Пятница, 19 апреля

Публикации

Что такое причий грипп?

Что такое причий грипп?

Птичий грипп — это высоко контагиозное заболевание птиц, вызванное вирусом гриппа типа А.Природным резервуаром вируса птичьего гриппа являются перелетные водоплавающие птицы, наиболее часто — дикие гуси и утки. Все домашние птицы очень восприимчивы к данной инфекции. В окружающей среде они выживают при температуре t 37° в течение 6 дней; в тушках мертвых птиц вирус может жить до одного года.Наиболее обычный путь распространения вируса — орально-фекальный. Заболевание может развиться при контакте с больными птицами, их фекалиями, пылью или почвой, загрязненной фекалиями.Симптомы птичьего гриппа у домашних птиц: цианоз гребня и сережек, повышение температуры тела; птицы вытягивают голову вверх, ходят по кругу; возникают судороги, запрокидывание головы назад и гибель.Заболевание у домашних п
Ҫӗрулми лартаҫҫӗ, куккурус акаҫҫӗ

Ҫӗрулми лартаҫҫӗ, куккурус акаҫҫӗ

Уй-хир ешӗл тумпа витӗнсе пырать. Кӗр тыррисем аван аталанаҫҫӗ, кӑҫал акнисем те шӑтса тухнӑ. Майӑн 11-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӗпрен илсен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акса пӗтернӗ. Вӗсем 5080 гектар урпа, 4159 гектар тулӑ, 1496 гектар сӗлӗ, 224 гектар пӑрҫа, 1523 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, 106 гектар вика, 480 гектар рапс акнӑ. «Дружба», «Рассвет» ЯХПКсем, «Сюрбеево» ООО, «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмӑсем, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ  пурӗ 305 гектар ҫӗрулми лартнӑ. Ҫавӑн пекех округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 10 гектар нимӗҫ пӑрҫи, 20 гектар кишӗр, 41 гектар куккурус, 70 гектар хӗвелҫаврӑнӑшӗ («Сюрбеево» ООО) акнӑ. Ҫак ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Сергей Орлов, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.
Аслӑ ҫӗнтерӗве халалланӑ уяв

Аслӑ ҫӗнтерӗве халалланӑ уяв

Ҫӗнтерӳ кунӗ — пирӗн ҫӗршыв историйӗн чи ҫутӑ та чаплӑ страницисенчен пӗри. Ҫавӑнтанпа эпир Ҫӗнтерӳ сӑмаха пысӑк саспаллирен ҫырса Раҫҫей халӑхӗн паттӑрлӑхӗн пӗтӗм чапне палӑртатпӑр. Шел пулин те, вӑрҫӑ ветеранӗсем пирӗн хушӑмӑрта юлмарӗҫ ӗнтӗ. Юлашки фронтовик та, Урмаелте пурӑннӑ Минетулла Минязетдинович Зиятдинов, апрель уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ.  1941—1945 ҫулсенче пынӑ вӑрҫӑра Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 78 ҫул ҫитнине халалланӑ кӑҫалхи уяв округ администрацийӗн ҫурчӗ умӗнчи лапамра иртрӗ. Унта сумлӑ хӑнасем, ӗҫ коллективӗсем, хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансем, шкул ачисем пуҫтарӑнчӗҫ. Чи малтанах Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов пухӑннисене саламларӗ. «Эпир ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗпе мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн тивӗҫ — нацизма аркатакансене, пире сыхӑ пулма пи
Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев майӑн 10-мӗшӗнче «Полный контакт» программӑра Владимир Соловьев журналистпа калаҫнӑ. Унта сӑмах пирӗн республикӑран Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, Раҫҫейӗн ҫӗнӗ территорине шефа илесси, ҫар ҫыннисен мӑшӑрӗсене тата амӑшӗсене валли Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ хатӗрлекен «Искусство ждать» проект пирки сӑмах пулнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑра оборонӑпа промышленноҫ комплексӗнчи лару-тӑру, ӗҫ укҫи тӳлесси, инвестицисем пирки те чарӑнса тӑнӑ. В.Соловьев ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсенче пулнӑ май Чӑваш Республикинчен пынӑ ҫар ҫыннисемпе тӗл пулни, вӗсем пирки командирсем ырласа ҫеҫ каланине палӑртнӑ. О.Николаев ентешсем пӗр-пӗрин ҫурӑмӗ хыҫне пытанмасӑр хӑйсем умне лартнӑ тӗллевсене чыслӑн пурнӑҫланине ҫирӗплетнӗ.
Нумайлӑха асра юлӗ

Нумайлӑха асра юлӗ

Раҫҫей гражданинӗ пулнине ҫирӗплетекен документа, паспорта, пӗрремӗшт хут илнӗ кун Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 7-мӗш класра  вӗренекенсемшӗн чылайлӑха асра юлӗ. Ҫак ятпа округри ЗАГС пайӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ уявра  10 арҫын ачапа хӗр ачана муниципаплӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков, РФ Шалти ӗҫсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн миграци пайӗн начальникӗ Арина Галкина, «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ» обществӑлла организацин округри уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова саламланӑ, пурнӑҫра ӑнӑҫусем суннӑ. Раҫҫей гражданинӗ пулса тӑнӑ ҫамрӑксене паспортпа пӗрле РФ Конституцине те алӑран тыттарнӑ. (Хамӑр инф.).

Турнирта тупӑшрӗҫ

Майӑн 9-мӗшӗнче Асанкасси ялӗнчи стадионта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине халалласа футболла выляссипе блиц-турнир иртрӗ. Мероприятие  «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Валерий Денисов уҫрӗ. Чи малтанах вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламларӗ, спортсменсене ӑмӑртура ӑнӑҫу сунчӗ. Турнирта ФСК ӗҫченӗ Сергей Остапиенко тӗп судья пулчӗ. Футболистсем хушшинчи тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Никам та парӑнасшӑн пулмарӗ. «Тимерчеево» команда спортсменӗсем ӑстарах та вӑр-вартарах пулнӑ май пӗрремӗш вырӑна алӑран вӗҫертмерӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна «Асаново» ҫамрӑкӗсем тивӗҫрӗҫ. «Гигант-2» команда виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗ. Маттур та пултаруллӑ ҫӗнтерӳҫӗсене медальсем тата Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ команда
Парксем ялсене илем к<strong>ӳ</strong>рӗ<strong>ҫ</strong>

Парксем ялсене илем кӳрӗҫ

Майӑн 4-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округӗнче Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ С.Г.Артамонов пулса курчӗ. Вӑл чи малтанах Комсомольски ялӗнчи Буденный урамӗнче ҫӗнӗрен тӑвакан парка ҫитрӗ. Унта ҫемьепе канмалли, уҫӑлса ҫӳремелли, ача-пӑча савӑнса вылямалли вырӑн тӑвасшӑн. Сергей й Артамонова муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова, «Энки-21» ООО директорӗ (подрядчик) И.О.Тарасов тата Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ И.А.Соловьева ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗлпулӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Р.Ю. Алексеев, П.С.Краснов, Ю.А.Попов, вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Н.В. Никандрова та хутшӑнчӗҫ. Малтанах Александр Осипов округри ӗҫ-хӗлпе тата малашнехи плансемпе паллаштарчӗ
Тирпей-илем тӗп ыйту пулнӑ

Тирпей-илем тӗп ыйту пулнӑ

Майӑн 4-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округра «Единая Россия» партин «Российское село» проекчӗн координаторӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председатӗлӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ С.Г.Артамонов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем П.С.Краснов, Ю.А.Попов тата республикӑри влаҫ органӗсен представителӗсем ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Вӗсем малтанах Комсомольски ялӗнчи Буденный урамӗнчи ҫӗнӗрен тӑвакан парк вырӑнӗпе паллашнӑ, кунта ҫынсемпе калаҫса, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи Элпуҫ ялӗнче кӑҫал хута яма палӑртакан «Дружба» культурӑпа кану паркне те ҫитсе курнӑ. Халӑхпа тӗл пулнӑ май калаҫу тӗпрен илсен хамӑр пурӑнакан вырӑна хӑтлӑхпа тирпейлӗх кӗртесси пулнӑ. Тӗплӗнрех — хаҫатӑн ҫитес номерӗнче. Ангелина ИНОХОДЦЕВА.
Уй-хир ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ

Уй-хир ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ

Кӑҫал ял хуҫалӑх предприятийӗсене ҫураки ирттерме ҫанталӑк лайӑх тӑчӗ. Ҫавӑнпа та чылай хуҫалӑх ака-суха ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама пултарчӗ. Малтан акнӑ хирсем симӗс тӗспе витӗнме те ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Майӑн 4-мӗшӗ тӗлне пирӗн округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 5056 гектар урпа, 4125 гектар тулӑ, 1542 гектар сӗлӗ, 204 гектар пӑрҫа, 1630 гектар пӗр ҫул  ӳсекен курӑксем, 155 гектар вика, 570 гектар рапс акнӑ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акассине «Урожай», «Искра» колхозсем, «Слава», «Восток», «Асаново», «Рассвет» ЯХПКсем, «Родина» ООО, Р.М.Шарафутдиновӑн, «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсем  вӗҫленӗ. Округри ытти предприятисенче те акмалли нумаях юлман. Ҫавӑн пекех округра 10 гектар нимӗҫ пӑрҫи (Р.Шарафутдиновӑн тата «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсем), 20 гектар кишӗр

Вӗсен ӗҫӗ пархатарлӑ та яваплӑ

Апрелӗн 30-мӗшӗ — Пушар хуралӗн ӗҫченӗсен кунӗ. Ҫак ятпа пирӗн округри 31-мӗш пушар   чаҫӗнче тӑрӑшакансем савӑнӑҫлӑ пуху ирттерчӗҫ. Вут-кӑвара хирӗҫ тӑма яланах хатӗр, инкек пулнӑ вырӑна хӑвӑрт ҫитсе пушарпа кӗрешекен ӗҫченсене  муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, округ прокурорӗ Олег Васильев, 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ Иван Ананьев, пушар надзорӗн инспекторӗ Владимир Давыдов саламларӗҫ. Пушар хуралӗнче тӑрӑшакансем хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫе пысӑк яваплӑха туйса пурнӑҫланине, вӗсен ӗҫӗ пархатарлӑ та хӑрушӑ пулнине палӑртрӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫре чылай ҫул хастар тӑрӑшакан ӗҫченсене — 31-мӗш пушар чаҫӗнчи А.В.Прохорова, А.Н.Лупова, Г.В.Карзакова, «Аслӑ Ҫӗрпӳел» муниципаллӑ пушар хуралӗн водительне В.Ф.Акчурина, «Восток», «Рассвет» ЯХПКсенчи  пушар машинисен вод