Вторник, 23 апреля

Публикации

Тӑманлӑ Выҫлисенчен тӗслӗх илер

Тӑманлӑ Выҫлисенчен тӗслӗх илер

Тӑван тӑрӑх аталанасси, вӑл лайӑх енне улшӑнасси чи малтанах унта пурӑнакансенчен нумай килет.  Ял ҫынни пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫлеме те, ҫав вӑхӑтрах усӑллӑ канма та пӗлет. Пушӑ вӑхӑта ирттермелли вырӑнсем пурри чӑннипех  кашнинех савӑнӑҫ  кӳрет. Тӑманлӑ Выҫлисем, спортпа туслӑскерсем, хӑйсен пуҫарӑвӗпе пурте пӗрле пуҫтарӑнса пляж волейболӗ вылямалли площадка туса лартма шутланӑ. Ҫак ӗҫе пӗчӗк ачасенчен пуҫласа аслӑ ӳсӗмрисем таранах хутшӑннӑ. Ял ҫыннисем  кӗске хушӑрах укҫа пуҫтарса ӗҫе пуҫӑннӑ. Чи малтанах палӑртнӑ вырӑнта ҫӗре якатса тирпейленӗ. Темиҫе машин хӑйӑр турттарса килнӗ, ӑна тӑкса сапаланӑ. Волейболла вылямалли сетка тата ытти хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Вӗсене кирлӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех выляма меллӗрех пултӑр, мечӗк уйран тухса ан кайтӑр тесе йӗри-тавр
Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Хӗл хырӑмӗ пысӑк, теҫҫӗ. Ҫанталӑкпа усӑ курса округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пикенсех обществӑлла выльӑха валли апат хатӗрлес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Июнӗн 30-мӗшӗ тӗлне тӗрлӗ формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем 3916 гектар ҫинчен нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Пурӗ 3970 тонна утӑ, 8506 тонна сенаж янтӑланӑ. Выльӑх апачӗ                      хатӗрлес енӗпе ӗҫсем «Асаново»,  «Восток», «Рассвет», Слава» ЯХПКсенче, «Урожай», «Искра» колхозсенче, «Родина» ОООра лайӑх пыраҫҫӗ. Утӑ, симӗс масса тиенӗ транспортсем уй-хиртен рейс хыҫҫӑн рейс тӑваҫҫӗ. Минзаит Зайнуллин, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.
Ҫул-йӗр юхӑнать

Ҫул-йӗр юхӑнать

Интернет уҫлӑхӗнче  Тукай тата Тӑманлӑ Выҫли ялӗсем хушшинчи ҫул-йӗр ҫинчен вырнаҫтарнӑ информаципе паллашнӑ хыҫҫӑн  асӑннӑ факта Комсомольски муниципаллӑ округӗн администрацийӗ тӗрӗсленӗ. Ҫул Чӑваш республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин «Чувашупрдор» КУ яваплӑхӗнче тӑрать. Комсомольски округӗн администрацийӗ ООО «Воддорстрой» организацие ҫул ҫинчи путӑксене саплама тата кирлӗ ӗҫсем туса ирттерме хушнӑ. Палӑртнӑ вырӑнта тивӗҫлӗ ҫул паллисене вырнаҫтарнӑ. Администраци асӑннӑ ҫул палӑрмаллах чӑрмавсем кӳнине тата хӑрушсӑрлӑх ҫине витӗм кӳнине ӑнланать. Проблемӑна кӗске вӑхӑтра татса парас тесе тӑрӑшать. Водительсене пурне те сыхӑ пулма, юсаса ҫитериччен ҫак участокра хӑвӑртлӑха чакарма ыйтать.
Уявпа саламланӑ

Уявпа саламланӑ

Иртнӗ эрнере кооператорсем хӑйсен профессионаллӑ уявне паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа райпора савӑнӑҫлӑ пуху пулса иртнӗ. Ӑна потребительсен совечӗн председателӗ Светлана Грачева уҫнӑ. Вӑл кӗскен округри кооператорсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки чарӑнса тӑнӑ.  Райпо правленийӗ округра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене  тивӗҫтерес тӗлӗшпе чылай ӗҫлет. Магазинсемпе обществӑлла апатлану предприятийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттерет. Клиентсене вӗсенче хӑйсене хӑтлӑ туйччӑр тесе тӑрӑшать. Таварсен ассортименчӗпе пахалӑхӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрать. Председатель суту-илӳ ӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхне республика шайӗнчи лайӑх кӑтартусем туллин ҫирӗплетнине палӑртнӑ, уяв ячӗпе саламласа кооператорсене малашне те ӑнӑҫусем суннӑ. Муниципаллӑ округ администрацийӗ ячӗпе Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова салам
Мускаври Акатуя хутшӑннӑ

Мускаври Акатуя хутшӑннӑ

Раҫҫейӗн тӗп хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртесси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Июлӗн 1-мӗшӗнче Сокольники паркӗнче ентешӗмӗрсем пысӑк уяв тунӑ. Вӑл этнофестиваль шайӗнче иртнине те палӑртаҫҫӗ. Мускаври Акатуй ӗнер-паян пуҫласа тунӑ мероприяти мар. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенчех йӗркеленӗ. Уяв пӗлтерӗшӗ, анлӑшӗ ҫулсеренех пысӑкланса пынӑ. Ҫавӑн пекех Мускав хулинче тата облаҫӗсенче тӗпленсе пурӑнакансен йышӗ те палӑрмаллах ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра тӗп хуламӑр тӑрӑхӗнче 100 пине яхӑн чӑваш пурӑннине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ сферинче тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗршыв, тӗнче шайӗнче палӑрнӑ ентешсем  те пур. Акатуйра мероприятисене Комсомольски муниципаллӑ округӗн делегацийӗ те хутшӑннӑ. Вӗсем павильон йӗркелесе пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансен йӑли-йӗркине, ӗҫӗ-хӗлне сӑнласа панӑ. Унта хамӑр патр
Ҫамрӑксене слет пӗрлештерчӗ

Ҫамрӑксене слет пӗрлештерчӗ

Чӑваш Республикинче яш-кӗрӗме аталанма тӗрлӗ майсем туса параҫҫӗ. Уйрӑмах ӗҫлекен ҫамрӑксем ҫине тимлӗх уйӑрни палӑрать. Ҫавӑн пекех вӗсене пултарулӑх енчен хавхалантарас, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашас, ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курса ӗҫлес тӗллевпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Июнӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 2-мӗшӗччен Тӑвай округӗнче «Упа кӗтесӗ» кану базинче Чӑваш Енре ӗҫлекен ҫамрӑксем хушшинче туристсен слечӗ пулса иртнӗ. Ҫак хаваслӑ уява  100 яхӑн тӗрлӗ организацисенчи ӗҫлекен 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Пирӗн Комсомольски муниципаллӑ округпа  Н.Макарова — Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ, Е.Макарова — администрацин бухгалтерӗ, А.Ильина — администрацин ертсе пыракан бухгалтерӗ, К.Лукиянова — Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗрен
Ялти фельдшер

Ялти фельдшер

Людмила Чернова, хӗр чухнехи хушамачӗ Алексеева, Хирти Ӗнел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн пике Свердловск облаҫӗнчи Нижний Тагил хулинче медучилищӗре пӗлӳ пухнӑ. Дипломлӑ ҫамрӑк специалист 1985 ҫулта Комсомольски район больницинче хирурги уйрӑмӗнче медсестрара ӗҫлеме пикеннӗ. Чипер те сӑпай хӗре Йӑлмахва каччи Володя Чернов куҫ хывнӑ, Людмила хӑй те йӗкӗте килӗштернӗ. Пӗр-пӗрне савакансем 1987 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑк арӑм Йӑлмахвари фельдшерпа акушер пунктне ӗҫлеме куҫнӑ, унта 2003 ҫулчченех тӑрӑшнӑ. Фельдшерӑн тарӑн пӗлӗвӗ, вӑр-вар аллисем, ҫепӗҫ чӗлхи нумай ҫынна сыватма пулӑшнӑ. Аса илмелӗх те, мӑнаҫланмалӑх та пур. Ӑшӑ кӑмӑлӗпе тараватлӑхне кура, пулӑшу ыйтма килнӗ ҫынна нихӑҫан та каялла ҫавӑрса кӑларса яман. Кирек мӗнле ҫанталӑкра та, кӑнтӑрла-и, ҫӗрле-и, чирлӗ
Спортпа туслашма хавхалантарӗҫ

Спортпа туслашма хавхалантарӗҫ

Спорт — сывлӑх ҫӑлкуҫӗ, тетпӗр. Ҫак чӑнлӑха шута илсе РФ правительстви те, Чӑваш республикин Пуҫлӑхӗ те, округ администрацийӗ те халӑх сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пытӑр, спортпа туслаштӑр тесе тӗрлӗ проектсене ӗҫе кӗртме тӑрӑшать. Июнӗн 29-мӗшӗнче пирӗн округри Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче спорт залне, Комсомольскинче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗ ҫумӗнчи стадиона савӑнӑҫлӑлару-тӑрура уҫрӗҫ. Вӗсенче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулса округри спорта юратакансене саламларӗ. Вӑл республикӑра пурӑнакансене спорта явӑҫтарма тӑвакан спорт сооруженисем йышланса пынине палӑртрӗ. Ҫакӑчӑваш спортсменӗсене Раҫҫей шайӗнче те пысӑк ҫитӗнӳсем тума май парать. Халӗ, тӗпрен юсанӑхыҫҫӑн уҫӑлнӑспорт площадкисенче, куллен хӑнӑхусем туса Комсомольски тӑрӑхӗнчи спортсменсем те ӑмӑртусенче палӑрасса шанни
Халӑх ыйтӑвне тивӗҫтересси – тӗп тӗллев

Халӑх ыйтӑвне тивӗҫтересси – тӗп тӗллев

Пирӗн тӑрӑхри ялсене Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче  районти потребительсен обществи ҫеҫ тӗрлӗ таварпа тивӗҫтернӗ. Кашни ялтах тенӗ пек лавккасем уҫса вӗсене ҫӗнетнӗ, ассортимента ӳстерсе пынӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче уйрӑм ҫынсем те, предприяти-организацисем те суту-илӳпе ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Райпо магазинӗсен конкуренчӗсем хутшӑнчӗҫ. Ку лару-тӑрура республикӑри чылай районти потребительсен обществисем саланса пӗтрӗҫ. Пирӗн райпо вара рынок экономикин хутшӑнӑвӗсем умӗнче те ҫухалса каймарӗ. Е.И.Карпеев пӗлсе ертсе пынипе суту-илӳ точкисене юсаса лайӑхлатас, ҫӗнӗ объектсем хута ярас ӗҫсем малалла пычӗҫ. Паянхи кун та райпо коллективӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать. Халӑха тӗрлӗ таварсем сӗннипе пӗрлех, продукци те туса кӑларать, тӳлевлӗ пулӑшусем парать. Коллектива С.Н.Грачева председатель ӑнӑҫл
Хутшӑну центрӗ пенсионерсене кӗтет

Хутшӑну центрӗ пенсионерсене кӗтет

Сехет йӗппи малалла шунӑмай кун хыҫҫӑн кун, ҫул хыҫҫӑн ҫул васкаса иртсе хыҫа юлаҫҫӗ. Ҫур ӗмӗр урлӑкаҫсан сисейместӗн те — ҫӳҫе кӗмӗл тӗс ытларах та ытларах ҫапать, тивӗҫлӗ канӑва тухмалли вӑхӑт ҫывхарать. Куллен ӗҫе васкакансене ҫакӑпӑшӑрхантарать те, хӑратать те: ялан ӗҫре пуҫ ҫӗклеми тӑрӑшма хӑнӑхнӑскерсен халӗ вӑхӑта мӗнле ирттермелле, мӗнле чун киленӗҫӗ тупмалла; Пӗччен пурӑнакансене ватлӑх ҫывхарса пыни уйрӑмах шиклентерет. Шӑпах ҫакна шута илсе Раҫҫей Социаллӑфончӗ аслӑӑрӑвӑн хутшӑну центрӗсем тума пикеннӗ. Хальлӗхе вӗсене ҫӗршывӑн пилӗк регионӗнче хута яраҫҫӗ, ҫав шутра — Чӑваш Енре те. Ҫӗрпӳ тата Канаш хулисенче ҫакӑн пек центрсем алӑкӗсене уҫнӑта ӗнтӗ. Вӗсене пенси ҫулне ҫитнӗ хӗрарӑмсемпе арҫынсем хапӑлласах ҫӳренине кура ку ӗҫе ытти ҫӗрте те малалла тӑсма йышӑннӑ. Палӑртмал