Суббота, 20 апреля

Публикации

Правовой портал «Нормативные правовые акты  в РФ»

Правовой портал «Нормативные правовые акты в РФ»

Во всем мире право на информацию считается одним из важнейших прав личности. Это право закреплено во Всеобщей декларации прав человека, утвержденной и провозглашенной Генеральной Ассамблеей Организации Объединенных Наций 10 декабря 1948 года. Конституция Российской Федерации также гарантирует каждому право свободно получать информацию любым законным способом. Таким образом, реализация конституционного права на информацию выступает определяющим элементом всех основных прав и свобод человека и гражданина. В целях обеспечения доступа граждан к достоверной и актуальной информации о нормативных правовых актах Минюстом России в декабре 2017 года в информационно-коммуникационной сети "Интернет" был внедрен обновленный правовой портал "Нормативные правовые акты в Российской Федерации". Правовой
Пăшăрханма кирлĕ мар

Пăшăрханма кирлĕ мар

Мартăн 27—29-мĕшĕсенче район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва сирес енĕпе командăпа штаб вĕренĕвĕсем иртеççĕ. Çавăнпа та районта пурăнакансене лăпкă пулма ыйтатпăр, пăшăрханма кирлĕ мар.

Вăхăтлăха чарнă

Район администрацийĕн кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнче йышăннă 267 №-лĕ хушăвĕ тăрăх, çуркунне тата çулла вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем тăрăх хăш-пĕр транспорт хатĕрĕсене çÿреме чараççĕ. Çапла апрелĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа майăн 1-мĕшĕччен йывăр тиевлĕ пысăк транспорт хатĕрĕсен вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем тăрăх çÿреме юрамасть.  
Ĕçрен чăннипех те хăрамасть

Ĕçрен чăннипех те хăрамасть

Кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерсе малалла ăнтăлакан, умри тĕллевсене яланах пурнăçа кĕртекен хĕрарăм сахал мар пирĕн районта. Вĕсем пур ĕçре те маттур. Хирти Ĕнел ялĕнче пурăнакан Ольга Прокопьева шăпах çавăн пек хастарсен йышĕнчен. Вăл çемьен фермер хуçалăхне йĕркелесе пынипе çеç çырлахмасть. Кирлĕ пулсан фермăна васкать, ĕнесем сăвать, выльăх-чĕрлĕх пăхать, хăех çум çумлать, пахча çимĕç çитĕнтерет... Ĕçрен чăннипех те хăрамасть хĕрарăм. Ольга мĕн пĕчĕкренех ĕçе явăçса ÿснĕ. Амăшĕпе ашшĕ, Верăпа Вячеслав Кротовсем, виçĕ тĕпренчĕкне яланах ĕç çумне çыпăçтарнă. Килте ĕçлемелле-и, колхозра тăрăшмалла-и — вĕсем ĕçрен пăрăнман. Оля çемьере чи асли пулнăран кĕçĕннисене пахчара ĕçлеме хăнăхтарнă, колхоз уйĕсенче те сахал мар пай çумланă. Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкултан вĕренсе тухсассăн Ольга Шупашк
Петр Матросов парнисене тивĕçрĕç

Петр Матросов парнисене тивĕçрĕç

Мартăн 23-мĕшĕнче районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пысăк ăмăртăвĕ пулчĕ. Кашни çулах йĕркелекен турнира районта пуçласа классикăллă тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине йĕркелесе янă пĕрремĕш кĕрешÿçĕсене хатĕрленĕ ентешĕмĕр Петр Георгиевич Матросов ячĕпе ирттереççĕ. Турнира уçнă çĕре район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, "Кĕтне" ентешлĕх представителĕ Александр Капитонов, турнир пуçаруçи, спорт ветеранĕ Петр Матросов хутшăнчĕç. Вĕсем ăмăртăва килсе çитнисене çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç. Петр Матросов Мускав хулинче тĕпленнĕ. Спорт ветеранĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ сакăр теçетке çулран каçнă пулсассăн та, инçе çула кĕскетсе, кашни çулах ăмăртăва çитет. Петр Георгиевич ăмăртусене тăван тăрăхра
Çуракине хатĕрленеççĕ

Çуракине хатĕрленеççĕ

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче çурхи ĕçсене пуçăнма хатĕрленеççĕ. Хальлĕхе хуçалăхсенче тракторсемпе прицепсене, сÿрелемелли, акмалли, лартмалли агрегатсене хатĕрлеççĕ, юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Унпа пĕрлех çураки ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем кÿрсе килеççĕ. Хуçалăхсене çураки ирттерме пĕтĕмĕшле 1850 тонна удобрени кирлĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем ку енĕпе çине тăрсах ĕçлеççĕ: "Слава картофелю" агрофирма 460 тонна, "Комсомольские овощи" ООО 264 тонна, "Урожай" колхоз 120 тонна, "Сюрбеево" ООО 100 тонна, "Родина" фермер хуçалăхĕ 80 тонна удобрени кÿрсе килнĕ те. Районти хуçалăхсенче паха вăрлăх акасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хальлĕхе 30644 центнер вăрлăха тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 89 проценчĕ — кондициллĕ. Эл
Çемьесене – удостоверени

Çемьесене – удостоверени

Нумай ачаллă çемьесене тивĕçлĕ пулăшу парасси — патшалăх тивĕçĕ. Виçĕ е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесем пирĕн районта сахал мар. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина пĕлтернĕ тăрăх, районта вĕсен шучĕ 441 çемье. Çак кунсенче районти икĕ çемьене нумай ачаллă пулнине çирĕплетекен удостоверени парса чысларĕç. Тĕп библиотекăра йĕркеленĕ уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Лепешкина, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова хутшăнчĕç. Вĕсем Комсомольскинче пурăнакан Кузьминсене, Тăманлă Выçлире тĕпленнĕ Поляковсене удостоверенипе чысларĕç, çемьере килĕшÿпе юрату сунчĕç. Татьянăпа Александр Кузьминсем, Аленăпа Сергей Поляковсем ывăлсене кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтереç
Çулталăк воспитателĕ

Çулталăк воспитателĕ

Шкул çулне çитмен ачасене воспитани паракансем çулсеренех професси ăсталăхне тĕрлĕ шайри конкурссенче кăтартаççĕ. "Çулталăк воспитателĕ — 2019" районти конкурсра кăçал 5 педагог тупăшнă. Конкурс "Радуга" ача садĕнче иртнĕ. Жюри членĕсем воспитательсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне хакланă. Пилĕк педагогран чи маттурри Т.А. Шеверова пулнă. Вăл — "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ. Ачасене тарăн та паха воспитани парас тесе чылай çул ĕçе васкать. "Пучах" ача сачĕн учитель-логопечĕ З.С.Низамова конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. А.П.Чаркина /"Радуга" ача сачĕ/ виççĕмĕш вырăнпа палăрнă. Т.КАРИМУЛЛИНА.  
Йошкао-Оларан çĕнтерÿпе таврăннă

Йошкао-Оларан çĕнтерÿпе таврăннă

Районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче Мария Долгова тренер ертсе пыракан фитнес-аэробика секцине çÿрекенсем республикăра тата унăн тулашĕнче йĕркелекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнаççĕ. Хĕрачасем ăмăртусенчен çĕнтерÿпе пĕрре кăна мар таврăнаççĕ. Акă, мартăн 24-мĕшĕнче Йошкар-Ола хулинче иртнĕ ăмăртура "Свит Бейби" аэробика дисциплинăра 1-мĕш вырăн, степ-аэробика дисциплинăра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вĕсене Кубок, Хисеп грамотисемпе медальсем парса чысланă. "Дрим Тим" команда 2-мĕш вырăна алăран вĕçертмен. Ку, паллах, районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕн Мария Долгован, ачасен, ашшĕ-амăшĕн пысăк çитĕнĕвĕ. Спортсменсем район чысне республика тулашĕнче çÿллĕ шая çĕклеме пултарнă. "Манăн воспитанниксем чи маттуррисем пулни савăнтарать. Çĕнтерÿ патне çитме вара сахал мар тар
Çыравçăпа тĕл пулнă

Çыравçăпа тĕл пулнă

Районти ача-пăча библиотекинче поэтессăпа, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕпе Алевтина Корочковăпа тĕлпулу ирттерчĕç. Унта Комсомольскинчи "Радуга" ача садне çÿрекенсем те хутшăнчĕç. Поэтесса хăйĕн пултарулăхĕ, хăçан пĕрремĕш сăввисене çырни çинчен каласа пачĕ. Ачасем темĕнле интереслĕ лару-тăрăва та лекеççĕ. Çакăн пек самантсене асăрхаса А. Корочкова вĕсене сăвăсенче уçса парать те. Çапла поэтессăн сăвă пуххисем çуралаççĕ. Алевтина Ревовна ачасене хăйĕн "Удивительный компот", "Листиковый дождик", "Сказка о тигренке" кĕнекисемпе паллаштарчĕ, сăввисене вуласа пачĕ. Ачасем çавăн пекех тĕрлĕ сăмахсем патне рифмăсем тупмалла та вылярĕç. Пуçтарăннисем çыравçăна интереслĕ тĕлпулушăн тав турĕç, пултарулăхра малашне те çитĕнÿсем тума сунчĕç. Ачасем те Алевтина Ревовна валли парне хатĕ