Четверг, 25 апреля

Публикации

Акватлонра – малтисем

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Хусанта акватлонпа ăмăрту иртнĕ. Пирĕн районти "Кĕтне" ача-пăча спорт шкулне çÿрекенсем унта хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă. Акватлон енĕпе ăмăртакансем тĕрлĕ дистанцие чупса тата ишсе тупăшаççĕ. Пирĕн район спортсменĕсем ку енĕпе уйрăмах маттур. Вĕсем чылай ăмăртура мала тухса Дипломсене, парнесене тивĕçеççĕ. Хальхинче те Александра Мамуткина Тутарстан Республикин чемпионки пулса тăнă. Элина Тумаланова, Диас Айзетов, Ильнас Шакуров дистанцие иккĕмĕш парăнтарнă. Анастасия Сумзина, Иван Кузьмин, Рузиля Валитова финиша виççĕмĕш çитнĕ. Çавăн пекех Диас Айзетов, Никита Лепешкин, Иван Кузьмин тата Анастасия Сумзина спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлама пултарнă. Элина Тумаланова, Анастасия Лепешкина, Рузиля Валитова тата Иван Гончаров çитĕннисен 1-мĕш разряч

Асăрханăр — çÿхе пăр!

Сивĕ кунсем çирĕпленсе çитиччен пăр ултавлă. Каçхи сивĕпе шăнаканскер пĕчĕк йывăрăша чăткалать, анчах кăнтăрла ирĕлекен шыв витĕмĕпе хăвăрт кăпăшланса çемçелет. Пĕвесем çинчи шăннă пăр пăхсан хытă та хулăм курăнать пулин те вăл шанчăксăр. Çавăнпа хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни хĕллен пĕрремĕш кунĕсенче синкерлĕ инкексен сăлтавĕ пулса тăрать те. Вĕсенчен асăрханса питĕ тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Çак чи ансат правилăсене яланах асра тытăр. Тĕттĕм чухне е тĕтре карнă, юр-çумăр çунă пирки кураслăх япăх-тăк, нихăçан та шыв-шур çине ан тухăр. Пăр çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме юрамасть. Пĕрре çапса-тĕксе пăхнипех кăшт та пулин шыв тухрĕ-тĕк, пăр çÿхе, ун тăрăх утма хăрушă. Хăвăр йĕрпех тÿрех каялла таврăнăр. Урасене пăр çинчен уйăрмасăр шуса пымалла. Тепĕр чухне ирĕксĕрех шăннă пĕве-кÿлĕ урл
Тĕрĕслев тĕллевĕпе – ятарласа туянни

Тĕрĕслев тĕллевĕпе – ятарласа туянни

Кунта ветеринари эмелĕсем пирки сăмах пырать. Нумаях пулмасть "Ветеринари çинчен" саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕчĕç. Унта тĕрĕслев тĕллевĕпе ветпрепаратсене ятарласа туянасси пирки каланă. Тĕллев: суту-илÿ йĕркине пăхăннине тĕрĕслесси, суя эмелсем сутнине тупса палăртасси. Тĕрĕслев туянăвĕсене Россельхознадзор планĕпе килĕшÿллĕн ирттерме палăртнă. Мĕн чухлĕ тĕрĕслев пуласси регионсенчи лицензиатсен шутĕнчен килет. Сăмах май, республикăра хальлĕхе выльăх-чĕрлĕх эмелĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 59 лицензиат /çак шутра курттăммăн сутакан — 5 предприяти/ ĕçлет. Анчах та Чăваш Енре ку енпе лицензисĕрех ĕçлекенсем те пуррине кăçал тупса палăртнă. Пĕтĕмпе вара лицензи тата эмелсен çаврăнăшĕн контролĕ енĕпе 10 тĕрĕслев ирттернĕ май административлă 10 ĕç пуçарнă. Хуçалăхсенчен килекен çырусене-çăх

Прокуратурăн çĕнĕ çурт

Василий Пословский район прокуратурин коллективне çĕнĕ çурта куçнă ятпа саламларĕ. — Паян пирĕншĕн, пуриншĕн те савăнăçлă пулăм. Эпир Комсомольскинчи прокуратурăн çĕнĕ çуртне хута яратпăр. Çакă ĕçченсемшĕн те, кунта килсе çÿрекенсемшĕн те — пысăк парне. Çуртра ĕçлеме, çынсене йышăнма пур услови те пур: уйрăм пÿлĕмсем, йышăну пÿлĕмĕ, конференц-зал. Ĕçченсемшĕн — çак паянхи кун чăннипех те кирлĕ çурт. Ăна хута яма тÿпе хывнă кашни çынна тав тăватăп, — терĕ саламласа Василий Митрофанович. — Прокуратура çурчĕ хута кайни район историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлать. Çак пулăма ĕçченсем, район çыннисем чылайранпа кĕтнĕ. Паян ĕмĕт пурнăçланчĕ. Пирĕн умра — илемлĕ те хăтлă çурт. Саламлатăп, — терĕ Александр Осипов. Олег Васильев чи малтанах прокуратурăн халĕ çĕнĕ çурт пурришĕн савăннине

Çĕнĕ клуб часах уçăлĕ

Шурут ялне пырса кĕрсен çĕнĕ, чаплă кермен пек курăнса ларакан çурта асăрхамасăр иртме çук. Ялта пурăнакансем мăнаçланса пĕлтереççĕ: "Кунта пирĕн культура çурчĕ пулать". Халиччен ял çыннисен пĕрле пуçтарăнса уявсене паллă тума, концерт курма, пултарулăхне аталантарма уйрăм вырăн пулман. Вырăнти артистсем Шурут вăтам шкулĕнче хăйсен концерчĕсене кăтартнă, уявсем ирттерме те ял халăхĕ шкулăн акт залне пуçтарăннă. Çывăх вăхăтра вара ялта чăн-чăн культура вучахĕ ялкăшма пуçлĕ. Çĕнĕ клуба ялсене аталантармалли патшалăх программипе килĕшÿллĕн хăпартнă. Çакна валли республика бюджетĕнчен 14 миллион тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне вырăнти бюджетран 700 пин ытла тенкĕ çĕнĕ культура çурчĕ тăвас çĕре кайнă. "Стройкомфорт" ООО ĕçсене апрель уйăхĕнче пикеннĕ. Унтанпа хăйне евĕр проектлă икĕ хутлă çурта хăпа

Чаршав уçăлать те — лекетпĕр асамлă тĕнче авăрне

Мĕнрен пуçланать-ши театр? Нивушлĕ хитре кĕперен? Тен çавăншăн пит пăлханатпăр Кермен алăкне тытиччен. Ытларикун, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, районти культурăпа кану центрĕнче Валентина Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ пуçланса кайнăранпа 50 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Уява халăх театрĕнче вылянă артистсем çеç мар, культура ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленни культура çуртне пырса кĕрсессĕнех сисĕнчĕ. Кермен алăкне уçсассăнах темĕнле асамлăх тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ. Кунта юмахсенчи, спектакльсенчи вун-вун сăнар пуçтарăннă. Районти драма ушкăнĕсен хушшинче иртнĕ Театр çулне халалланă смотр-конкурсăн тата Алексей Балакаевăн пьеси тăрăх лартнă "Амăшĕн чĕри" пукане театрĕн спектаклĕн сăнукерчĕкĕсен выставкипе те паллашма кăсăклă пулчĕ. Унсăр пуçне çитес вăхăтра халăх театрĕн артисчĕсем пуканесем
Лару иртнĕ

Лару иртнĕ

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъекчĕсене патшалăх пулăшăвĕ кÿнĕ чухне коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхаттарас, тупса палăртас тата пĕтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Çакăн пирки ларура ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра предпринимательсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет, çав шутра субсиди парса та. Финанс пулăшăвне тивĕçнисен ку укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла, çакăн пирки отчет памалла. Субсидипе килĕшÿре палăртнă тĕллевсемпе усă курмасан ăна каялла тавăрса пама тивет. Михаил Игнатьев патшалăх пулăшăвне тивĕçекен предпринимательсен хăйсем çине илекен обязат
Ыйту пур-и?

Ыйту пур-и?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа яланах уççăн калаçать. Вăл республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне пĕлме, капланнă ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе журналистсене пресс-конференцие пуçтарать, Чăваш наци телекуравĕн эфирĕнче «тÿрĕ лини» ирттерет. Кунашкал форматлă тĕлпулусем малашне те йĕркеленĕç. Çавна май Михаил Игнатьева памалли ыйтусене вулакансем «Хыпар» хаçат редакцине те ярса пама пултараççĕ. Адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт. Электронлă почта: hypar1@mail.ru. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-967-470-65-35.  
Тирпей-илем кĕртме 165 млрд уйăрма йышăннă

Тирпей-илем кĕртме 165 млрд уйăрма йышăннă

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕсен шайне ÿстерессипе хушма мерăсем йышăнасси пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Указ пурăнмалли çурт-йĕрпе хула хутлăхне аталантармалли нацпроекта пурнăçлассипе çыхăннă. Документпа килĕшÿллĕн ял-хула урамĕсене тирпейлесси, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене хăтлăлатасси республика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăраççĕ. Республика бюджечĕсĕр пуçне муниципалитетсен те çак ĕç валли укçа уйăрассине палăртмалла, ку енĕпе граждансен, предпринимательсен укçине явăçтарассине тивĕçтермелле. Указ пурĕ Чăваш Республикинчи 119 ял поселенийĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен, урамсен таврашĕнчи 1200 ытла объекта тирпейлеме витĕм кÿрĕ. Вăл ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма республика хыснинче пурĕ 1,5 млрд тенкĕ уйăрма пăх

Николай Галкин: «Журналистика — професси çеç мар, вăл — чун туртăмĕ»

Хаçатăн паянхи хăнипе паллаштарма та кирлĕ мар пуль тесе шутлатăп: Комсомольски ялĕнчен тухнă Николай Галкин — республикăри паллă журналист, пичет ĕçне йĕркелекенĕ. Вăл Комсомольскинче вăтам шкул пĕтернĕ, унтан Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ. Унтанпа вăл Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçинче тата организаторĕнче вăй хурать. Вăл тăрăшнипех темиçе хаçат пинлĕ тиражĕсене каялла тавăрма пултарнă. Пĕрле ĕçлекенсем унра тĕп редактор таланчĕпе çине тăма пĕлни çителĕклех пуррине палăртаççĕ. Николай Галкин — Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей тата республика шайĕнчи журналистсен конкурсĕсен çĕнтерÿçи. — Николай Александрович, 50 çул каялла, 1969 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче пирĕн район хаçатĕнче, ун чухне вăл "Октябрь ялавĕ" ятпа тухса тăнă, Сирĕн пĕррем