Cпорт

Армрестлингра –малтисем

Армрестлингра –малтисем

Мартăн 13-мĕшĕнче пирĕн район спортсменĕсем республика шайĕнчи армрестлинг ăмăртăвне хутшăннă. Вăл Шупашкарта В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче иртнĕ. Пирĕн районăн пĕрлештернĕ командинче тĕрлĕ шкулсенчи чи ăста спортсменсем ăмăртнă. Кашниех хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартса пама тăрăшнă. Пĕтĕмлетнĕ кăтартусем тăрăх, Н.Сахров тренер ертсе пыракан район команди пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма пултарнă. Уйрăм первенствăра та пирĕн спортсменсем район чысне çÿле çĕкленĕ. Константин Алякин /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/, Резил Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/, Мария Смирнова /Шурут вăтам шкулĕ/ хăйсен йывăрăш категорийĕсенче 1-мĕш вырăн йышăннă. Раиль Зейдуков, Надир Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/, Риназ Багаутдинов /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ иккĕмĕш вырăна тухнă.  
Ăмăртусенчен — çĕнтерÿпе

Ăмăртусенчен — çĕнтерÿпе

Мартăн 5—7-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче фитнес-аэробикăн Атăлçи федераци округĕнчи Чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва Раççейри 800 ытла спортсмен хутшăннă. Çак йышра районти фитнес-аэробика федерацийĕн спортсменĕсем те пулнă. Мария Долгова тренер ертсе пыракан «Свит Бейби», «Дрим Тим», «Непоседы» командăсем Атăлçи федераци округĕн чемпионатĕнче палăрнă. Виктория Степанова «Спортивная аэробика» дисциплинăра 1-мĕш вырăна тухнă. «Свит Бейби» команда /11—13 çулхисем/ «Аэробика» дисциплинăра палăрнă. Командăри Вика Степанова, Саша Лазарева, Вика Федорова, Ульяна Воробьева, Катя Жукова маларах хатĕрленĕ программăна çÿллĕ шайра кăтартса парса виççĕмĕш вырăн йышăннă. «Дрим Тим» командăри Аня Жирнова, Арина Павлова, Ангелина Бурлакова, Светлана Зайкова, Диана Карсакова та ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем п
Пулă тытса савăнчĕç

Пулă тытса савăнчĕç

Мартăн 8-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи пĕвере пăр çинче пулă тытассипе районти ăмăрту иртрĕ. Ăна сунарçăсемпе пулăçсен районти обществин правленийĕ йĕркеленĕ. Мероприятие уçнă май, общество правленийĕн председателĕ В.А.Нямуков пулăçсен ăмăртăвĕ çакăн пек пысăк масштабпа пĕрремĕш хут иртнине, малашне ăна кашни çулах йĕркелесен аван пулмаллине палăртрĕ. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов çак мероприятие Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче йĕркелени хĕрарăмсем валли хăйнеевĕр парне пулнине пĕлтерчĕ. Пуçтарăннисене районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Ф.Волков та саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Конкурса районти тĕрлĕ ялсенчен 40 пулăç пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те, ачасем те пулчĕç. 10 сехетре ăмăртăва хутшăнакансем пăр çинче вырнаçса тухрĕç, пулă тытма пикенч
Маттур вылякансем çĕнтерчĕç

Маттур вылякансем çĕнтерчĕç

Мартăн 6-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă Владислав Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрсен волейбол командисем хушшинче турнир иртрĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, «Кĕтне» ентешлĕхĕн представителĕ Владимир Михеев, Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Николай Андреев тата «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов ăмăртакансене те, курма килнисене те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе телей, ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунса саламларĕç. Ăмăртăва 11 команда хутшăнчĕ. Комсомольски районĕнчи шкулсен 10 команди тата асăннă ăмăртура пĕлтĕр 1-мĕш вырăн йышăннă Йĕпреç районĕн команди пултаруллă та ăста вылярĕç. Матчсем хĕрÿ тупăшупа палăрчĕç, кашни команда мала тухма ăнтăлчĕ. Йĕпреçрен килнĕ хĕрсем
Пиллĕкмĕш турнир районта иртрĕ

Пиллĕкмĕш турнир районта иртрĕ

Иртнĕ шăматкун, февралĕн 27-мĕшĕнче, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне волейбол вăййине кăмăллакансем пуçтарăнчĕç. Спортсменсем Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă Владислав Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн республикăра 5-мĕш хут йĕркелекен турнира хутшăнчĕç. Спорт ăмăртăвне килсе çитнисене район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осиов, Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» обществăлла организацин председателĕн çумĕ Иван Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Валери Туркай, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Борис Малов саламларĕç, турнирта ăнăçу сунчĕç. Кăçалхи ăмăртура ултă команда тупăшрĕ. Комсомольски, Канаш, Елчĕк, Патăрьел районĕ- сенчен килсе çит
Виктор Тумаков ячĕпе волейбол турнирĕ

Виктор Тумаков ячĕпе волейбол турнирĕ

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнчен вĕренсе тухнă Виктор Тумаков ячĕпе йĕркелекен волейбол турнирĕ кăçал та февраль уйăхĕнче иртрĕ. Ку мероприятие хутшăнма Афган вăрçине хутшăннă В.Самаркин, В.Крылов, М.Киргизов, В.Сорокин килсе çитрĕç. Вĕсем Виктор Тумаков ячĕпе çакнă асăну хăми, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умĕсене чечексем хучĕç. Пухăннисене уяв ячĕпе саламласа турнира шкул директорĕ Я.Н.Ильин уçрĕ. Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.А. Осипов тата çак шкултан 1985 çулта вĕренсе тухнă В.Илларионов тухса калаçрĕç. Владимир Ермолаевич турнира тĕплĕ хатĕрленсе килнĕ — ятарлă медальсем, кубоксем хатĕрлеме вăй çитернĕ. В.Тумакова манманшăн, çак турнира çулсерен ирттерме май тупнăшăн шкул дирекцине Тав хучĕпе чысларĕ вăл. Кăçал ăмăртăва 8 команда хутшăнчĕ. Турнир хуç
Йĕлтĕрпе туслисем ăмăртура савăнчĕç

Йĕлтĕрпе туслисем ăмăртура савăнчĕç

Февралĕн 13-мĕшĕнче республикăри чылай районта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2021» массăллă спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Пирĕн районта çанталăк условийĕсене кура çак кун йĕлтĕр çине тăма май килмерĕ, апла пулин те йĕлтĕрçĕсем спорт уявĕсĕр юлмарĕç. Февралĕн 20-мĕшĕнче йĕлтĕр спортне кăмăллакансем Комсомольскинчи вăрман хĕрринче пуçтарăнчĕç. Чăн-чăн спорт тусĕсене урамра аванах сивĕ пулни те хăратмарĕ. Мероприятие уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пурне те ырлăх-сывлăхлă пулма, йĕлтĕрпе ярăнса савăнма, финиша ăнăçлăн çитме сунчĕ. Чи малтанах пуçлăхсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем, шкул директорĕсем VIP-чупăва тухрĕç. Вĕсем хыççăн районти тĕп шкулсенче ăс пухакансем йĕлтĕр çине тăчĕç. Хĕрÿ тупăшура хĕрачасем хушшинче Софья Осипова мала тухма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Анаст
Турнир 22-мĕш хут футболистсене пуçтарчĕ

Турнир 22-мĕш хут футболистсене пуçтарчĕ

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче Чечняра паттăрла пуçне хунă Иван Быков ячĕпе кашни çулах йĕркелекен турнир февралĕн 22-мĕшĕнче иртрĕ. Спортсменсене шартлама сивĕте хăратмарĕ. Мини-футбол вăййин 22-мĕш турнирĕнче 10 команда тупăшрĕ. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов спортсменсене уявпа саламларĕ, тав сăмахĕ каларĕ. Турнир пуçаруçи Григорий Прокопьев та спортсменсене ăмăртăва килсе çитнĕшĕн тав турĕ. Хĕрÿ тупăшура «Гигант-2» команда Кубока çĕнсе илчĕ. «Гигант» команда иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. «Тугаево» команда 3-мĕш вырăна тухрĕ. Çĕнтерÿçĕ командăн кашни вăйăçине Хисеп грамоти тата парне парса чысларĕç. Геннадий Волков /«Гигант-2»/ «Чи лайăх бомбардир», Артемий Катмаков /«Тугаево»/ «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ», Максим Сорокин /«Гигант»/ «Чи лайăх вратарь» ятсене тивĕçрĕç. Спортсменсене нагр
Спортпа туслă

Спортпа туслă

Февралĕн 15-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра мини-футбол вăййин туслăх турнирĕ иртрĕ. Республикăн кăнтăр районĕсенчи администрацисен пуçлăхĕсем, ял поселенисен пуçлăхĕсем тата районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем футболла вылярĕç. Вăйă йĕркеленин тĕллевĕ — пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха аталантарасси, сывлăха çирĕплетесси тата спортпа ытларах туслашасси. Çавна май виçĕ команда футболла выляса тупăшрĕç, çĕнтерессишĕн тăрăшрĕç. Хĕрÿ тупăшура Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел район администрацийĕсен пуçлăхĕсен команди çĕнтерчĕ. Вĕсем ăстарах вылярĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов туслăх тĕл пулăвне килсе çитнисене, мини-футбол вăййине хутшăннисене тав турĕ, малашне те пĕрле тĕл пулса выляма, сывлăха çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Г.ГИНАТУЛЛИНА.  
Малтисен йышĕнче

Малтисен йышĕнче

Çанталăк кăçал йĕлтĕр спортне юратакансем умне чылай чăрмавсем кăларса тăратрĕ: е ытла сивĕ пулнипе, е çумăр çунипе, е çил-тăман алхаснипе йĕлтĕр çине тăма май килмерĕ. Апла пулин те, нумаях пулмасть Шупашкарти хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕнче йĕлтĕр спортне кăмăллакансен «Активное долголетие» кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Ăмăрту пуçланнă çĕре 100-шер спортсмен старта тухма хатĕр тăчĕ. Пирĕн район спортсменĕсем те ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленсе малти вырăнсене йышăнма ăнтăлчĕç. Кĕтни, ĕмĕтленни сая каймарĕ. 71—75 çулсенчи спортсменсем хушшинче 5 çухрăма 19 минут та 17 çеккунтра чупса тухса Алексей Самаркин 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çак дистанцирех Николай Ятманов 66—70 çулсенчи спортсменсем хушшинче 17 минут та 29 çеккунтра чупса тухса 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Кĕçĕн