Публикации

Эрех-сăра, пирус сутмаççĕ-и?

Эрех-сăра, пирус сутмаççĕ-и?

Паянхи  кун районта 21 ăнăçсăр çемье. Вĕсенче  çул  çитмен 39 ача çитĕнет. Тата "йывăр" 15  ача учетра тăрать. Çавна май вĕсене куллен сăнаса тăмалла. Акă, июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа августăн 4-мĕшĕччен районта "Подросток.  Лето.  Алкоголь.  Табак" операци иртрĕ. Çавна май эпир,  йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, рейдсем йĕркелерĕмĕр.  Ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан çемьесенче,  вĕсенче çитĕнекен ачасемпе тата "йывăр" ачасемпе уйрăммăн курнăçрăмăр, профилактика калаçăвĕсем  ирттертĕмĕр.  Рейдсем  вăхăтĕнче ачисене тивĕçлĕ  пăхман 1 çемьене тупса палăртса административлă протокол çыртăмăр. Каçхине 23.00 сехет хыççăн урамра çÿрекен 8 ачана тĕл пулса асăрхаттарнă. Лавккасенче е ытти суту-илÿ точкисенче пулнă ма
Палламан «хăнасемпе» çийĕнчех кĕрешмелле

Палламан «хăнасемпе» çийĕнчех кĕрешмелле

Çимĕç йывăççисене "çунтаракан" чир (ожог плодовых деревьев) тапăннă пирки Ульяновск облаçĕнчи Карсун районĕнче чан! çапаççĕ. 928,9 гектар лаптăка карантина илнĕ. Чăн та, çулăм хĕлхемĕ ĕнтнĕ пек хăш-пĕр пахчара  пĕтĕм çимĕç йывăççи хуралса   ларнă. Йывăç-тĕмсен чечекĕсем, çулçисем хуралса ларни тата пĕтĕрĕнсе пĕтни — чирĕн пĕрремĕш паллисем. Вĕсем чĕрĕ мар ĕнтĕ, çапах татăлса ÿкмеççĕ-ха. Çамрăк хунавсем хăмăрланса лараççĕ. Йывăç вуллисен тата турачĕсен хупписем çинче хĕрлĕрех е хăмăр вырăнсем пулса каяççĕ. Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче улма-çырла ÿсме пăрахать, тĕссĕрленет, пĕркеленет, çакнашкалах туратсем çинче çакăнса тăрать вара. Сад-пахчара çак паллăсене асăрхасан Россельхознадзора пĕлтерме васкăр. Çийĕнчех чирпе кĕрешме тытăнмаллине кашни пахчаçă ăнланать. Ку амак Чăва
Мăнтăрланни – тĕрлĕ чир-чĕр палли

Мăнтăрланни – тĕрлĕ чир-чĕр палли

Юлашки çулсенче мăнтăр çынсен шучĕ  ÿссех пырать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн пĕрлешĕвĕсен кăтартăвĕсем тăрăх,  çакна анлă сарăлнă эпидемипе танлаштарма пулать.  Ытлашши мăнтăрланни мĕнле чир-чĕр патне илсе çитерни çинчен республикăри медицина профилактикин сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕпе Елена Егоровăпа калаçнă. — Елена Михайловна,  республикăра та самăр çынсен шучĕ чылай-и; — Роспотребнадзор кăтартăвĕсем тăрăх,  юлашки пилĕк çулта çĕршывра тулли çынсен шучĕ чылай ÿснĕ.  Диспансеризаци кăтартăвĕсем тăрăх,  республикăри çынсен 44 проценчĕн кĕлетке виçи палăртнă нормăран иртет. — Ытлашши тулнин уйрăм сăлтавĕсене те палăртма пулать пулĕ; — Кун патне илсе çитерекен сăлтав нумай. Çакă чи малтан генетикăпа çыхăннă,  йă
Тăван ен илемĕ — сăвăсенче

Тăван ен илемĕ — сăвăсенче

Çу вăхăчĕн икĕ уйăхĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Умра — пуян çурла уйăхĕ тата ылтăн кĕркунне. Вĕсем ăшă та хаваслă пуласса, кăсăклă пулăмсемпе асра юласса пурте шанаççĕ. Анчах тăтăшах çумăр лÿшкесен те кулянма ан васкăр. Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр илемлĕ. Çуркунне çитсен мĕнпур çĕр-шыв чĕрĕлет. Çулла хĕвеллĕ кунсем пиллет. Кĕркунне сарă, хĕрлĕ, хăмăр тĕссемпе куçа   илĕртет. Хĕлле вара уй-хирпеле вăрмансене, ялсемпе хуласене кăпăшка юрпа хуплать. Тинтерех Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă "Времена года. Çулталăк вăхăчĕсем" кăларăма шăпах тăван ен илемне сăнласа паракан сăвăсем кĕнĕ. Унăн авторĕ — Алимпиада Кручинина сăвăç. Кĕнеке вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ. Авторăн сăввисене чăвашла куçараканĕ —  чăваш халăх çыравçи Юрий Сементер, ÿнерçи — Екатерина В
«Каçал ен» — вулакан хаçат

«Каçал ен» — вулакан хаçат

Комсомольскинчи почта уйрăмĕнче тăрăшуллă та маттур ĕçченсем ĕçлеççĕ. Вĕсем шанса панă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Яваплăха çирĕп туяканскерсем ирех ĕç вырăнне васкаççĕ. Клиентсен ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ вĕсем. Çакна ĕçри ÿсĕмсемпе кăтартусем çирĕплетеççĕ те. — Ĕçе юратни пурнăçра тĕл пулакан пур чăрмава та çĕнтерсе пыма пулăшать, вăй парать, — теççĕ вĕсем кăмăллăн. Акă, Марина Чернова почтальонка — коллективра нумай çул ĕçлекенсенчен пĕри. Шанса панă ĕçре 10 çул тăрăшать. Вăл çак вăхăтра опыт пухма та, хаçат-журнал тусĕсемпе пĕр чĕлхе тупма та ĕлкĕрнĕ. Хаçат-журнала, участокри урамсенче пурăнакансен ячĕпе килнĕ çырусене вăл наччасрах тирпейлесе хурать те çула тухать. Кунсерен миçе километр хыçа хăварать-ши?  — Ятарласа шутламан. Кунсерен 20-шер километр та п
Вĕренме май пур

Вĕренме май пур

Пенси çулне çитмен граждансем вĕренме пултараççĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр "Аслă ăрури çынсем"федераллă проектпа тата "Демографи" наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пенси вăхăтне çитеймен çынсем валли ятарлă професси илме тата професси пĕлĕвне тарăнлатма май пуррине пĕлтерет. Пенси çулне çитменнисен шутне пенсие кайма 5 çул юлнă çынсем кĕреççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухман çак çынсем пĕлÿ илме пултараççĕ: — организацисен ĕçченĕсем; — ĕçсĕр граждансем, ĕç шыраса ĕçпе тивĕçтерекен ятарлă службăсемпе çыхăннисем. Паянхи куна ĕçпе тивĕçтерекен центртан 5 çын вĕренме кайнă. Патшалăх пулăшăвĕ çинчен ыйтса пĕлме çак адреспа çитмелле: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт, 2-мĕш пÿлĕм е çак телефонсемпе: 5-13-70, 8-960-311-93-14. Е.ЖУКОВА.  
Шăматкун сывлăх тĕрĕслемелли кун

Шăматкун сывлăх тĕрĕслемелли кун

Августăн 3-мĕшĕнче, шăматкун, республикăри больницăсем диспансеризаци кунĕ ирттереççĕ. Вăл республикăра пĕрремĕш хут иртет. Çак кун кашни çын вырăнти участок тухтăрĕ патне пырса тĕрĕслев витĕр тухма пултарать. Диспансеризаци çул ÿсĕмне кура, арлăхпа тата çыннăн сывлăхĕпе килĕшÿллĕн иртет. Кам та кам диспансеризацие хăйсен çулĕнче тухса ĕлкĕреймен, вĕсем валли профилактика медицина тĕрĕслевĕ пулать. Кăçал диспансеризаци кунĕ кашни уйăхăн пĕрремĕш шăматкунĕнче иртет: августăн 3-мĕшĕ, сентябрĕн 7-мĕшĕ, октябрĕн 5-мĕшĕ, ноябрĕн 2-мĕшĕ, декабрĕн 7-мĕшĕ. Унсăр пуçне, тепĕр çĕнĕлĕх, халĕ диспансеризацие каçхине те тухма пулать. Диспансеризаци тухма участок тухтăрĕ патне пымалла тата тĕплĕнрех информаципе больница регистратуринче паллашма пулать. Кам та кам диспансеризаци кунĕнче ĕçлет, хăйĕн

Юрра-ташша ăста

Ялти культура çуртне культура вучахĕ тесе каланине час-часах илтме пулать. Çав вучаха вара ялан "хĕмлентерни" паха, унсăрăн вăл сÿнсе ларма пултарать. Тăманлă Выçли ялĕнчи культура çурчĕ те пушă лармасть. Кунта яланах тĕрлĕ мероприяти, концертсем, кану каçĕсем иртеççĕ. Çакна пĕтĕмпех маттур та хастар Елена Николаевна Сорокина йĕркелесе пырать. Елена Николаевна Тăманлă Выçли ялĕнче 1969 çулта нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрекен хĕр тăван ялта 10 класс пĕтерсен колхозра дояркăра ĕçленĕ. Алла вĕренни çинчен пĕлтерекен хута илес тесе, юрра-ташша ăста пулнăран Çĕрпÿ хулинчи культурăпа çутĕç училищине çул тытать. Тăманлă Выçли ялĕнче клубра пултарулăх ертÿçисем улшăнсах тăнă. Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек хитре саслă Еленăна асăрхаса вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлеме илнĕ. Кăçал маттур
Космонавт ячĕпе – акци

Космонавт ячĕпе – акци

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта вырнаçнă СССР летчик-космонавчĕн Андриян Николаевăн мемориал комплексĕ «Пĕрремĕш чăваш космонавчĕ» акцие йыхравлать. Август уйăхĕн 11-мĕшĕ çĕршывăн космонавтикинче тата чăваш халăхĕн историйĕнче паллă йĕр хăварнă. Чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Андриян Николаев шăп та лăп çавăн чухне тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ. Тĕнчери виççĕмĕш летчик-космонавта сума сунине тата унăн вилĕмсĕрлĕхне палăртса Шуршăлти музейре «Звездные братья» курав уçăлĕ. Уйăхлăх йĕркелесе «Пĕрремĕш чăваш космонавчĕ» экскурсисем ирттерме, чăваш кăйкăрĕ çинчен документлă фильмсем кăтартма палăртнă. Вырăнти шкул ачисен «Восток-3» радиостанцийĕн уйăхлăхне ирттерĕç.  

Пуçа усмаççĕ ватăсем

— "Каçал ен" хаçата çырăнмасăр пĕрре те хăвармастпăр, вуласа район пурнăçĕпе паллашсах тăратпăр, — терĕ сăмах пуçласа Валя аппа, эпĕ хаçатран çитнине пĕлсе. — Халь пурнăç питĕ лайăх, ÿпкелешме кирлĕ мар. Тукай ялĕнче пурăнакан хисеплĕ çынсенчен пĕри — Валентина Кирилловна Прокопьева. Вăл 1939 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ. 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн колхозра утă çулнă, авăн çапнă, çум çумланă, тырă вырнă. Çынсем мĕн ĕçленĕ çав ĕç çумне çыпăçнă. 1970 çултанпа Валя аппа аптекăра санитаркăра ĕçлеме пуçланă. Вăл вăхăтра кашнине эмел курăкĕ пуçтарма план панă. Уй-хирсем тăрăх тĕрлĕ ÿсен-тăран пуçтарса та çÿренĕ. Килогрампа тĕркемлесе Шупашкара ăсатнă, унпа тĕрлĕ эмел тунă çĕрте те усă курнă. Валя аппа çак ĕçре мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Халĕ те кашни курăка паллать. 1