Четверг, 25 апреля

Cпорт

Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ йыхравларӗ

Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ йыхравларӗ

Февралӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2024» чупу  ҫӗршыври пиншер ҫынна йӗлтӗр ҫине тӑратрӗ. Пирӗн муниципаллӑ округра пурӑнакансем те ҫак кун «Спорт — пурнӑҫ норми» девизпа Комсомольскинчи вӑрман  уҫланкине йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫанталӑк сивӗ-рех тӑни те хӑратмарӗ вӗсене. Спортсменсем хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа старта тӑчӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округ депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева ӑмӑртӑва килнисене саламласа ӑнӑҫу сунчӗҫ. Чи малтан старта чи пӗчӗк участниксем тӑчӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасенчен Игнат Коз- ловпа Артемий Хораськин («Рябинушка» ача сачӗ) пултаруллӑ пулчӗҫ. VIP-чупӑва округ администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, шкул директорӗсем хутшӑнчӗҫ. Ветерансем хӑйсен тӗслӗ- хӗпе хӑш ӳсӗмре пулсан та йӗ

Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ йыхӑрать

«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2024» ҫитес шӑматкун, февралӗн 10-мӗшӗнче, иртет. Кӑҫалхипе вӑл 42-мӗш хут пулать. Ӑмӑртусене Комсомольски вӑрманӗнчи йӗлтӗр трасси ҫинче йӗркелӗҫ. Йӗлтӗрҫӗсене тата хӑнасене 9 сехетрен пуҫласа 9.45 сехетчен регистрацилӗҫ. Ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланать. Сывлӑх енчен чару ҫуккисем, ӳсӗмне кура, тӗрлӗ ушкӑнсенче тупӑшма пултараҫҫӗ. Ача-пӑча сачӗсене ҫӳрекенсем 100 метрлӑ дистанцие тухӗҫ, 1—4 классем — 500 м, 5—7 классем 1 км чупӗҫ. Аслӑраххисем — 1 километртан пуҫласа 3 километр таран. Йӗлтӗр йӗрӗ пурне те кӗтет, ӑмӑртусене хастар хутшӑнар!

Иккӗмӗш кӑтартупа палӑрнӑ

Патӑрьелӗнчи «Паттӑр» спорт шкулӗнче 14—15 ҫулхи арҫын ачасем тата хӗр ачасем хушшинче армрестлинг енӗпе республика чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн округри вӗренӳ учрежденийӗсенчи пултаруллӑ спортсменсен команди те хутшӑннӑ. Хӑйсен виҫисенче лайӑх кӑтартусем туса Айназ Сафиуллин (70 килограмм), Ильнас Шакуров (45 килограмм) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.  Анна Казакова (50 килограмм), Динара Азмуханова (70 килограмм), Максим Ильдюхин (55 килограмм), Айзат Минятуллов (65 килограмм), Михаил Шмелев (70 килограмран ытларах) иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Анастасия Латышева (60 килограмм), Фирдалия Рахимзянова (70 килограмм), Ислам Гайнуллов (50 килограмм) виҫҫӗмӗш пулнӑ. Округ команди вара пӗтӗмӗшле 2-мӗш кӑтартупа палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсене, Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ.  Ирина Ильина

Юниорсем ҫӗнтерӳпе савӑнтарчӗҫ

Пирӗн округри ҫамрӑксемпе шкул ачисен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ секцийӗсене ҫӳрекенсем йышлӑ. Хӑйсен вӑй-халне тӗрӗслес тӗллевпе вӗсем час-часах тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ, январӗн 31-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ҫак енӗпе Чӑваш Республикинчи юниорсен первенстви иртрӗ. Унта «Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанникӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ. 2007—2008 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче ирӗклӗ майпа кӗрешсе 92 килограмм таранхи виҫере Евгений Давыдов 1-мӗш, 40 килограмлисенчен Надежда Карсунова 2-мӗш, Антон Андреев 71 килограмлӑ виҫере 3-мӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Эльвира Демьянова вара 2004—2006 ҫулсенчи кӗрешӳҫӗ-хӗрсен хушшинче (76 кг) ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ.  «Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанникӗсемпе тренерӗсене лайӑх кӑтартусемпе саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр. Валерий ДЕНИС

Ентеш ячӗпе ӑмӑрту иртрӗ

Иртнӗ шӑматкун, январӗн 27-мӗшӗнче, Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче хамӑр ентеше, СССР чемпионкине Вера Черновӑна, халалласа йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Спортсменсене — ӑнӑҫлӑ финиш, пуҫтарӑннисене старта тӑнисене хавхалантарса пыма вӑй-хал панӑн ҫанталӑкӗ те уяр та тӳлек тӑчӗ. Ӑмӑртӑва килнисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Кӗтне»  физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов, спорт ветеранӗ Василий Пундяков саламларӗҫ, ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Ҫак кун Николай Раськин та йӗлтӗр сырса старта тӑчӗ. Николай Никандрович, Валерий Денисов тата Ирина Соловьева VIP-чупура лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. Ӑмӑртӑва 16 шкул вӗренекенӗсем, уйрӑм йӗлтӗрҫӗсем 160 ытла ҫын хутшӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Малтанах арҫын ачасем 2 километрлӑ дистанцие чупс

Спорт пӗр ҫӗре чӑмӑртать, сывлӑха ҫирӗплетет

Тукай территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем хушшинче физкультурӑпа спорта юратакансем йышлӑ. Ҫавӑнпах кунта тӗрлӗ ӑмӑртусем час-часах  йӗркелеҫҫӗ. Тӑманлӑ Выҫлире — Афган вӑрҫинче вилнӗ Виктор Тумакова,  Ҫӗнӗ Мӑратра  Чечен вӑрҫинче пуҫне хунӑ Леонид Борисова манмаҫҫӗ, вӗсене асӑнса ҫулсеренех волейбол  турнирӗсем ирттереҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра вара, Ҫимӗк кунӗнче, Ҫӗнӗ Мӑрат, Анат Тимӗрчкасси, Аслӑ Чурачӑк ялӗсенчи ҫамрӑксем хушшинче туслӑх турнирӗ иртет. Унта футболла выляса мала тухассишӗн ӑмӑртаҫҫӗ, вӑйӑ кашни ҫул тӗрлӗ ҫӗрте, командӑсем хутшӑнакан ялсенче, пулать. Тӑманлӑ Выҫлире волейбол вӑййине уйрӑмах юратаҫҫӗ, ялти ҫамрӑксем, студентсем, арҫынсем, хӗрсемпе хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе час-часах тупӑшаҫҫӗ. Тури Тимӗрчкассисем хоккей вӑййине кӑмӑллаҫҫӗ.
Спорт – пурнӑҫ йӗрки

Спорт – пурнӑҫ йӗрки

Раҫҫей халӑхӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пытӑр, спортпа тата физкультурӑпа туслаштӑр тесе РФ Президенчӗ Владимир Путин та, правительство та ҫулсеренех пӗлтерӗшлӗ чылай проектпа программа вӑя кӗртме тӑрӑшать. «Спорт — пурнӑҫ йӗрки» девизпа ӗҫлесе спорт площадкисемпе стадионсем хута ярать, мӗн пуррине юсама тӑрӑшать. Акӑ, иртнӗ ҫул пирӗн округра Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи спортзала юсанӑ, спорт площадкине ӗҫе кӗртнӗ. Комсомольскинче искусствӑлла сарӑмпа витнӗ футбол уйӗпе чупмалли ҫул ӗҫе кӗчӗ. Кӑҫалхи ҫул пуҫланас умӗн Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче «Самбо в школу» проект ӗҫлеме пуҫланӑ. Округри спорта юратакансем Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче тӗрлӗ хӑнӑхусем тума, бассейнра ишме пултараҫҫӗ. Шкул ачисем ҫеҫ мар, ӗҫ коллективӗсенче тӑрӑшакансем  те ГТО 
Кану кунӗсем хаваслӑ та усӑллӑ иртнӗ

Кану кунӗсем хаваслӑ та усӑллӑ иртнӗ

 х Январӗн 3-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче Ф.Б.Мамуткина асӑнса ҫамрӑксем хушшинче волейбол турнирӗ иртнӗ. Фирс Борисович чӑн-чӑн спорт тусӗ пулнӑ. Вӑл уйрӑмах волейбол тата футбол вӑййисене юратнӑ. Район командинче выляса пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вӑйӑсенче палӑрнӑ. Турнира хутшӑнакансене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Фирс Борисовичӑн мӑшӑрӗ Г.А.Мамуткина, ывӑлӗ Андрей Фирсович, мӑнукӗ Артем саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫу суннӑ. Вӑйӑсем хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Кашни командах ҫӗнтерессишӗн ӑнтӑлнӑ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи волейболистсем пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Икккӗмӗш вырӑнта — Шурут вӑтам шкулӗн команди. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем виҫҫӗмӗш пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Хисеп грамотисене, парн
Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ

Хаҫатӑн иртнӗ номерӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн никӗсӗ ҫинче «Самбо в школу» проекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫни ҫинчен кӗскен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫак кун республикӑри 10 муниципаллӑ шкулта харӑсах Пӗтӗм Раҫҫейри «Zа самбо» тата «Самбо в школу»  проектсем старт илнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ЧР вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата ыттисем те хутшӑннӑ. — Пирӗн пӗтӗмӗшле тӗллев — проекта республикипех сарса ачасене спортпа туслашса хӑйсене ҫирӗплетме пулӑшасси. Ҫак тӗллевпе спорт инфраструктурине малалла та аталантарса пырӑпӑр, — тенӗ Олег Алексеевич хӑйӗн сӑмахӗнче. Малалла вӑл самбо ачасене шкул саккинченех характера ҫирӗплетме, вӑй-ха

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ

Декабрӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски вӑрманӗнчи йӗлтӗр трасси ҫинче Олимп чемпионне, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Владимир Петрович Воронкова асӑнса йӗлтӗрпе чупассипе йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ. Ҫак ӑмӑртусемпе округри спортсменсем хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ. Унта хутшӑнакансене, хӑнасемпе «чирлекенсене» Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Валерий Денисов, спорт ветеранӗ Василий Пундяков саламласа ҫирӗп сывлӑх, спортра ҫитӗнӳсем  тума суннӑ.  2006—2007 ҫулсенче ҫуралнӑ  хӗрачасен ушкӑнӗнче йӗлтӗрпе чупса Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем  Полина Порфенова 1-мӗш, Анастасия Ефремова 3-мӗш, Анна Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат) 2-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.  Ҫак ӳсӗмри  арҫын ачасем хушшинче 1-мӗш вырӑн хуҫи