Публикации

Театра юратакансен фестивалĕ иртет

Театра юратакансен фестивалĕ иртет

Мартăн 27-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округри полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чулхулари "Комедiя" театра çитсе курнă, спектакль пуçланиччен куракансемпе актерсене Театр кунĕ ячĕпе саламланă. Вăл РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул — Театр çулталăкĕ пулнине, федераллă округра халăха, уйрăмах çамрăксене, театрпа интереслентерес тесе чылай ĕç тунине палăртнă. Атăлçи федераллă округра шкулсен тата студентсен коллективĕсен "Театрлă Атăлçи" фестивалĕ иртет. Малтан унăн регионсенчи тапхăрĕ пулать, кайран вара вĕсенче мала тухакансем округ шайĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартса "Чи лайăх спектакль", "Чи лайăх режиссер ĕçĕ", "Чи лайăх актер", "Чи лайăх актриса" номинацисенче тупăшĕç. Финала тухакансен постановкисене телекурав тата Интернет урлă курма пулĕ.
Типĕ курăк инкек ан кÿтĕр

Типĕ курăк инкек ан кÿтĕр

Çуркунне çитнĕ май çынсем типĕ курăкпа ăпăр-тапăртан хăтăлас тĕллевпе вĕсене çунтарма тытăнаççĕ. Типĕ курăк çунни чылай пысăк лаптăка ярса илме, çуртсемпе хуралтăсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çак ĕçе ятарлă хушусене пăхăнса пурнăçламалла, тимсĕрлĕхе пула ăнсăртран инкек курмалла ан пултăр. Уçă çулăмпа çуртсемпе хуралтăсен хушши 50 метртан кая пулмалла мар. Типĕ курăка чĕртсе янă чухне çил хăш енчен тата мĕнле хăвăртлăхпа вĕрнине шута илмелле. Çак ĕçе тума ачасене шанмалла мар. Çулăма сÿнтерме кирлĕ хатĕрсем алă айĕнчех пулччăр. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнисене административлă тата уголовлă явап тыттараççĕ. Енчен те вут чĕртрĕр пулсан — çулăм явса илнĕ курăка тимлĕхсĕр ан хăварăр! Чылай чухне типĕ курăк çине пăрахнă пирус тĕпĕ вут-çулăм алхаснин тĕп сăлтавĕ пулс
Цифра çине куçма компенсаци

Цифра çине куçма компенсаци

Çывăх вăхăтра пирĕн республикăри телекурав цифрăллă пуласси çинчен кашниех илтнĕ ĕнтĕ. Цифра çине куçма кивĕрех телевизорпа усă куракансен ятарлă цифрăллă приставка туянмалла, çĕнĕ йышши телевизорсемпе усă куракансен вара антенна пулни çителĕклĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи мартăн 15-мĕшĕнче йышăннă 78 №-лĕ хушăвĕ тăрăх, граждансен хăш-пĕр категорийĕсене цифрăллă приставкăсемпе антеннăсене туянма компенсаци тÿлеççĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçинчен Ираида Никитинаран ыйтса пĕлтĕмĕр. — Ираида Алексеевна, граждансен мĕнле категорийĕсем приставка тата антенна туяннă чухне пулăшупа усă курма пултараççĕ? — Чи малтанах ку йĕрке Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене пырса тивет. Çавăн пекех çемьен е пĕччен пурăнакан çыннăн тупăшĕ Ч
Презентаци иртрĕ

Презентаци иртрĕ

Иртнĕ юнкун Нĕркеçри культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунта çак ялта çуралса ÿснĕ Валентина Кириллован /Смирнован/ "Сас пачĕ чĕрĕ чун" кĕнекине сÿтсе явма пухăннă. Сăмах май каласан, ку Валентина Алексеевна кăларнă виççĕмĕш кĕнеке пулчĕ. Пирвайхисем "Савăнăç куççулĕ", "Сиплев утравĕ" ятлăччĕ. Вĕсем Елчĕк редакцийĕнче пичетленсе тухнă. "Сас пачĕ чĕрĕ чун" кĕнекене вара Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" типографире çапнă. Кĕнекере 33 калав. Ачасене пĕчĕкрен ачаш ÿстерни, тивĕçлĕ воспитани паманни кайран вĕсене тÿрĕ çултан пăрать, хĕрсене мăшăрсăр ача çураттарать, çамрăксем чи çывăх çыннисене — ашшĕпе амăшне хисеплемеççĕ, тĕрлĕ усал ĕç тăваççĕ. Произведенисем хальхи вăхăтри чи çивĕч ыйтусене хускатаççĕ — ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем, çемьери çыхăнусем, сиенлĕ йăласем... Кашни калавĕ çăмăллăн вуланать.
Куравпа паллашăр

Куравпа паллашăр

"Çĕр тата çынсем" халăх музейĕ Хырай Ĕнел культура çуртĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Василий Васильевăн картинисен куравне йĕркеленĕ. Ăна района туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Çак курава районта иртнĕ плэнерсем вăхăтĕнче ÿкернĕ 20 ытла ĕçе тăратнă. Вĕсем хушшинче Александровка ял поселенийĕн территорийĕнче тата Хырай Ĕнел ялĕнче ÿкернĕ ĕçсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Курав май уйăхĕн вĕçĕччен пырать. Пурне те культура çуртне çитсе ĕçсемпе паллашма йыхравлатпăр. А. ПОЛЯКОВА.  
Кĕнеке тусĕсем уявра савăнчĕç

Кĕнеке тусĕсем уявра савăнчĕç

Мартăн 28-мĕшĕнче Комсомольски райповĕн Суту-илÿ çуртне ачасем хăйсен ашшĕ-амăшĕсемпе, аслашшĕ-асламăшĕсемпе йышлăн пуçтарăнчĕç. Суту-илÿ çурчĕн ĕçченĕсем Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин кунне халалласа ачасем валли чăн-чăн уяв йĕркеленĕ. Ачасем патне хăнана мультфильмри юратнă сăнарсем килсе çитрĕç. Вĕсем ачасене тĕрлĕ вăйă выляттарчĕç, ташлаттарчĕç, вĕсемпе пĕрле зарядка турĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, кĕтмен парнесемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех чăваш, вырăс, тутар халăх тумĕллĕ хĕрсем кĕнеке мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен чăвашла, вырăсла, тутарла каласа пачĕç, ачасене кĕнекепе туслашма сунчĕç. Ачасем хăйсен юратнă литература сăнарĕсене ÿкерсе килме те ÿркенмен. Вĕсем пурте грамотăсене, юмахри "çамрăклатакан" панулмисене тата парнесене тивĕçрĕç. Район администрацийĕнче в
«Алли ылтăн, чунĕ çамрăк»

«Алли ылтăн, чунĕ çамрăк»

Пурнăç илемне чун-чĕрипе туякан çын кăна кун-çул уттипе çирĕппĕн, пархатарлăн малалла талпăнать. Ахальтен мар вырăссен паллă çыравçи çапла каланă: «Ĕмĕр пĕрре кăна, çавăнпа ăна пĕлсе, йĕркеллĕ пурăнса ирттермелле. Кайран-кайран вăхăта тĕллевсĕр, усăсăр ирттертĕм тесе ÿкĕнмелле ан пултăрччĕ». Сăмахăм хăй çулĕнчен чылай çамрăк курăнакан, ăшшăн пăхакан чакăр куçлă, лăпкă та уçă саслă хĕрарăм — Елена Ильинична Синицына пирки пырать. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ тĕлне «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче «Чĕрепе чун киленĕçĕ» ятпа Елена Ильиничнан алă ĕçĕсен куравне уçрăмăр. Е.И.Синицына, хĕр чухнехи хушамачĕ Спиридонова, Янкасси ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ Илья Спиридоновичпа Мария Павловна çичĕ ача çуратса ура çине тăратнă. Лена çемьере виççĕмĕш ача п
Уй-хире — юсавлă техникăпа

Уй-хире — юсавлă техникăпа

Çурхи хĕвел кунран-кун вăйлăрах та вăйлăрах пăхнине кура юр кĕрчĕсем самаях йăшрĕç, хирсенче унта та кунта хура çĕр те курăнкалать. Çĕр ĕçченĕсемшĕн халĕ хĕрÿ вăхăт пуçланнă та ĕнтĕ. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тăрăшакансем пикенсех трактор-машинăсене, тĕрлĕ агрегатсене юсаса йĕркене кĕртеççĕ, вăрлăх хатĕрлеççĕ, удобренисем кÿрсе килеççĕ. Хуçалăхсенче ĕç вĕресе çеç тăнине эпир "Рассвет" ЯХПКна çитсе кĕрсенех курса ĕнентĕмĕр. "Рассвет" — районти чи ла-йăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр çитĕнÿсем тума пулмастех. Хуçалăхра тăрăшакансем çакна тĕпе хурса çураки пуçланиччен чылай малтан ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ. Кăçал вĕсем 90 гектар çинче — çурхи тулă, 154 гектар çинче — урпа, 24 гектар çинче — пăрçа, 17 гектар çин

Контейнерсене пушатмаççĕ

Нумаях пулмасть редакцие районти пĕр ялтан çыру килчĕ. Унта çак ялта пурăнакансем çÿп-çап турттарса тухакан компанин ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине палăртнă. Çÿп-çап контейнерĕсем тахçанах тулса кайнă, вĕсен йĕри-тавра тем те пĕр сапаланса выртать. "Пирĕн патри çÿп-çап контейнерĕсене хăçан юлашки хут пушатнине те ас тумастпăр. Хыт каяшшăн тÿлемелли квитанцисем вара уйăхсерен килеççĕ. Пирĕн мĕншĕн тÿлемелле?" — çырнă çырура. Халĕ ялсенче пурăнакансем хытă каяшсене турттарса тухнăшăн кашни çыншăн 60 тенкĕ те 71 пус тÿлеççĕ. Çемьешĕн сахал мар тăкак ку. Çак укçана тÿлекенсем, паллах, "Экоцентр" МВК" хăйĕн ĕçне туллин пурнăçласса шанаççĕ. "Укçине тÿлеме тÿлетпĕр те-ха, ялсенче хăçан йĕрке пулĕ-ши?" — пăшăрханаççĕ çынсем. Çакăн пек ÿкерчĕк чылай ялта пулнинче иккĕленÿ çук, паллах. Хыт каяшсене илсе ту

Ачасемпе эпĕ телейлĕ

Пурнăç каçалăкĕ витĕр утса тухасси — çул урлă кÿршĕ патне каçасси çеç мар. Йышлă та туслă çемьере çуралса ÿснĕ Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Елена Ятманова. 1939 çулта вăтам колхозниксен — Александра Алексеевнăпа Иван Алексеевич Морозовсен çемйинче кун çути курнă хĕрача. Лена тăхăр уйăхра чухне, кĕр кунĕнче, ашшĕн салтака кайма ят тухать. Пурнăç урапи еплерех кусассине малтанах никам та пĕлмест. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшне Ленăн ашшĕ çар службинче кĕтсе илет. Уншăн Аслă Отечественнăй вăрçă 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вĕçленмен, ун хыççăн Яппун вăрçине те лекнĕ çамрăк. 1946 çулта гварди сержанчĕ тинех хăй çуралса ÿснĕ яла таврăннă. Пĕчĕк Лена ун чухне 1-мĕш класа çÿренĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсенче ÿснĕ Елена. Çемьере вĕсем çиччĕн пĕртăван пулнă. Пысăк çемьере ачасенчен чи асли пу