Cпорт

Пирĕн асăмăрта упранĕ

Нарăсăн 15-мĕшĕ — интернационалист-салтаксене аса илмелли кун. Тукай ял поселенийĕнчен Афган тата Чечня вăрçисене сахал мар çын тухса кайнă. Çак кун Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пуç хунă ентешсене асăнса линейка иртрĕ. Шкултан вĕренсе тухнă Леня Борисова аса илчĕç. Паянхи кун вăл 43 çулта пулмаллаччĕ. Хăйĕн ачисене, тен, мăнукĕсене те ÿстерĕччĕ. Анчах, Чечня вăрçи çак ĕмĕтсене пурнăçланма паман... Леонид Петрович Борисов 1976 çулта çут тĕнчене килнĕ. Тавçăруллă каччă, яланах пулăшма хатĕр юлташ, тимлĕ ывăл, шăллăм пулса çитĕнет. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухать. Вĕренÿре те, спортра та питĕ аван ĕлкĕрсе пырса вĕрентекенĕсемпе тăванĕсене савăнтарать. Ытларах ÿкерме кăмăллать. 1994 çулта, шкул пĕтернĕскер, çуллахи кунсенче ялти мастерскойĕнче ашшĕне пулăшать. Кĕркунне çар хĕсметне Шупашкарт
Шашкăлла выляççĕ

Шашкăлла выляççĕ

Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Сергей Викторович Зайцев часах 85 çул тултарать. Вăл нумай çул ялта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ, унăн вĕренекенĕсем яланах районти спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă, çĕнтерÿçĕсем те пулнă. Сергей Викторович хăй те спортра маттур пулнă. Тĕслĕхрен, район командинче выляса республика чемпионĕ ятне тивĕçнĕ, йĕлтĕрпе лайăх чупнă, кĕрешÿре те çитĕнÿсем тунă. Вăл районти, республикăри шашкăпа, шахматпа выляса иртекен ăмăртусене хутшăнса сахал мар çĕнтерÿçĕ ятне те тивĕçлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра вăл шашкăлла выляса инвалидсем хушшинче республика чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Маттур спортсмен ячĕпе февралĕн 14-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСКра шашка вăййин турнирĕ иртет. Вăл ирхине 10 сехетре пуçланать. Шашкăлла выляма юратакансем пурте — арçынсем те, хĕрарăмсе
Ярăнар-ха йĕлтĕрпе

Ярăнар-ха йĕлтĕрпе

Юрĕ çуса лартрĕ халь, Эх, каяр-ха вăрмана, Йĕлтĕрпе ак ярăнса Çирĕплетер сывлăха. Комсомольски вăрманĕнче "Резерв" ООО çумĕнче кăнтăрла çеç мар, каçпа та йĕлтĕрпе ярăнма пулать, мĕншĕн тесен йĕлтĕр йĕрне электричество ламписем çутатаççĕ. Ĕçлекен çынсем ĕç пĕтнĕ хыççăн кунта ярăнма килеççĕ. Ĕçлемен пенсионерсем тата ытти пушă вăхăтлă çынсем кăнтăр çутипе ярăнаççĕ. Анчах та канмалли кунсенче йĕлтĕрпе ярăнакансен шучĕ нумаях мар, ытларах тивĕçлĕ канурисем кунта вăхăт ирттереççĕ. Апла пулин те, хушăран канмалли кунсенче ялсенчен машинăпа çемйипех килсе ярăнакансем те пур. Иртнĕ çулсенче шкулта вĕренекенсем класс ертÿçи илсе пынипе пĕтĕм класĕпех киле-киле ярăнатчĕç, хальхи вăхăтра ун пекки питех курăнмасть, питĕ сайра пулкалать. Йĕлтĕрпе ярăннин усси çинчен нумай çыраççĕ, тухтăрсем те çак

Спортпа туслашма пулăшать

Паянхи кун районта пурăнакан чылай çыншăн спорт пурнăç йĕрки пулса тăнă. Вĕсем куллен чупаççĕ, ишеççĕ, командăллă вăйăсене хутшăнаççĕ, спортăн тĕрлĕ енĕпе интересленеççĕ. Спорт пурнăçра пысăк вырăн йышăнтăр тесен, паллах, мĕн пĕчĕкрен физкультура туни, спортпа туслашни кирлĕ. Шăпах ачасем хушшинче спорта аталантарма пулăшакан çынсенчен пĕри вăл — Урмаел вăтам шкулĕнче физкультура урокĕсене вĕрентекен Нежеметдин Сахров. Нежеметдин Садртдинович 40 çул ытла физрукра тăрăшать. Чунĕ ыйтнипе суйланă вăл çак ĕçе, çавăнпа та вăл ăна пĕрре те йăлăхтармасть, киленĕç çеç кÿрет. Унăн вĕренекенĕсем час-часах районта иртекен олимпиадăсенче, тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухаççĕ, республика шайĕнчи тупăшусене хутшăнаççĕ. Нежеметдин Сахров вĕрентнĕ ачасем хушшинче спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе разрядсене, спорт масте

Волейболла вылянă

Шкул волейбол лигин чемпионачĕ — шкул командисем хушшинче ирттерекен чи анлă сарăлнă спорт проекчĕсенчен пĕри. Юлашки çулсенче пирĕн район çак чемпионата хастаррăн хутшăнать. Январĕн 29-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСКра шкул волейбол лигин муниципаллă тапхăрĕ старт илчĕ. Спортсменсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тата район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев саламларĕç. Çак кун хĕрсен командисем вăй виçрĕç. Каччăсен командисем хушшинче те вăйăсем хĕрÿ иртрĕç.  

Спорт – пирĕн пурнăç йĕрки

Республикăра "Демографи" наци проекчĕн "Спорт — пурнăç йĕрки" проекчĕ ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Проектăн тĕллевĕсенчен пĕри вăл — спортпа туслă граждансен шутне 2024 çул тĕлне 55 процента çитересси. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче ятарлă площадка та йĕркеленĕ. "ГТО" комплексĕ валли йĕркеленĕ вырăн 315 тăваткал метр йышăнать. Кунта 30 тĕрлĕ тренажер вырнаçтарнă: турниксем, теннисла вылямалли сĕтел тата ытти те. Площадка пурри кăмăл пур çынсене спортри пултарулăхне тĕрĕслесе, аталантарса "ГТО" нормисене пурнăçлама май парать. Кунсăр пуçне объектсемпе спортсменсен ĕç-хĕлĕнче те усă курасси планра. Аса илтеретпĕр — проект 2019— 2024 çулсенче пурнăçланмалла. Проект ĕçе кĕрет пулсассăн ГТО нормативĕсене пурнăçлакансем те сахал мар пулĕç тесе шу

Йĕлтĕр йĕрĕ йыхăрсан

Кăçал юр часах çуманнине кура йĕлтĕр спортне кăмăллакансем чылай пăшăрханчĕç. Декабрь вĕçленчĕ, апла пулин те йĕлтĕр сырса уя тухмалли çинчен ĕмĕтленмелли те çукчĕ-ха. Çĕнĕ çула хирĕç лапка-лапка юр çуса пани вара спортсменсемшĕн питĕ кĕтнĕ парне пулчĕ. Çак кунсенче районта пурăнакансем те хĕллехи спорт сезонне уçма васкарĕç — Хырхĕрри ял тăрăхĕнче Олимп чемпионне В.П.Воронкова асăнса йĕркелекен районти йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăнчĕç. Мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев спорт уявĕ ячĕпе саламларĕç, ăмăртура мала тухма сунчĕç. Чи малтанах старта районти организацисенче, предприятисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем тухрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Хырхĕрри тĕп шкулĕн директорĕ Юрий Алек
Спортпа сывлăх кунĕсем паллă

Спортпа сывлăх кунĕсем паллă

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2020 çулхи сывлăхпа спорт кунĕсене çирĕплетнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш спортпа сывлăх кунĕ январĕн 11-мĕшĕнче пулчĕ те. Февралĕн 15-мĕшĕнче, мартăн 28-мĕшĕнче, апрелĕн 25-мĕшĕнче, майăн 23-мĕшĕнче, июнĕн 20-мĕшĕнче, июлĕн 25-мĕшĕнче, августăн 29-мĕшĕнче, сентябрĕн 26-мĕшĕнче, октябрĕн 24-мĕшĕнче, ноябрĕн 28-мĕшĕнче, декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре спортпа сывлăх кунĕсем иртеççĕ. Шăпах çак кунсенче физкультурăпа спорт комплексĕсенче тÿлевсĕрех тренажер залне кĕме, килĕшекен спорт вăййине выляма, бассейнра ишме пулать.  

Кану кунĕсем ăмăртусемпе пуян пулчĕç

Январĕн 3-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне волейбол вăййине кăмăллакансем йышлăн пуçтарăннă. Унта Чăваш Республикин чемпионкине Е.Н.Петрейкинана асăнса хĕрарăмсен командисем хушшинче волейбол турнирĕ иртнĕ. Турнир çулсерен çак спорт тĕсне юратакансене — çав шутра çамрăксене те, аслăрах çултисене те — пĕр çĕре пуçтарать, чăн-чăн спорт уявĕ пулса тăрать. Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе чĕререн саламланă, çĕнĕ çулта ырлăх-сывлăхлă пурăнма суннă. "Кĕтне" ФСК директорĕ Евгений Тихонов та салам сăмахĕсем çумне хутшăнса спортсменсене мала тухма ăнăçу суннă. Вăйă питĕ хĕрÿ иртнĕ. Пурне те кая хăварса Шурут ял тăрăхĕн команди пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта та — çак ял тăрăхĕнчен

Пулă тытса шÿрпе пĕçернĕ

Январĕн 3-мĕшĕнче Янкасси ялĕнчи юханшыв хĕррине хĕллехи вăхăтра пулă тытма кăмăллакансем пуçтарăннă. Ку мероприятие иккĕмĕш çул ĕнтĕ çак ялта çуралса ÿснĕ Николай Алексеев тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕ йĕркелеççĕ. Кăçал çак хăйне евĕр ăмăртăва Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчен 50 ытла пулăç хутшăннă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартса чи лайăх пулăç ята тивĕçме ăнтăлнă. Пуçтарăннисене Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, ăмăртăвăн йĕркелÿçи Николай Алексеев Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламланă, тупăшура мала тухма суннă. Ăмăртăвăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи нумай /виçе тăрăх/ пулă тытакан Елчĕк районĕнчен килнĕ Алексей Смирнов пулни палăрнă. Вăл тĕп парнене — эхолота тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна Асанкасси ялĕнчи Владимир Иванов, виççĕмĕш вырăна Тĕвенеш ялĕнчи Алексей Салмин