Суббота, 20 апреля

Cпорт

Алла Салаева: Спорт —  норма жизни

Алла Салаева: Спорт —  норма жизни

Национальные цели и стратегические задачи Российской Федерации предусматривают в первую очередь сохранение здоровья людей. Огромную роль в этом играют физическая культура и спорт, которые должны для каждого человека быть нормой жизни. Именно поэтому ключевой задачей в работе федеральных и региональных органов власти, как обозначил Президент России Владимир Путин, является обеспечение доступности занятия физической культурой и спортом для всех слоев населения. О том, как с этой задачей справляются в Чувашии, рассказала вице-премьер регионального правительства Алла Салаева. Отметим, создание для всех категорий и групп населения условий для занятий физической культурой и спортом, массовым спортом, в том числе повышение уровня обеспеченности населения объектами спорта, а также подготовка спо
Вăл спортпа туслăччĕ

Вăл спортпа туслăччĕ

Иртнĕ уйăхра чылай вăхăт хушши йывăр чирлесе выртнă хыççăн вунă çул пĕр класра вĕреннĕ юлташăмăр, Анатолий Александрович Хораськин пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Анатолий 1956 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Комсомольски ялĕнче çуралнă. Вăл 1974 çулта Комсомольски вăтам шкулĕнче вунă класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри совхозтехникума вĕренме кайса кĕрет, «гидротехник» специальноçа алла илет. Унтан, ытти нумай ял çамрăкĕсем пекех, Совет çарĕнче службăра тăрать. Çар служби вĕçленсен тăван яла таврăнса «Комсомольский» совхоза ĕçе вырнаçать. Унтан — çемьеллĕ пурнăç. Мăшăрĕпе, Еленăпа, ывăл çитĕнтереççĕ. Пурнăç çулĕ пĕртте тикĕс мар çав вăл, инкек çине синкек килсе тухать вĕсен пурнăçĕнче. Мăнуксемпе савăнса пурăнмалла чух, сасартăк, çамрăклах, ывăлĕ пурнăçран уйрăлса каять, ун хыççăн ывăлĕн мăшăрĕ те. Пĕртен-пĕр
Педагог, тренер, наставник

Педагог, тренер, наставник

Юлашки çулсенче Урмаел вăтам шкулĕнче спорт аталанăвĕ лайăх кăтартусемпе палăрса тăрать. Шкул команди тĕрлĕ ăмăртусенче /районта кăна мар, республикăра та, Раççей шайĕнче те/ призерсен шутĕнчен тухмасть. Акă, сăмахран, шкул футболисчĕсем кăçал зонăри ăмăртусенчен çĕнтерÿпе таврăнчĕç. Мускаври турнирта та çĕнтерĕве хăйсен аллинчен вĕçертмерĕç. Урмаелсем ытти шкул спортсменĕсене хăнана чĕнсе час-часах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем /волейбол, шашка-шахмат/ йĕркелеççĕ. Çакă вĕренекенсемшĕн питĕ усăллă. Вĕсем юлташла тĕл пулусенче пĕр-пĕринпе çывăхланаççĕ, шкулсенчи пурнăçпа паллашаççĕ, çыхăнăва çирĕплетеççĕ. Урмаел вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче вăй хуракан Фидаил Гадельянович Рахимзянов 1984 çулта Чăваш Патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультетĕнче ăнăçлă вĕренсе аллине диплом ил
Чемпионка ятне тивĕçнĕ

Чемпионка ятне тивĕçнĕ

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкар хулинче триатлон енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртнĕ. Унта Комсомольскинчи «Кĕтне» спорт шкулĕнче Нежметдин Сахров тренер патĕнче ăсталăхне туптакан Александра Мамуткина ыттисене чылай кая хăварса Чăваш Республикин чемпионки пулса тăнă. Унăн ушкăнĕнчи хĕрачасем 300 метра ишсе, 8 çухрăма велосипедпа ăмăртса тата 2 çухрăма чупса тупăшнă. Сăмах май, Александрăн ку триатлон енĕпе хутшăннă пĕрремĕш ăмăртăвĕ. Вăл ытларах акватлонпа иртекен ăмăртусене хутшăнать, яланах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей шайĕнчи первенствăра та А.Мамуткина хăйĕн ÿсĕмĕнчи ушкăнра 3-мĕш вырăна тухнă. Пултаруллă спортсменкăна малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр. Н.КАЛАШНИКОВА.  
Осиповсем çĕнтерчĕç

Осиповсем çĕнтерчĕç

Майăн 15-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра çемье командисем хушшинче «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа-спорт комплексĕн Пĕтĕм Раççейри спорт фестивалĕ иртрĕ. Спорт фестивальне хутшăнма кăмăл тунă çемьесем тĕрлĕ тупăшура вăй виçрĕç. 60, 2000 тата 3000 метра чупрĕç, винтовкăран печĕç, туртăнчĕç тата ытти те. Урамра шăрăх çанталăк пулнине пăхмасăрах, ачасем те, аслисем те хастарлăхпа палăрчĕç.  Малалла вулас  
Ăмăртура маттур пулнă

Ăмăртура маттур пулнă

Апрелĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнче судомоделизм спорчĕн республикăри ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта Чăваш Енри хуласенчи тата районсенчи вĕренÿ учрежденийĕсен 7—15 çулсенчи 20 ытла вĕренекенĕ хутшăннă. Тăватă команда хушшинче пирĕн районти ачасене хушма пĕлÿ паракан центрăн Вячеслав Максимович Салаев ертсе пыракан команди те пулнă. Судомоделизм спорт ăмăртăвĕсене вĕренекенсене техника спорчĕсемпе интересленессине ÿстерес, техника пултарулăхĕн занятийĕсене явăçтарас, карап моделĕсем тăвас пĕлĕве, ăсталăха тарăнлатас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне çакăн пек тĕлпулусем ача-пăчан пушă вăхăтне пуянлатма тата чи вăйлă спортсменсене тупса палăртма май параççĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем — Егор Козловпа /ЕК-400 модель/ Даниил Маргиданов /ЕК-600 тата EL-600 модельсем/ 2-мĕш в
Тĕл перессипе ăмăртрĕç

Тĕл перессипе ăмăртрĕç

Нумаях пулмасть Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи спортзалта Василий Петрович Разумов вице-адмирала асăнса пневматика винтовкинчен тĕл перессипе ăмăрту иртрĕ. Василий Петрович Аслă Çĕрпÿелĕнче 1909 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче çуралнă. Вăл флотра карапсем тăвакан инженер пулнă. Нумай çул Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă ентеш чылай наградăсене тивĕçнĕ. Унăн мухтавлă ятне эпир асра тытатпăр. Унта шкулта вĕренекенсем, Тинĕс-çар флотĕнче салтак тивĕçне пурнăçланисем тата ял-йыш хутшăнчĕç. Ăмăрту умĕн районти Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен союзĕн председателĕ Евгений Орешкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Тихонов, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Александр Орешкин, Сергей Соколов тухса калаçрĕç. Спортра ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунчĕç. 5-мĕш класс вĕренекенĕсем Кирилл Шурбин 1-мĕш, Алеся Орешкина 2-мĕш, Эв
Çуллахи сезона уçрĕç

Çуллахи сезона уçрĕç

Нумаях пулмасть Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче çуллахи спорт сезонне уçрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.С.Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ А.В.Селиванов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова спортсменсене мала тухма ăнăçу сунчĕç. Районти шкулсенче вĕренекенсем 100, 400 тата 1000 метра чупса, çăмха ывăтса ăмăртрĕç. Тупăшăва тĕрлĕ ушкăнсенче йĕркелерĕç. 2006—2007 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче 100 метра чупса Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче пĕлÿ илекен А.Прокопьева дистанцие пуринчен те хăвăртрах парăнтарма пултарчĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Л.Тукаева финиша иккĕмĕш, К.Суюкова /Асанкасси вăтам шкулĕ/ виççĕмĕш çитрĕç. 400 метрлă дистанцир
Акватлонра — çĕнĕ çитĕнÿсем

Акватлонра — çĕнĕ çитĕнÿсем

Нумаях пулмасть Тутарстан Республикинчи Лениногорск хулинчи «Юность» спорт комплексĕнче акватлонпа чемпионат иртнĕ. Пирĕн районти «Кĕтне» спорт шкулĕн акватлонисчĕсем унта хастаррăн хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă. Чăваш Республикин чемпионки, тĕрлĕ хуласенче иртнĕ ăмăртусен, çавăн пекех Раççей шайĕнчи чемпионатсен призерĕ Александра Мамуткина 1-мĕш вырăна тухнă, çитĕннисен пĕрремĕш спорт разрядне пурнăçланă. Сăмах май, халĕ вăл Санкт-Петербургра август—сентябрь уйăхĕсенче иртекен Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет. Спорт мастерĕн кандидачĕ Ильяс Айзетов тата Раиль Айзетов — 2-мĕш вырăн, спорт мастерĕн кандидачĕсем Диаз Айзетовпа Анастасия Сумзина — 3-мĕш вырăн, Анастасия Лепешкина 4-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсем пурте Нежметдин Сахров тренер патĕнче ăсталăхне туптаççĕ. Çывăх вă

Кавир çинче – кĕрешекенсем

Апрелĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче районта ирĕклĕ майпа кĕрешессине пуçарса янă Петр Матросовăн призĕсемшĕн шкул ачисем хушшинче республика турнирĕ иртрĕ. Унта пурĕ 120 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешме кăмăллакансем Чăваш Енри тĕрлĕ хуласемпе районсенчен çеç мар, Мордва Республикинчен тата Ульяновск облаçĕнчен те килсе çитрĕç. Турнира уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, «Кĕтне» спорт шкулĕн директорĕ Евгений Тихонов хăнасене саламлă сăмах каларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Александр Николаевич районти хастар ветеран-спортсменсене — Николай Краснова тата Василий Краснова физкультурăпа спорта аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Ăмăрту питĕ хĕрÿ иртрĕ. Унта тĕрл