Четверг, 25 апреля

Публикации

Ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ

Муниципаллӑ округри культура ӗҫченӗсем 2022 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Малтанах канашлӑва хутшӑнакансем культура ҫурчӗн фойинче вырнаҫтарнӑ ал ӗҫ выставкипе паллашнӑ. Округра пурӑнакансен культурӑллӑ канӑвне мӗнле йӗркелени, ҫитӗнӳсем, малашнехи тӗллевсем пирки культура секторӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ М.А.Кокорева доклад тунӑ. «Централизациленӗ клуб системи» АУн организаципе методика службин заведующийӗ  В.Н.Курицына хӑйӗн сӑмахӗнче пӗлтӗр халӑхпа йӗркеленӗ мероприятисем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. «Централизациленӗ библиотека системи» МБУК директорӗ И.П.Ядрова ялсенчи библиотекӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов культура ӗҫченӗсем иртнӗ ҫул япӑх мар ӗҫлесе пынине палӑртнӑ, районӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн тав т
Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ чӗнчӗ

Пурне те йӗлтӗр йӗрӗ чӗнчӗ

Февралӗн 11-мӗшӗнче «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2023» ҫӗршыври  спорта юратакансене  йӗлтӗрсем ҫине тӑратрӗ. Комсомольскинчи вӑрман хӗррине те спортӑн ҫак тӗсӗпе туслисем  йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Ӑмӑртӑва килнисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н. Осипов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан В.Х.Денисов саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫу сунчӗҫ. Йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ кашни спортсменах ҫӗнтерӳҫӗ пулаймасан та, ушкӑнпа уҫӑ сывлӑшра ҫӳрени, чун каниччен ярӑнни пуриншӗн те паха. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗҫ вӗсем. Малтанах старта шкул ҫулне ҫитмен ачасем тӑчӗҫ. Вӗсем пӗчӗкренех спорта юратни уйрӑмах савӑнтарать. Кунта Д.Гибатдинов (Шупашкар), «Лейсан» тата «Рябинушка» ача сачӗсене ҫ
Ял пурнӑҫӗнче вак-тӗвек ҫук

Ял пурнӑҫӗнче вак-тӗвек ҫук

Иртнӗ эрнекун Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи культура ҫуртне халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Ял-йыша икӗ хутчен пуҫтарас мар тесе ертӳҫӗсем умлӑн-хыҫлӑн икӗ пуху ирттерме йышӑннӑ. Пирваях «Победа» кооператив 2022 ҫулта епле ӗҫлесе пынипе паллаштарса хуҫалӑх правленийӗ, тӗп специалистсем отчет тунӑ. Ун хыҫҫӑн вара Йӳҫ Шӑхальте тата Юнтапара пурӑнакан граждансен пухӑвӗ пуҫланчӗ. Ун ӗҫне Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Мешков хутшӑнчӗҫ. Ял ҫыннисем Шурут территориллӗ уйрӑм начальникӗ Сергей Маштанов ҫулталӑк   тӑршшӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки тунӑ отчета итлерӗҫ. Кӑтартусене пӑхсан, ку тӑрӑх аван аталанса пырать темелле.  Пилӗк ялта пурӗ 1463 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 336-шӗ — Йӳҫ Шӑхалӗнче, 151-ӗн — Юнтапара. Хальхи вӑхӑтра халӑх пурнӑҫне х
Ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйларӗҫ

Ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйларӗҫ

Муниципаллӑ округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче отчетлӑ тата отчетпа суйлав пухӑвӗсем те пуҫланчӗҫ.  Пӗрремӗшӗ «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче иртрӗ. Пухӑва хуҫалӑх ертӳҫи Р.М. Шарафутдинов уҫрӗ, вӑлах   ертсе пычӗ. Кооперативӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма малтанах тӗп специалистсем сӑмах илчӗҫ. Вӗсем хӑйсен отраслӗсем мӗнле ӗҫлесе пынине цифрӑсем илсе кӑтартса  тӗплӗн каласа пачӗҫ, малашнехи тӗллевӗсене палӑртрӗҫ. «Труд» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ иртнӗ ҫул уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ. Кашни гектар пуҫне шутласан 30 центнер ытларах пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем туса илнӗ. Кукуруза, выльӑх апачлӗх культурӑсем те япӑх мар тухӑҫпа савӑнтарнӑ. Ҫакӑ хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗхе ӑнӑҫлӑ хӗл каҫарма ҫителӗклӗ апат хатӗрлеме май панӑ. Ҫитес тухӑҫ валли к
Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр

Паянхи  кун ҫынсен калаҫӑвӗ час-часах Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пирки ҫаврӑнса тухать. Уйрӑмах мобилизаци йӗркипе ҫара кайнӑ ҫынсене пулӑшас ыйтӑва ҫӗклеҫҫӗ. Ҫак кунсенче муниципаллӑ округӑн администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнчи канашлура та координациллӗ канаш членӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, волонтерсем, обществӑлла организацисен представителӗсем ҫак ыйту ҫинче  тӗплӗн чарӑнса тӑчӗҫ. Малтанах мобилизаципе кайнисене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас енӗпе патшалӑх ҫирӗплетнӗ мерӑсем пирки муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Ю.Н.Митюков каласа пачӗ. Округра пурӑнакансем ыркӑмӑллӑх утӑмӗсем туса мобилизаципе кайнисене чылай пулӑшу панӑ. Вӗсем пирки эпир хаҫат страницисенче тӑтӑшах пӗлтерсе тӑтӑмӑр. Ку енӗпе округри пур территорири уйрӑмсен

Вӗренӳре тӑрӑшуллӑ, спортра путаруллӑ

«Ҫамрӑксене — малашлӑх, ватӑсене — хисеп» текен каларӑш кирек хӑш ӗмӗрте пурӑнсан та хӑй пӗлтерӗшне ҫухатмасть. Паянхи наукӑпа техника аталаннӑ вӑхӑтра пирӗн хушӑра пултаруллӑ та хастар яш-кӗрӗм ҫитӗнни уйрӑмах паха. Ҫавӑн пек хӗрсенчен пӗри вӑл — Комсомольски  2-мӗш вӑтам шкулӗнче 9-мӗш «к» класра пӗлӳ илекен Элина Тумаланова. Вӗрентекенсем те, тантӑшӗ-сем те хӗр ҫинчен ырӑ сӑмахсем ҫеҫ калаҫҫӗ. Шкулти пур предмета та Элина юратса вӗренет, уроксене тӗплӗн хатӗрленсе килет. Темӑна лайӑхрах ӑнланас тесе хушма материалсемпе те паллашма тӑрӑшать. Тӑрӑшулӑхне кура тавракурӑмӗ те, пӗлӗвӗ те ӳссех пырать. Ҫакӑ ӑна  тӗрлӗ конкурссенче, смотрсенче, фестивальсенче, конференцисенче, олимпиадӑсенче ҫитӗнӳсем тума май парать. Акӑ, 2019 ҫулта вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадинче  матема
Аслӑ ӑру ҫыннисемпе канашланӑ

Аслӑ ӑру ҫыннисемпе канашланӑ

Ӗлӗкренех халӑх каларӑшӗнче «Ват ҫын — тӑват ҫын» тесе ахальтен каламан. Аслӑ ӑру ҫыннисем кашни пулӑмах тӗплӗн тишкереҫҫӗ, хаклаҫҫӗ, ҫамрӑксене тӗрӗс сӗнӳ-канаш пама та пултараҫҫӗ. Ҫак чӑнлӑха асра тытса февралӗн 6-мӗшӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов ветерансен пуҫламӑш организацийӗсен совечӗсен председателӗсемпе тӗл пулса канашланӑ. Унта ҫавӑн пекех округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Ю.Н.Митюков, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, организацисен ертӳҫисемпе РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин специалисчӗсем хутшӑннӑ. Александр Осипов чи малтанах Комсомольски муниципаллӑ округӗн 2022 ҫулхи социаллӑ-экономикӑллӑ аталанӑвӗпе паллаштарнӑ. Юрий Митюков Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу парас ыйту ҫинче чарӑнса тӑнӑ. РФ социаллӑ фончӗн пир

Ҫамрӑк армеецсен фестивалӗ иртрӗ

Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас ӗҫ-хӗле пирӗн тӑрӑхра аван йӗркеленӗ. Ҫулсеренех «Зарница», «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисем иртеҫҫӗ, шкулсенчи класс сехечӗсене Украинӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, ҫар служби витӗр тухнӑ саппасри ветерансене йыхравлаҫҫӗ, тата ытти те. Февралӗн 7-мӗшӗнче вара ҫамрӑк армеецсен юхӑмӗн «Пире ку тӗнчене упрама пилленӗ» фестивалӗ пуҫласа иртрӗ. Унта округри мӗнпур шкулти командӑсем хутшӑнчӗҫ. Фестивале пухӑннӑ ҫамрӑк армеецсемпе вӗсен наставникӗсене малтанах Комсомольски территорири уйрӑм начальникӗ М.А.Илларионова, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканВ.Х.Денисов, Комсомольски тата Елчӗк муниципаллӑ округӗсенчи ҫар комиссарӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Г.И.Серебров саламларӗҫ.  Ҫамрӑк а
Вӑхӑтра тӳлемелле

Вӑхӑтра тӳлемелле

Административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттараҫҫӗ, саккун тӑрӑх протоколсем ҫырса штрафлаҫҫӗ. Анчах та вӗсене вӑхӑтра тӳлеменнисем те пур. РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗ февралӗн 6—10-мӗшӗсенче Комсомольски тата Елчӗк муниципаллӑ округӗсенче «Должник» операци ирттерет. Ҫак вӑхӑтра административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттарса штрафланӑ, анчах та вӗсене вӑхӑтра тӳлесе татман ҫынсене тупса палӑртаҫҫӗ. Пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, штрафсене вӑхӑтра тӳлемелле. Парӑмлӑ ҫынсен, административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодекспа килӗшӳллӗн, штраф виҫине икӗ хут ӳстерсе тӳлеме тивет, е вӗсене 15 талӑка арестлеме, 50 сехет таран ӗҫлеттерме пултараҫҫӗ. Кӑҫал административлӑ йӗркене пӑснипе ҫыхӑннӑ пурӗ 23 тӗслӗх пулнӑ. Штрафсене вӑхӑтра тӳлеменшӗн 5 ҫынна явап тыттарнӑ.
Хӑтлӑхпа меллӗхе мала хунӑ

Хӑтлӑхпа меллӗхе мала хунӑ

Урмаел — Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи чи пысӑк территориллӗ уйрӑмсенчен пӗри. Кунта халӑх йышӗ самаях пысӑк, мӗншӗн тесен ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ тӑван ялта пурӑнма юлать, ҫавӑнпах ҫуралакан ачасен шучӗ те пӗчӗк мар. Иртнӗ эрнекун, февралӗн 3-мӗшӗнче, Урмаел ялӗнче юсаса ҫӗнетнӗ врач амбулаторийӗн уйрӑмне уҫни ял-йышшӑн асра юлмалли кун пулчӗ. Савӑнӑҫа ял ҫыннисемпе пайлама муниципаллӑ округӑн, район больницин ертӳҫисем, Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Левицкая та ҫитрӗҫ. Капиталлӑ юсава «Раҫҫей Федерацийӗнчи сывлӑх сыхлавӗн пӗрремӗш сыпӑкне модернизацилесси» регионти проект шайӗнче пурнӑҫлама май килнӗ. Юсав ӗҫӗсене «Созвездие» ООО тунӑ. Ҫак тӗллевпе 11989,8 пин тенкӗ тӑкакланӑ, ҫавӑн пекех 954,2 пин тенкӗлӗх сӗтел-пукан туяннӑ. Паллах, медицина пулӑшӑвӗ па