Cпорт

Автомоделистсем – виççĕмĕшсем

Автомоделистсем – виççĕмĕшсем

Çак модельсемпе ăмăртусем Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкулта апрелĕн 30-мĕшĕнче иртрĕç. Кунта та ачасем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Автомобильсемпе Даниил Маргидановпа /6-мĕш класс/ Алексей Языков /7-мĕш класс/ 2-мĕшсем пулчĕç, Борис Маштановпа Станислав Чижиков /иккĕшĕ те 7-мĕш класс/ 3-мĕш вырăнсене хăйсен аллинчен вĕçертмерĕç. Команда вара виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Республикăри çарпа воспитани «Юнитэкс» центрĕ ачасене хавхалантарса çитĕнÿсемшĕн тав турĕ.  
Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă

Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă

Асанкасси вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасенчен чылайăшĕ В.М.Салаев учитель ертсе, йĕркелесе пыракан технологи кружокне çÿресе куллен-кун хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Кунта мĕн кăна ăсталамаççĕ пулĕ вĕсем: хутçĕленсен, ракетăсен, автомашинăсен, суднăсен, карапсен тата ытти тĕрлĕрен техникăн моделĕсене те. Ăсталаççĕ кăна мар, çав модельсемпе республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнса кашнинче тенĕ пекех çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреççĕ. Кунта Вячеслав Салаев учителĕн, кружок ертÿçин тÿпи çав тери пысăк тесех каламалла. Ачасен интересне ÿстерсе пыма вăхăт та, чăтăмлăх та сахал мар кирлĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пыракан уйăхсенче /апрель — май/ республикăра çÿлерех асăннă модельсемпе ăмăртусем тăтăшах иртрĕç. Акă, апрелĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта ачасен «Кванториум» технопаркĕнче карапсен моделĕсемпе черетлĕ ă
Çарпа спорт вăййисем старт илчĕç

Çарпа спорт вăййисем старт илчĕç

"Зарница", "Орленок" çарпа спорт вăййисем, шкул пĕтернĕренпе чылай çул иртнĕ пулин те, халĕ те, аса илсен, чунра ырă туйăмсем çуратаççĕ. Çутçанталăк ытамĕнче палаткăсенче пурăнни, хуранта техĕмлĕ вĕри апат пĕçерни, ăмăртусенче мала тухассишĕн ăнтăлни яланлăхах асра упранать. Çак вăйăсем нумай çул иртсен те хăйсен пĕлтерĕшне çухатманни, кашни çулах шкул ачисене вăрман хĕррине пуçтарни, паллах, савăнтарать. Кăçал та, çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Комсомольскинчи вăрман хĕрринче палаткăсен хули ÿссе ларчĕ. Унта районти шкулсенче ăс пухакан чи хастар та маттур ачасем "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене хутшăнма пуçтарăнчĕç. Виçĕ куна тăсăлакан вăйăсене савăнăçлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ С.Ю.Данилов, "Афганист
Спартакиада пулать

Спартакиада пулать

Майăн 18-мĕшĕнче шăматкун районта пенсионерсем хушшинче «Спортивное долголетие» спартакиада иртет. Унта 60 çултан иртнĕ арçынсем, 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем хутшăнма пултараççĕ. Çăмăл атлетикăра хĕрарăмсем те, арçынсем те 1000 метра чупаççĕ. Шывра пурте 50 метра ишеççĕ. Дартс вăййине пĕтĕм команда хутшăнать. Çĕнтерÿçĕсем майăн 25-мĕшĕнче Çĕрпÿ /Цивильск/ хулинче район чысне хÿтĕлĕç. Ăмăртусем 10 сехетре «Кĕтне» ФСК стадионĕнче иртеççĕ. В.ПУНДЯКОВ.  
Акватлонра – малтисем

Акватлонра – малтисем

Апрелĕн 13-мĕшĕнче Етĕрне хулинчи "Присурье" ФСКра Етĕрнери депутатсен пухăвĕн депутачĕн Е.Ю.Шлепневан призĕсемшĕн акватлонпа районăн уçă ăмăртăвĕ иртнĕ. Н.С.Сахров тренер-преподаватель хатĕрленĕ пирĕн район команди лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. А.Мамуткина 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. А.Сумзинапа К.Денисов 2-мĕш вырăнсене тухнă. Э.Тумалановăпа К.Кузьмин виççĕмĕшсем пулнă. Н.САХРОВ.  
Ăмăртăва хатĕрленер

Ăмăртăва хатĕрленер

Кăçал "Спортивное долголетие" республика спартакиадине Çĕрпÿ хулинче ирттерме палăртнă. Унта 60 çултан иртнĕ арçынсемпе 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр çак спартакиадăра пирĕн район команди лайăх хатĕрленсе ăнăçлă ăмăртрĕ, республикăра 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Кăçал та спартакиадăра лайăх кăтартусем тăвас тесен, ăна халех хатĕрленмелле. Ăмăртăвăн программи тăрăх, çăмăл атлетикăра икĕ арçынпа икĕ хĕрарăмăн 1000 метрлă дистанцие чупса тухмалла, шывра ишессипе пĕр арçынпа пĕр хĕрарăмăн 50 метрлă дистанцие ирĕклĕ мелпе ишмелле. Сĕтелçи теннис вăййине, пневматика винтовкинчен тĕл перессине, шахмат вăййине пĕр арçынпа пĕр хĕрарăмăн хутшăнмалла. Командăра пурĕ 8 спортсмен ?4 арçынпа 4 хĕрарăм/ пулмалла. Эстафетăпа дартса командăри пур спортсменăн та хутшăнмалла. Апрелĕн 13-мĕш
Çемье командисем ăмăртнă

Çемье командисем ăмăртнă

Çак кунсенче "Кĕтне" ФСКра Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕ иртнĕ. Унта çемье командисем /пурĕ 5 команда/ хутшăннă. Командăсем 5 тĕрĕслев витĕр тухнă. Элпуç ялĕнчен килнĕ Зариповсем фестивалĕн  çĕнтерÿçисем  пулса  тăнă.  2-мĕш  вырăна  Комсомольскинчи  Хораськинсем тухнă. 3-мĕш вырăнта — Комсомольскинчи Шемекеевсем.  
Район команди – малтисен йышĕнче

Район команди – малтисен йышĕнче

Мартăн 31-мĕшĕнче Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕн 7-мĕш спорт шкулĕнче армрестлингпа 16—18 çулсенчи юниорсем хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокĕшĕн республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 17 спортсменран тăракан пирĕн район команди те хутшăннă. Командăна "Кĕтне" спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Нежеметдин Сахров хатĕрленĕ. Команда район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ. Алмаз Диканеевпа Нияз Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/ хăйсен виçисенче 2-мĕш вырăна тухнă. Ирек Шарафутдинов, Диляра Хамбикова /Урмаел вăтам шкулĕ/, Айсылу Хаертдинова /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, Анастасия Тихонова /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Анастасия Пыркина /Шурут вăтам шкулĕ/, Эльмира Хамидуллова /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ 3-мĕш вырăна тухнă. Вĕсем пурте çитĕннисен пĕрремĕш категорийĕн нормативне тултарма пултарнă
Пирĕн ентеш – марафонра 3-мĕш

Пирĕн ентеш – марафонра 3-мĕш

Мартăн 30-мĕшĕнче Киров облаçĕнче йăлана кĕнĕ "Шижма" йĕлтĕр марафонĕ иртнĕ. Унта çĕршывăн 16 облаçĕпе республикинчен 600 йĕлтĕрçĕ пуçтарăннă. Чăваш Енĕн командин йышĕнче 50 çухрăмлă дистанцире Комсомольскинче пурăнакан Зуфар Тимаев та чупнă. Вăл хăйĕн ÿсĕмĕнче 3-мĕш вырăна тухнă. — "Шижма" йĕлтĕр клубĕнче пире марафона йĕркелекенсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. 11 сехетре 600 йĕлтĕрçĕ 50 çухрăмлă дистанцие тухрĕ. Финиша çитме, паллах, çăмăл пулмарĕ: дистанци вăрăм, çанталăк ăшă, тин ÿкнĕ юр çийĕн йĕлтĕрсем япăх шăваççĕ... Апла пулин те, дистанцие тивĕçлĕн чупса тухма май çитертĕмĕр, — уçать шухăшне ăмăртупа кăмăллă юлнă Зуфар Тимаев. Çавăн пекех ăмăртăва Комсомольскинче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Вячеслав Шленкин та хутшăннă. Вăл хăйĕн ÿсĕмĕнче чи лайăх 10 спортсмен шутне кĕме пултар

Пирĕн команда — çĕнтерÿçĕ

Мартăн 23-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн 3-мĕш спорт шкулĕнче Чăваш Республикин акватлон чемпионачĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан Н.С.Сахров тренер-преподаватель, РФ хисеплĕ вĕренÿ ĕçченĕ ертсе пыракан команда та хутшăннă. "Кĕтне" спорт шкулĕнче хатĕрленекенсем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартнă, республикăри районсемпе хуласен командисем хушшинче 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Диас Айзетовпа Александра Мамуткина Чăваш Республикин чемпионĕсем пулса тăнă. Анастасия Лепешкина, Анастасия Сумзина, Кирилл Денисов тата Кирилл Кузьмин призерсен шутне кĕнĕ. Палăртса хăварас килет: Кирилл Денисов спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарма пултарнă. Çавăн пекех Анастасия Сумзина, Диас Айзетов, Ильяс Айзетов, Никита Лепешкин, Иван Кузьмин çитĕннисен 1-мĕш спорт разрядне тултарнă. Пирĕн маттур та пулт