Четверг, 25 апреля

Cпорт

Кавир çинче – кĕрешекенсем

Кавир çинче – кĕрешекенсем

Апрелĕн 23-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче районта ирĕклĕ майпа кĕрешессине пуçарса янă Петр Матросовăн призĕсемшĕн шкул ачисем хушшинче республика турнирĕ иртрĕ. Унта пурĕ 170 яхăн  спортсмен хутшăнчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешме кăмăллакансем Чăваш Енри тĕрлĕ хуласемпе районсенчен çеç мар, Ульяновск облаçĕнчен те килсе çитрĕç. Турнира уçса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Митюков, «Кĕтне» спорт шкулĕн директорĕ Евгений Тихонов хăнасене саламлă сăмах каларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Ăмăрту питĕ хĕрӳ иртрĕ. Унта тĕрлĕ ӳсĕмри спортсменсем хутшăнчĕç. Арçын ачасем çеç мар, хĕрачасем те кавир çинче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Чи вăйлисем, чи маттуррисем малти вырăнсене тухса Хисеп грамотисене, медальсене тата парнесене тивĕçрĕç. Çĕнтерӳçĕсемпе приз

Комсомольскисем — иккĕмĕш

Иртнĕ  шăматкун, апрелĕн 9-мĕшĕнче,  «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне волейбол вăййине кăмăллакансем пуçтарăнчĕç. Спортсменсем Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Шурут-Нурăс  ялĕнче   çуралнă  Владислав Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн  республикăра 6-мĕш хут йĕркелекен  турнира хутшăнчĕç.  Спорт ăмăртăвне  килсе  çитнисене район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» обществăлла организацин членĕсем Владимир Степанов, Альбина Дьяконова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов,  «Кĕтне» ентешлĕх  председателĕ Валери Туркай, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений
Чи ăста вылякан команда — çĕнтерӳçĕ

Чи ăста вылякан команда — çĕнтерӳçĕ

Апрелĕн 7-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК спортзалĕнче баскетбол вăййипе турнир иртрĕ. 2004—2006 çулсенче  çуралнă каччăсем «Единая Россия» партин  «Молодая Гвардия» вырăнти  уйрăмĕн  парнисене  çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Молодая Гвардия»  вырăнти уйрăмĕн ертӳçи тата асăннă ăмăртусен йĕркелӳçи Василий Кокарев, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Евгений Тихонов пухăннисене саламларĕç, вăйăсенче ăнăçу сунчĕç. Сергей Остапиенко тĕп судья  хутшăнакансене вăйă йĕркипе паллаштарчĕ, турнира старт пачĕ. Олимп системипе йĕркеленĕ турнирта командăсен тĕлпулăвĕсем хĕрӳ кĕрешӳре иртрĕç.  Ăмăртăва хутшăннă 9 команда хушшинче  Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул команди — 1-мĕш, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул коман
Район чысне хӳтĕленĕ

Район чысне хӳтĕленĕ

Иртнĕ шăматкун Патăръел районĕнче алă вăйне виçессипе республика шайĕнчи турнир иртрĕ. Район командин спортсменĕсем: Аяз Зейнетдинов (Чĕчкен тĕп шкулĕ) тата Анна Казакова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Азат Атакаев (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), Илсия Гинятуллина (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), Егор Ятманов (Хырхĕрри тĕп шкулĕ) 2-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Энзиля Шафигуллова (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) тата Алиса Прокопьева (Тăманлă Выçли шкулĕ) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. С.Орлов.    
Виççĕмĕш вырăн йышăннă

Виççĕмĕш вырăн йышăннă

Апрелĕн 2-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи «Улăп» ФСК спортзалĕнче Чăваш енти вĕренӳ профсоюзĕсенчи  çамрăк педагогсем хушшинче волейбол вăййин ăмăртăвĕ иртнĕ. Çивĕч тупăшу пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, районти профсоюз организацийĕн председателĕ Н.А.Белков ертсе пыракан  команда (Й.Р.Закирова, И.Р.Минсафинов, И.К.Мухаметшин, Д.Ф.Сейфуллов, Р.Р.Зейнатуллина, С.Р.Зинатуллина, Г.Ф. Зарипова, И.В.Арбузова, Е.Н.Степанова)  3-мĕш вырăн йышăннă. Е.Тихонов.    
Çĕнтерӳçĕсем район чысне хӳтĕлĕç

Çĕнтерӳçĕсем район чысне хӳтĕлĕç

Мартăн 29-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра  районти вĕренӳ учрежденийĕсен вĕренекенĕсем хушшинче армспортпа ăмăртусем иртнĕ. Унта 10 шкулти 2007—2008 çулсенче çуралнă хĕрсем тата каччăсем 7 виçе категорийĕнче алă вăйĕ виçсе тупăшнă.  Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, хĕрсем хушшинче 40 килограмлă виçере Анна Казакова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Алсу Шарафутдинова (Урмаел вăтам шкулĕ) — 2-мĕш, Юлия Хораськина (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ) — 3-мĕш. 45 килограмлă виçере Анастасия Чуркина (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) — 1-мĕш вырăнпа, Анна Шамбулина (Хырай ,нел вăтам шкулĕ) — 2-мĕш, Светлана Шакмакова (Шурут вăтам шкулĕ) 3-мĕш вырăнпа палăрнă. 50 килограмлă виçере Илсия Гинятуллина (Тукай Мишер вăтам шкулĕ) — 1-мĕш вырăн, Софья Козлова (Шурут вăтам шкулĕ) — 2-мĕш, Ландыш Ахметзянова

Призера саламлатпăр

2022 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче авиаци моделĕсен республикăри фестивалĕ иртрĕ. Унта 5 муниципалитетри 7 команда хутшăнчĕç. Пурĕ 40 вĕренекен.  Ачасем 5 класспа икĕ ӳсĕм категорийĕнче тупăшрĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Муха» вертолет класра Асанкасси вăтам шкул çумĕнчи хушма вĕренӳ центрне çӳрекен Никита Чапрасов (наставникĕ В.М.Салаев) 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерӳ тăрăшмасăр: вĕренмесĕр пулмать. Никита ăсталăхне çӳллĕ шайра кăтарма пултарчĕ. В.Салаев.    
Хырайĕнелсем çĕнтерчĕç

Хырайĕнелсем çĕнтерчĕç

Сĕтел çинчи теннис  — анлă сарăлнă спорт енĕ. Вăл хăвăртлăха, тавçăруллăха аталантарать, шарика тĕллесе ывăтма, спорт тупăшăвĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтарать. Иртнĕ эрнере «Кĕтне» ФСК-ра «Единая Россия» партин  «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн парнисене  çĕнсе илессипе сĕтелçи  теннисĕпе ăмăрту иртрĕ. Унта районти сакăр шкул вĕренекенĕсем тупăшрĕç. Спорт ăмăртăвне уçнă май  Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата «Молодая Гвардия»  вырăнти уйрăмĕн  ертӳçи Василий Кокарев пухăннисене саламларĕç: ăнăçу сунчĕç. Спортзалта хĕрӳ тупăшу сывлăшĕ вылярĕ пулсан та ăмăртусем туслă лару-тăрура иртрĕç. Хырай Ĕнел вăтам шкул спортсменĕсем 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Урмаел  вăтам шкул вĕренекенĕсем 2-мĕш вырăнпа палăрчĕç. Хирти Мăнтăрти вăта
Воин-интернационалист ячĕпе – турнир

Воин-интернационалист ячĕпе – турнир

Мартăн 26-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра  Ришат Гибатдинов воин-афганец ячĕпе волейбол турнирĕ иртнĕ. Ришат Мингалиевич Урмаелте çуралса ӳснĕ. Интернационалла тивĕçе Афганистанра пурнăçланă тапхăрта паттăрлăх кăтартнăшăн вăл «Хĕрлĕ Çăлтăр», «Хĕрлĕ Ялав» орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ. Асăннă мероприятие Чăваш республикинчи Тутарсен наципе культура автономийĕ тата Афган вăрçин ветеранĕсен Чăваш енри Канашĕ  йĕркеленĕ. Турнирта ĕç ветеранĕсен 4 команди ăмăртнă. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ, вĕренӳ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков, Чăваш республикинчи ТНКА председателĕ Хайдяр Сафиуллин, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Евгений Тихонов тата Ришат Гибатдиновпа пĕртăван  Рулия Тазетдиновапа Харис Гибатдин
Чи кирли – ăсталăха ӳстерни, çĕнтерӳшĕн ăнтăлни

Чи кирли – ăсталăха ӳстерни, çĕнтерӳшĕн ăнтăлни

Кăçалхи март уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче шахмат вăййипе иртнĕ республика чемпионатне пирĕн районта çуралса ӳснĕ Сергей Спиридонов та хутшăннă. Вăл «хăвăрт шахмат» енĕпе выляса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ял ачи ытларах хускануллă спорт енĕсене кăмăллать. Ăна футбол, хоккей, волейбол вăййисем çывăх, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрать вăл, çуран чупма юратать. Шашка-шахмат вара ытларах пĕр вырăнта чылай вăхăт ларса шухăшлама хистет. Çавăнпах та пулĕ çак спорт енĕсем яллă вырăнсенче анлă сарăлнă теме çук. Анчах та çакă унта шашкăлла е шахматла сахал вылянине пĕлтермест. — Мана атте шкула çӳреме пуçласан шашкăлла выляма вĕрентрĕ, кайран шахматла. Малтан çак вăйăсем  питех кăмăла кайман мана. Шашка хăми умне ларсан «çитермелле», «пемелле» выляма тăрăшаттăм. Пысăкланса пынăçем