Вторник, 23 апреля

Публикации

«Уҫӑ урок – 2023» фестиваль иртрӗ

«Уҫӑ урок – 2023» фестиваль иртрӗ

Ҫулсеренех  районта  чӑваш чӗлхи тата литература вӗрентекенӗсен уҫӑ урок фестивальне ирттересси йӑлана кӗчӗ.   Мартӑн 14-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен  район  шайӗнчи «Уҫӑ урок — 2023» XIX фестивалӗ иртрӗ.   Ӑна Раҫҫейри Педагог тата наставник,   Чӑваш Республикинчи  Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне  халалланӑ. Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — шкул ачисен вӗренӳ пахалӑхне ҫӳлерех ҫӗклесси тата вӗрентӳре  ҫӗнӗ мелсемпе,  меслетсемпе ӗҫлекен учительсен ӑсталӑхӗпе  паллашасси. Мероприятие вӗрентекенсем хастар хутшӑнчӗҫ,  чӗлхепе тата литературӑпа уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ.  4-мӗш класра вӗренекенсем Т. Ю. Ермолаева вӗрентекенпе М. Ухсай ҫырнӑ «Услан кайӑк» юмаха вуласа тишке
Вут-ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулӑр

Вут-ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулӑр

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ пирӗн тӑрӑхра пушартан асӑрханмалли уйрӑм режим туса хурасси пирки постановлени йышӑннине хаҫатра пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.  Ялсенче иртнӗ граждансен пухӑвӗсенче те пушар надзорӗн тата хуралӗн органӗсенче ӗҫлекенсем халӑха пушарсен сӑлтавӗсем,  вӗсенчен сыхланасси ҫинчен каласа панӑ,  вут-ҫулӑмпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑрах пулма ыйтнӑ. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑранпа округ территорийӗнче 8 пушар пулнӑ,  пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтра — 2.  Вут-ҫулӑм ытларах уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗсенче алхаснӑ.  Ҫавӑнпа та пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ансат правилисем ҫинче тепӗр хут чарӑнса тӑрасшӑн.  Вӗсене пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пулин те,  чылай чухне пӑхӑнмаҫҫӗ.  Халиччен инкек сиксе тухман,  малашне те пулмӗ тесе шутлаҫҫӗ. Электроприборсемпе йӑнӑш
Хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗҫ

Хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗҫ

Ҫак кунсенче Шупашкар хулинчи «Салют» культура керменӗ ҫумӗнчи ветерансен «С песней по жизни» хорне ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пулчӗҫ. Малтанах хӑнасем ялти  музейри экспонатсемпе кӑмӑлласа паллашрӗҫ,  ял историйӗпе ҫыхӑннӑ ыйту чылай пачӗҫ.  Музея килекенсен журналӗ ҫине ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварчӗҫ. Ветерансем Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫурчӗн сцени ҫине тухсан куракансем вӗсене алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ.  Ку ушкӑн 1960 ҫултах йӗркеленнӗ.  1985 ҫулта «Халӑх хорӗ» ята тивӗҫнӗ.  Ӑна К. В. Мочалов ерт-се пырать.  Концертмейстерӗ,  купӑсҫи — А. Ю. Иванов.  Хор ҫутӑ та илемлӗ юрӑсемпе залра ларакансене чӑннипех хӑй тыткӑнне илчӗ.  Вӗсем вырӑсла та,  чӑвашла та шӑрантарчӗҫ. Хорӑн репертуарӗнче патриотизмла юрӑ чылай.   Вӗсем ят
Хаҫат парнисемшӗн тупӑшрӗҫ, спорт сезонне хупрӗҫ

Хаҫат парнисемшӗн тупӑшрӗҫ, спорт сезонне хупрӗҫ

Мартӑн 11-мӗшӗнче Комсомольскинчи вӑрман уҫланкинче «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑвӗ пулса иртрӗ. Эрнекун ҫанталӑк хӑвӑрт ӑшӑтса янипе юр аванах ирӗлсе ҫемҫелнӗччӗ. Ҫакӑ ӑмӑртӑва йӗркелекенсене пӑшӑрхантарчӗ. Анчах та Хӗл Мучи ҫӗр каҫа сивӗсем илсе килчӗ, шӑматкун спортсменсене кӑмӑлтан хӗллехи спорт сезонне хупма майсем туса пачӗ. Ҫанталӑкӗ те, ӑмӑртӑва килнисемпе пӗрлех савӑннӑн, хӗвеллӗ те уяр тӑчӗ. Йӗлтӗрҫӗсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Юрий Митюков, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Денисов, «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Мамуткина саламларӗҫ, тупӑшусенче ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Спорта юратакансене Комсомольскинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Марина В
Шыв-шуртан асӑрханмалла

Шыв-шуртан асӑрханмалла

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтса пырать. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов ҫурхи шыв-шур вӑхӑтӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑруран асӑрханас тӗллевпе ӗҫлекен комисси туса хурасси ҫинчен постановлени йышӑннӑ  тата шыв кайнӑ вӑхӑтра пурнӑҫламалли ӗҫсен комплекслӑ планне ҫирӗплетнӗ. Ҫак кунсенче комисси Кӗтне юханшывӗн Комсомольски территори уйрӑмне кӗрекен пайне ҫитсе курса унти лару-тӑрупа паллашнӑ. Комсомольски ялӗнчи шыв илес хӑрушлӑх пулма пултаракан Энгельс, Пушкин, Кубнинская урамсенче пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ, вӗсене шыв-шур вӑхӑтӗнче асӑрханмалли памяткӑсем панӑ.
Вӗрентекен ачи пулма лайӑх-и?

Вӗрентекен ачи пулма лайӑх-и?

Учитель тесен кашнин куҫӗ  умне ҫутӑ сӑнар тухса тӑрать. Мӗн тери ырӑ вӗсем, пире тӑрӑшса, ырми-канми пӗлӳ паракансем! «Чи телейлисем — вӗрентекенсен ачисем», — текен каларӑш та халӑхра ҫӳрет. Пурне те ыррине сунакансем ачисене те тӗрӗслӗхпе сӑпайлӑха вӗрентни паллӑ. Анчах ҫак професси ҫыннин ачи пулма ҫӑмӑл-ши? Ҫак тӗллевпе эпир шкулта ыйтӑм ирттертӗмӗр. Георгий Катмаков, 8-мӗш класра вӗренекен: — Аннем — историпе обществознани вӗрентекенӗ. Ӑна шкулта та, ялта та хисеплеҫҫӗ. Унӑн урокӗсене ачасем кӑмӑлласах ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑ мана та, аннене те питӗ савӑнтарать. Анчах та учитель ачи пулма пӗртте ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен пӗлӳ ҫуртӗнче манӑн хама яланах йӗркеллӗ тытмалла. Вӑхӑтра урок туса каймалла, япӑх паллӑ илме юрамасть, унсӑрӑн вӗрентекенсем тӳрех аннене каласа параҫҫӗ. Вӑрҫасран

Хаваслӑ туйӑм парнеленӗ

Пӗтӗм халӑх пекех пирӗн округра пурӑнакансем те ку эрнере  Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунне паллӑ турӗҫ. Ҫак ятпа пур территори уйрӑмӗсенче те, вӗренӳ учрежденийӗсенче те тӗрлӗ мероприятисем иртнӗ. Уяв умӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан  ҫынсен мӑшӑрӗсемпе тата амӑшӗсемпе тӗл пулнӑ, уяв ячӗпе саламласа чечек ҫыххисемпе саламлӑ окрыткӑсем панӑ. Вӗсен ҫывӑх ҫыннисем пархатарлӑ ӗҫ тунине, тӑван ҫӗршыва сыхланине палӑртнӑ, паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ. Центрти Культура ҫуртӗнче чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров,  Марта Зайцева, Алина Михайлова, Игорь Иванов, Сергей Петров эстрада ҫӑлтӑрӗсем, «К

Пӗр шухӑш лайӑх, иккӗ тата аванрах

Аслӑ Чурачӑк культура ҫуртӗнче Чӗчкен территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакан граждансен пухӑвӗ пулса иртрӗ. Унта иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ. Н.Г.Тумаланов Чӗчкен территори уйрӑмне ертсе пыма кӑҫал ҫеҫ пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та ӑна ял тӑрӑхӗн пӗлтӗрхи ӗҫӗсем пирки отчет тума ҫӑмӑлах пулмарӗ. Ял пысӑк хула мар, ҫавӑнпа та унти ӗҫ-пуҫа халӑх хӑй те аванах пӗлсе тӑрать. Социаллӑ-демографиллӗ кӑтартусем  ытти ҫӗрти пекех савӑнтармаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле икӗ ялта 1315 ҫын пурӑннине палӑртнӑ. Халӑх йышӗ ҫулсеренех чакса пыни, пушӑ ларакан ҫуртсем хутшӑнса пыни курӑнать.  Выльӑх-чӗрлӗх, уйрӑмах сӑвакан ӗнесем тытакансен шучӗ те сахалланса пырать. Ӗлӗкех «ӗне ҫур пурнӑҫ» тенӗ те, ӑна ытларах аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем пур ҫемьесенче усраҫҫӗ. Николай
Тирпей-илем, хӑтлӑх ыйтӑвӗсене – пысӑк тимлӗх

Тирпей-илем, хӑтлӑх ыйтӑвӗсене – пысӑк тимлӗх

Ҫак кунсенче Комсомольски территори уйрӑмӗнчи граждансен черетлӗ пухӑвӗ пулчӗ. Чи малтанах уйрӑм начальникӗ Мария Илларионова 2019—2022 ҫулсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки тӗплӗ отчет турӗ. Хӑйӗн лаптӑкӗпе, ялсен  шучӗпе, халӑх йышӗпе Комсомольски территори уйрӑмӗ чи пысӑкки, кунсӑр пуҫне вӑл округ центрӗ шутланать. Ҫавӑнпа та кунта ӗҫ-пуҫӗ те, татса панӑ ыйту та, кӑҫала валли палӑртнӑ тӗллев те нумай. Тӗрлӗ шайри бюджетран тата пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫлама уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма пулӑшакан ӗҫ асӑннӑ тапхӑрта  чӑннипех чылай  тунӑ. Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче ҫӗнӗ ФАП ҫӗклесе хута янӑ. Юсаса тирпейленӗ, ҫӗнӗрен сарнӑ тротуарсен лаптӑкӗ темиҫе пин тӑваткал метрпа танлашать. Вӗсене хӗллехи тапхӑрта юртан тасатса тӑма «Четра» трактор туяннӑ.  10
Тимлӗрех пулӑр

Тимлӗрех пулӑр

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Осипов округра кӑҫалхи февралӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа пушартан асӑрханмалли уйрӑм режим туса хурасси ҫинчен постановлени йышӑннӑ. Ку ахальтен мар. Округра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вут-ҫулӑм сиксе тухнӑ тӗслӗхсем нумайланнӑ. Малашне  инкек-синкекрен асӑрханас тӗлӗшпе профилактика ӗҫӗсене вӑйлатма хушнӑ. Уйрӑмах нумай ачаллӑ,  ӑнӑҫсӑр ҫемьесем, пӗччен пурӑнакан ватӑсем патӗнче пулса пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе лару-тӑрупа паллашма хушнӑ. Пушар надзорӗнче, территори уйрӑмӗсенче ӗҫлекенсен халӑхпа калаҫусем ирттермелле, вут-ҫулӑм  тухнин сӑлтавӗсемпе паллаштармалла. Юр ирӗлсе пынӑҫемӗн тухакан ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, вӑрмансен ҫывӑхӗнче вут чӗртме юрамасть. Предприятисемпе организацисен ертӳҫисен инкек сиксе тухсан ӑна хирӗҫ тӑма май паракан вӑйсемпе тата хатӗрсемпе тивӗҫтерес