӗмӗш вырӑна вара А.П.Самаркинпа А.А.Гаврилов пайланӑ. Хӗрарӑмсем хушшинче Т.И.Волкова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Е.П.Васильева вара — иккӗмӗш. Кӗмӗл ӳсӗмри спортсменсене ҫӗнтерӳпе саламлатпӑр, малашне те ӑсталӑхне ӳстерсе пыма сунатпӑр. Любовь ШУРЯШКИНА.
Чылайӑшне спортпа туслашма пулӑшнӑ

Чылайӑшне спортпа туслашма пулӑшнӑ

Ӳсерехпе Владимирӑн хусканупа ҫыхӑннӑ спорт вӑййисем енне туртӑнасси чакмарӗ ҫеҫ мар, малалла вӑй илсе пычӗ. Нӗркеҫри, Ҫӗнӗ Кипеҫри шкулсенче вӗреннӗ чухне те вӑл ушкӑн вӑййисене кӑмӑллатчӗ. Футбол, хоккей, волейбол вӑййисене хаваспах хутшӑнатчӗ. Хӑйӗн тӗслӗхӗпе тантӑшӗсене те тупӑшусене явӑҫтарма тӑрӑшатчӗ. Совет ҫарӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра та Володя спортран уйрӑлман. Радиоспорт енӗпе Харьков хулинче сывлӑш-ҫар вӑйӗсенче тӑракан салтаксем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.  Салтакра пулнӑ вӑхӑтра спортӑн ытти енӗпе те чаҫри ӑмӑртусенче пӗрре мар палӑрнӑ. Ҫартан таврӑнсан Владимир Семенович Вӑрнарти совхоз-техникума вӗренме кӗрет. Кунта та спортпа ҫывӑх пулать. Студентсене те ушкӑн вӑййисене явӑҫтарма тӑрӑшать. Хӑй хӗллехи нумай енлӗ тупӑшура (зимнее многоборье) Атӑлҫи федераллӑ округри ӑ
Чи ӑста вылякансем палӑрчӗҫ

Чи ӑста вылякансем палӑрчӗҫ

Округри шкулсенче тӑрӑшакан вӗрентекенсем хушшинче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе ӑмӑртусем йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал унта 14 команда хутшӑнчӗ.  Ӑмӑртӑва килнисене  округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, учительсен округри  профсоюз комитечӗн председателӗ В.Г.Макарова саламларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ. Тупӑшусенче кашниех ӑсталӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсем чи ӑстарах выляни палӑрчӗ, вӗсем пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Урмаел вӑтам шкулӗн коллективӗ иккӗмӗш, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗн команди виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. Ӑмӑртура мала тухнисене Дипломсемпе парнесем парса чысларӗҫ. Николай Максимов.

Спортсмена асӑнса турнир иртрӗ

Октябрӗн 21-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче мини-футбол енӗпе Раҫҫейӗн бронза чемпионне Ринат Рахимзянова асӑнса уҫӑ волейбол турнирӗ иртрӗ.  Ӑмӑртусене уҫса Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, муниципаллӑ округӑн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Ремис Мансуров, Урмаел ялӗнчи мечетьсен имамӗсем, ФСК директорӗн ҫумӗ Петр Порядков, Ринатӑн ашшӗ Фидаил Рахимзянов сӑмах каларӗҫ, спортсменсене вӑйӑсенче ӑнӑҫу сунчӗҫ. Турнира пӗтӗмпе арҫынсен 10 команди хутшӑнчӗ. Шупашкарпа Канаш хулисенчен, Патӑрьел, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Комсомольски округӗсенчи, Тутарстан Республикинчи Кайпӑҫ, Пӑва районӗсенчи волейболистсем турнирӑн тӗп призӗшӗн харсӑррӑн кӗре
 Ҫемье фестивалӗ

 Ҫемье фестивалӗ

Иртнӗ шӑматкун  Канаш муниципаллӑ округӗнчи Шӑхасан ялӗнчи «Импульс» спорт шкулӗнче «Ӑрусен вӑййисем» ҫемье фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна «Г.Н.Смирнов ячӗллӗ фонд» обществӑлла организаци, «Единая Россия» политика партийӗн регионти уйрӑмӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Ку мероприятие 14 округра пурӑнакансен пӗрлештернӗ командисем пухӑнса вӑй виҫнӗ. Ӑмӑртусенче ачасен, ашшӗ-амӑшӗн, тӑванӗсен, аслашшӗ-асламӑшӗсен, иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш сыпӑксенчи тӑванӗсен хутшӑнма юранӑ. Мероприяти пухӑннисене пурне те сывӑ пурнӑҫ йӗрки, спортӑн ӑрӑва пӗрлештерекен пӗлтерӗшӗ ҫинчен аса илтернӗ.  Ҫак фестивале пирӗн округран Комсомольски ялӗнчи Тихоновсем хутшӑннӑ. Унта вӗсем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче тупӑшнӑ,  ҫав шутра шашкӑлла, волейболла, дартсла,  сӗтелҫи теннисла вылянӑ. Ишессипе те ӑмӑртнӑ, «Пурнӑҫ йывӑҫҫи»

Ватӑсем  чушкӑлла вылярӗҫ

Аслӑ ӑрури ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас, ытларах хусканусем тума май парас тӗллевпе округра час-часах ӑмӑртусем йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче тивӗҫлӗ канӑва кайнисем хушшинче чушкӑлла выляс енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Унта аслӑ ӑрури ҫынсем хапӑлласах хутшӑнчӗҫ. Хӗрарӑмсем хушшинче чи нумай очко пуҫтарса Антонина Миронова пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Елена Васильева иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Елена Карсакова виҫҫӗмӗш пулчӗ. Утмӑл ҫултан иртнӗ арҫынсенчен чи пултарулли Василий Пундяков пулчӗ. Алексей Самаркинпа Вячеслав Лаврушкин иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене РФ Социаллӑ фончӗн округри Клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова саламларӗ, Хисеп грамотисем, парнесем пачӗ. Валерий Денисов.
Ӑмӑрту спорт тата хаҫат  тусӗсене пуҫтарчӗ

Ӑмӑрту спорт тата хаҫат  тусӗсене пуҫтарчӗ

Иртнӗ шӑматкун, октябрӗн 7-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт   комплексӗн стадионӗнче ҫуллахи спорт сезонне хупнӑ ятпа «Каҫал ен» хаҫат призне ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе эстафетӑлла ӑмӑрту пулса иртрӗ. Вӑл округра пурӑнакан спорт тусӗсене йышлӑн пуҫтарчӗ. Спортсменсене финишра ӑнӑҫу суннӑн вӑл кун ҫанталӑкӗ те сулхӑнрах пулсан та, уяр тӑчӗ. Ӑмӑртӑва килнисене  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх тӑвакан Т.В.Мамуткина, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков тата ыттисем те саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Малтанах ҫемье командисем старта тӑчӗҫ. Вӗсем кӑҫалхи ӑмӑртура йышлӑн пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. Ашшӗпе амӑшӗнчен тата 8 ҫулчченхи ачаран тӑракан
Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр!

Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр!

Октябрӗн 7-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче «Каҫал ен» хаҫат парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе эстафетӑлла ӑмӑртусем  йӗркелеҫҫӗ. Унта кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тупӑшусем ушкӑнпа пулаҫҫӗ. Программӑра: 1-мӗш ушкӑн — «Спорт ҫемйисем». Командӑра ашшӗ, амӑшӗ, 8 ҫул тултарнӑ ача. Вӗсен черетпе 400 метра, 300  метра, 100 метра парӑнтармалла пулать. 2-мӗш ушкӑн — пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсем. Командӑра 8—9-мӗш классенче вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400 метра чупаҫҫӗ. 3-мӗш ушкӑн — вӑтам шкулсем. Командӑра 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400 метра чупаҫҫӗ. 4-мӗш ушкӑн — вӑтам шкулсем. Командӑра 8—9-мӗш класра вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400 метра чупаҫҫӗ. 5-мӗш

Спорт  фестивалӗ хӑй тавра пуҫтарчӗ

Округра пурӑнакансем Сергей Ивановичпа Юрий Иванович Зубаревсен ячӗсене манса кайманнине иртнӗ шӑматкун «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн  стадионне халӑх йышлӑ пуҫтарӑнни туллин ҫирӗплетсе пачӗ. Кунта ҫак кун пӗртӑван Зубаревсене асӑнса спорт фестивалӗ, ҫӑмӑл атлетикӑн  виҫӗ енлӗ (троеборье) ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Стадиона килнисене ӑнӑҫлӑ финиш сунса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев, Зубаревсен тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем саламларӗҫ. Ҫанталӑк та ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ыр сунса хӗвеллӗ те ӑшӑ тӑчӗ. Спорт фестивалӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем ҫуран чупассипе, арҫынсем турник ҫинче туртӑнассипе (хӗрарӑмсем выртса кӗлеткене алӑ вӑ

«Наци кросӗ» спорта юратакансене пуҫтарнӑ

Сентябрӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейре «Наци кросӗ — 2023» ӑмӑрту иртнӗ. Вӑл хӑй тавра спорта юратакан пиншер ҫынна пуҫтарнӑ. Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне те ҫак кун спорт тусӗсем йышлӑн пухӑннӑ. Ҫанталӑкӗ те, вӗсене лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелес, ҫитӗнӳсем тума хавхалантарас тенӗн, уяр та хӗвеллӗ тӑнӑ. Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан В.Х.Денисов, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков тата ыттисем те саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫу суннӑ. Малтанах стадионта пӗтӗмӗшле зарядка иртнӗ. Старта малтан VIP-чупӑва хутшӑнакансем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсемпе заведующийӗсем, муниципаллӑ округӑн структура подразделенийӗсен