Cпорт

Йĕлтĕр йĕрĕ йыхăрсан, ярăнар-ха савăнса

Коронавирус чирне пула, çĕршыври лару-тăрăва шута илсе ăмăртусене пĕлтĕр тата кăçал яланхилле, пĕр вăхăтра ирттерме май килмерĕ. Районта пурăнакансем вара спорт мероприятийĕсемсĕр чăннипех те тунсăхлани сисĕнет. Вĕсем ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере йĕлтĕр спортне кăмăллакансем Комсомольскинчи вăрман хĕрринчи йĕлтĕр трасси çинче пухăнчĕç. Тинех хĕллехи спорт сезонне уçрĕç. Йĕлтĕр ăмăртăвне Олимп чемпионĕ, хисеплĕ ентеш Владимир Воронков ячĕпе ирттерчĕç. Мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов, Василий Пундяков спорт ветеранĕ уяв ячĕпе саламларĕç, ăмăртура мала тухма сунчĕç. Чи малтанах старта спорт ветеранĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем, унта ĕçлекенсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тухрĕç

Кăвак тÿпене тинĕспе улăштармастăп

Сывлăш десант çарĕ тивĕçлипе тăван çĕршыв çарĕн паттăрлăхпа çирĕплĕх тĕслĕхĕ шутланать. Нумай арçын ача вăйлă, çирĕп кĕлеткеллĕ пулма, хĕсметре десантник тумне тăхăнма ĕмĕтленет. Сывлăш десант çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçлама тĕрĕслÿ комиссийĕ витĕр кăларса чи çирĕп сывлăхлисене, чăтăмлисене суйласа илеççĕ. Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан Наталия Витальевнăпа Эдикт Николаевич Филипповсен туслă çемйинче çуралнă Алексей ачаранах сывлăш десант çарĕнче салтак тивĕçĕсене пурнăçлама ĕмĕтленнĕ. Кĕлеткине спортра пиçĕхтернĕ, вĕренÿре «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнма ÿркенмен. Спортра тунă çитĕнÿсемшĕн Алексей 9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра Чăваш Республикин физкультура министерствин дипломне тивĕçнĕ. Комсомольски районĕн «Кубня» футбол командинче
Ярăнасчĕ савăнса конькипе, ай вылясчĕ хавхаланса хоккейла

Ярăнасчĕ савăнса конькипе, ай вылясчĕ хавхаланса хоккейла

Районта спортпа туслă çынсем çав тери йышлă. Çакна ăмăртусенчи çитĕнÿсем çирĕплетеççĕ. Аслисем те, çамрăксем те, шкул ачисем те тупăшусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, хĕллехи канмалли кунсенче те районта чылай спорт мероприятийĕсем иртрĕç. Кам конькипе ярăнса, теприсем йĕлтĕр сырса, виççĕмĕшĕсем футболла выляса ăмăртрĕç. Юлашки вăхăтра хоккейла вылякансен йышĕ те самай ÿсрĕ. Çакă, паллах, ялсенче хоккей площадкисем хута кайнипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче çеç хоккейла выляма тата конькипе ярăнса киленме 3 площадка пур. Ахальтен мар январĕн 16-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче «Юрататăп аттепе аннене тата хоккея» çемьесен спорт фестивалĕ иртрĕ. Асăннă фестивале Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçарăвĕ-пе, Еленăпа Геннадий Тимченко ячĕллĕ ыркăмăллăх фончĕ тата Раççейри хоккей
Бассейн ĕçлет

Бассейн ĕçлет

Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейн юсав ĕçĕсем тăсăларах кайнă пирки чылай вăхăт хупă пулчĕ. Халĕ вара шывра ишме кăмăллакансене ырă хыпар пĕлтерме васкатпăр. Январĕн 15-мĕшĕнчен юсаса çĕнетнĕ бассейн уçăлнă. П.ПОРЯДКОВ.  
Йĕлме йĕлтĕр çăмăл шутăр

Йĕлме йĕлтĕр çăмăл шутăр

Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем, январĕн 22-мĕшĕнче, эрнекун, Комсомольскинчи вăрман хĕрринчи йĕлтĕр трасси çинче Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ, СССР спорт тава тивĕçлĕ мастерĕ В.П.Воронков ячĕпе йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту пулать. Спортсменсене ăмăртăва 10 сехетре кĕтетпĕр. Старт — 11 сехет те 30 минутра. Арçынсем — 3000 метр, хĕрарăмсем — 2000 метр, шкул ачасем — 1000, 2000 метра чупса ăмăртĕç.  
Спорта юратакансем турнирсенче тупăшнă

Спорта юратакансем турнирсенче тупăшнă

Çĕнĕ çул пуçламăшĕнчи канмалли кунсем кашни çулах питĕ хаваслă иртеççĕ, уйрăмах вĕсем спорт мероприятийĕсемпе пуян. Кăçал та спорта юратакансем тĕрлĕ турнирсене хутшăнса хăйсен вăйне виçнĕ, чи маттуррисемпе пултаруллисем хаклă парнесене тивĕçнĕ. Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче январĕн 2-мĕшĕнче шкул командисем хушшинче мини-футболла выляссипе Раштав турнирĕ иртнĕ. Унта 4 команда вăй виçнĕ. Тукай Мишер вăтам шкулĕн команди мала тухма пултарнă, турнирăн кубокне тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кĕçĕн Çĕрпÿел тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсен командисем пайланă. Январĕн 3-мĕшĕнче «Ылтăн шайба» республика ăмăртăвĕсен ял командисем хушшинчи муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ. Хĕрÿ тупăшура Урмаел вăтам шкулĕн команди çĕнтерĕве алăран яман. Иккĕмĕш вырăнта — Тукай Мише

Ăмăртура мала тухнă

Нумаях пулмасть Шупашкарта Олимп резервĕн спорт шкулĕн акватлон енĕпе уçă первенстви иртнĕ. Унта Н.С.Сахров тренер-преподаватель патĕнче ăсталăхне туптакан пирĕн район спортсменĕсем те хутшăннă. Ăмăртура Александра Мамуткина /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Ильназ Шакуров /Урмаел вăтам шкулĕ/ 2-мĕш вырăна тухнă. Саламлатпăр! Е

Пуçа усма хăнăхман Галина

Çĕр çинче пархатарлă професси чылай. Анчах кирек епле ĕçе алла илес тесен те мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренни, пуçа усманни, малалла ăнтăлни паха. Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакан Галина Николаевна Волкова та çакна мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿснĕ. Ахальтен мар вăл шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухнă, икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, пурнăçра экономист тата физкультура учителĕн профессийĕсене суйласа илнĕ. Паянхи кун Галина Николаевна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче социаллă педагогра тăрăшать. Çак ĕçе кÿлĕннĕренпе 17 çул çитет ĕнтĕ. Кунта тăрăшма тытăниччен вара Галина професси ăсталăхĕпе чылай çĕрте усă курма ĕлкĕрнĕ. Пĕр вăхăт вăл Ульяновск хулинче ĕçленĕ, каярах Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче бухгалтерта тăрăшнă. Спорта юратаканскер 2001 çулта Дубовкăри пуçламăш шкулта физкультура учите

Бассейна юсама хушма укçа уйăрнă

Кăçал адреслă инвестици программипе килĕшÿллĕн республикăра пурĕ çĕнĕ 12 спорт объекчĕ хута ямалла пулнă. Анчах та вĕсенчен иккĕшĕнче çеç хальлĕхе строительство ĕçĕсене туса пĕтерме май килнĕ. Пĕри — Чăваш кадет корпусĕ çумĕнчи хоккей центрĕ, тепри — Красноармейски салинчи футболла вылямалли ятарлă лапам. Пирĕн районта та «Кĕтне» ФСК территорийĕнче футболла вылямалли çакнашкал лапам тума палăртнăччĕ. Проектăн маларах палăртнă хакĕ 32 миллион тенкĕпе танлашнă. Анчах та 5 хутчен аукцион ирттерсен те ĕçсене пурнăçлама килĕшекен подряд организацийĕ тупăнман. Республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрсан ĕçсене çитес çул пурнăçлама плана кĕртнĕ. Проектпа килĕшÿллĕн футбол уйĕ паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекенскер пулмалла. «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейна тĕпрен юсас ĕçре те йывăрл
Асăрханса ярăн!

Асăрханса ярăн!

Хĕллехи кунсем хăйсен илемĕ-пе савăнтараççĕ. Кунсем сивĕ те хĕвеллĕ. Çак кунсенче, паллах, камăн килте пăчăхса ларас килтĕр. Ачасем вара уйрăмах урама васкаççĕ. Пĕрисен çунашкапа, ватрушкăпа ярăнас килет, теприсем каток тата пăр çинче ярăнма кăмăллаççĕ, виççĕмĕшĕсем уçăлса çÿренипех çырлахаççĕ. Темĕнле пулсассăн та вара чи малтанах асăрханулăх пирки шутламалла. Акă, республикăра юлашки вăхăтра ватрушкăпа, ледянкăпа, çунапа ярăннă чухне ачасем суранланнă тĕслĕхсем нумайланнă. Çакăн сăлтавĕ вара куçкĕрет — ачасем ятарлă вырăнсенче ярăнмаççĕ е хăшĕ-пĕрисем çул çывăхĕнчи сăрт çинченех ярăнса анаççĕ, теприсем çул айккипех ярăнма хăрамаççĕ. Çавна май ачасен ярăнмалли хатĕрсемпе усă курнă чухне çав тери асăрхануллă пулмалла. Ачасем килтен тухса кайнă чухне ашшĕ-амăшĕсен те тимлĕ пулмаллине аса и