Суббота, 20 апреля

Публикации

Йĕркене кĕртичченех куçран вĕçертмĕç

Йĕркене кĕртичченех куçран вĕçертмĕç

Çак çĕр лаптăкĕсем пирки пĕрре мар сăмах тапратнă пулсан та ку ыйту татах та таврăнассăн туйăнать. Вăрмана çаврăннă çĕр лаптăкĕсене хăçан йĕркене кĕртсе пĕтерĕç-ши? Элĕк районĕнчи Питĕшкасси тата Крымсарайкă ял тăрăхĕсен чиккинче вырнаçнă çĕрсене усă курмасăр чылай вăхăт вырттарнăшăн 2016 çулта "Плодородие - Лукоянов" обществăран Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе туртса илнине астăватăр ĕнтĕ. Йĕркипе пуçлар, 2013 çулхи август уйăхĕнче, Элĕк район администрацийĕн çырăвне тĕпе хурса, Россельхознадзор тĕрĕслев-сăнав мероприятийĕсем ирттернĕ май, юхăннă 1100 ытла гектар çĕр тĕлне пырса тухнă. Çĕре япăх витĕм кÿрекен пулăмсенчен хÿтĕлеменшĕн, пусă çаврăнăшне кĕртменшĕн лаптăксен хуçине штраф тÿлеме тата йĕркесĕрлĕхе 2014 çулхи июль уйăхĕччен пĕтерме хушса предписани панăччĕ. Çак та

Тÿрĕ лини – хуравсем уçăмлă

Паянхи кун пĕр-пĕринпе кирек хăш темăпа калаçсан та юлашкинчен е малтан коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас ыйту патне çитетпĕр. Ку енĕпе интернет, телевидени, радио, хаçат-журнал сахал мар ĕç тăваççĕ пулин те халăха хумхантаракан ыйту та чылай-ха. Шăпах вĕсене уçăмлатас тĕллевпе Чăваш Республикинче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине хирĕç кĕрешекен тата вируса региона урăх çĕртен илсе килме пултарасран асăрхаттарас енĕпе тимлекен оперативлă штаб çумĕнчи ĕç ушкăнĕ апрелĕн 9-мĕшĕнче черетлĕ тÿрĕ лини ирттерчĕ. Ĕç ушкăнĕн ертÿçи — Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ çумĕ Алла Салаева, тÿрĕ линие уçнă май, республикăра çак хăрушă вирус пандемийĕ сарăлассине чарас тĕлĕшпе мĕн май килнине йăлтах тума тăрăшни çинчен аса илтерчĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсе

КОРОНАВИРУС: санран, манран, пирĕнтен килет. Урама сăлтавсăрах тухар мар!

ТĔНЧИПЕ сарăлса пыракан хăрушă вирусран юнашар пурăнакансем, утса çÿрекенсем чирлеме е вилме тытăнсан кăна ăса кĕрет пулмалла районта пурăнакан халăх. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн чире сарăлма чарас сăлтавпа пурин те килте лармалли, апат-çимĕç магазинĕсемпе аптекăсемсĕр пуçне суту-илÿ çурчĕсене, халăх йышлăн пухăнакан ытти вырăнсене хупмалли çинчен Указне пăхăнманнисем пайтах. Мĕншĕн? Çынсем йышлăн чирлеме пуçласассăн çеç хыпаланса ÿксе килтен тухма пăрахĕç-ши? Калама хĕн. Пурнăç кăтартĕ. Паянхи куна вара çапла калас килет: районта пурăнакансем лару-тăрăва кирлĕ пек хакламаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Йĕркипех пуçлар. Тĕрĕслев хăратать-ши? Çак кунсенче район прокуратури, Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕ, Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕ, район администрацийĕ, районти шалти ĕçсе
Пособи илессине тăсаççĕ

Пособи илессине тăсаççĕ

ЧР Пуçлăхĕн апрелĕн 3-мĕшĕнче йышăннă Указĕпе килĕшÿллĕн апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă хушуччен социаллă хÿтлĕх пайĕсем халăха малтанхи пекех йышлăн йышăнмаççĕ. Заявленисене дистанци мелĕпе: Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă, вырăнти социаллă хÿтлĕх пайĕн электрон почти çине, почта çыхăнăвĕ урлă — йышăнаççĕ. Хальччен пособисем илмен тата çăмăллăхсемпе усă курман граждансем çеç "хĕрÿ лини" телефонĕсемпе шăнкăравласа харпăр хăй йышăнăвĕ валли маларах çырăнса хума пултараççĕ. Мартăн 25-мĕшĕ тĕлне илсе тăнă пособисемпе çăмăллăхсене октябрĕн 1-мĕшĕччен çĕнĕрен документсем илсе пымасăрах тăсса параççĕ. Чир ертес хăрушлăхри ушкăна кĕрекенсене /65 çултан аслисене, вăраха кайнă чир-чĕрлĕ çынсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене/ тата чирĕн малтанхи паллисем палăракан çынсене килте ларма ыйтат
Чунра патриотлăх туйăмĕ пултăр

Чунра патриотлăх туйăмĕ пултăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче туптаннă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейлĕ çулталăкĕнче пурин чĕринче те мăнаçлăхпа мухтав туйăмĕ хĕрÿллĕ: кашниех çĕнтерÿçĕ-ăрăва паянхи тăнăç пурнăçшăн тав туса пуçне таять. Нĕркеçри Çĕнĕкас урамĕнче çарран чупнă вăхăтри ачалăха аса илес пулсан, куç умне хапха юпи çинчи пĕчĕк хĕрлĕ çăлтăрсем тухса тăраççĕ. Иккĕччĕ вĕсем. — Анне, мĕне пĕлтереççĕ çак çăлтăрсем? Пĕрин тата хĕрри-сем хура тĕслĕ, — ыйтнăччĕ шкула ярса пуснă малтанхи çулсенчех. — Пирĕн çуртран тухнă паттăрсене чысласа çапса хунă ăна. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн килтен иккĕн хутшăннă, — хуравларĕ анне ун чухне. Куç умĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсем. Килте асатте уксахласа çÿрет. Мăн сухаллăскер ăна якатса илет. Кĕпи çинчен яланах пиçиххи çыхать. Каç енне сулахай урине çыхнă тутăра салтса ил

Çутă ĕмĕтсене вăрçă татнă

Халăх историйĕнчи чи хаяр, хăрушă вăрçă кĕрлевĕ шăпланнăранпа 75 çул çитрĕ. Хальхи вăхăтра ялсенче хаяр вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветеран-салтаксем юлмарĕç те ĕнтĕ. Вĕсемпе пĕрле пирĕн çĕршыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă тапхăр та хыçа юлать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансассăн Аслă Çĕрпÿел ял хутлăхĕнчен кашни килтен тенĕ пекех тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Чи хăрушши — тăван киле каялла çаврăнса çитейменни. Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Григорьевсен çемйине те 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçă нумай хуйхă, асап илсе килнĕ. Тăванĕсем сыхласа хăварнă паттăрăн чуна пырса тивекен, киле çитеймен çырăвĕсене хумханмасăр ниепле те вулаймастăн. Манăн сире 1909 çулта кун çути курнă Филипп Григорьевич Григорьев шăпипе паллаштарас килет. Филипп Григорьевич хресчен çемйинче çуралнă, çемьере асли

Салтакăн тăванĕсене шыраççĕ

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет пулин те, çак тапхăр нумай çын пурнăçĕнче пысăк йĕр хăварнă. Чылайăшĕ паянхи кунчченех çывăх тăванĕсем ăçта иккенне, паттăр салтаксем ăçта пуç хунине, вĕсен вил тăприйĕсем ăçтине тĕпчет. Хаяр вăрçă кашни çын чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Мĕн чухлĕ материал алă витĕр тухать, кашниех тăванне аса илет, пĕлнине çырса кăтартать. Акă, нумаях пулмасть хаçат редакцине Донбассра пурăнакан пĕр çын килсе кайрĕ. Вăл Иван Ильич Сятминăн тăванĕсене шырать. Тĕрĕсрех çырсассăн, Иван Ильичăн çывăх çыннисемпе Анжела Сятмина паллашасшăн. Иван Ильич Сятмин салтак пирки вара вĕсен алăра кĕске истори çеç пур. Иван Ильич 1920 çулта çурални, вăл 1939 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче çара кайни тата салтак хыпарсăр çухални паллă. Çавăнпа та вĕсем унăн тăванĕсене туп

Ĕнесем классика кĕвви итлеççĕ

"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕр самант та канса ларма май çук. Выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра апатлантармалла, ĕнесене сумалла, тасатмалла. Ял хуçалăхĕ яланах ĕç вăйĕпе шавласа тăрать. Кăтартусене лайăхлатас тĕллевпе, палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе вăй хураççĕ ĕçченсем. Карантин тесе килте ларма çук, ятарлă маскасем çыхса, профилактикăпа гигиена нормисене пăхăнса чĕлхесĕр тусĕсем патне васкаççĕ. Тукай ялĕнчи аялти урама çитерекен çулпа аннă май кăвак тăрăллă витене тÿрех асăрхарăм. Шăпах çакăнта 200 пуç сăвакан ĕне тытмалли ферма вырнаçнă. Вырăна çитсессĕн пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланни куç умне пулчĕ. Кăçалхи кăтартусемпе Петр Зверев зоотехник паллаштарчĕ. — Хальхи вăхăтра пĕр ĕнерен талăкра вăтамран 22 килограмм сĕт сăватпăр. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăтарту ÿснĕ
Чир алхасать, йĕрке çирĕпленет

Чир алхасать, йĕрке çирĕпленет

Раççей Президенчĕн Владимир Путин хушăвĕпе килĕшÿллĕн коронавирус чирĕ сарăласран асăрханас тĕллевпе апрелĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса уйрăм хушуччен Чăваш Енре ятарлă сыхлăх мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă. Ун пирки калакан Указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев апрелĕн 3-мĕшĕнче алă пуснă. Çак документпа килĕшÿллĕн обществăлла апатлану, канупа спорт урежденийĕсемпе организацийĕсем ĕçлемĕç. Çавăн пекех чарусем çул çÿрев тытăмне те пырса тивĕç. Хуласем хушшинчи /междугородный/ пассажирсем турттарас ĕçе вăхăтлăха чарса лартĕç. Хула çывăхĕнчи /пригородный/ автобуссем 5 сехетрен пуçласа 9 сехетчен, 12 сехетрен пуçласа 14 сехетчен тата 17 сехетрен пуçласа 21 сехетчен çеç халăха турттарĕç. Суту-илĕве илсен апат-çимĕç сутакан тата куллен кирлĕ таварсен лавкки

Танкистсене манар мар

Февралĕн 16-мĕшĕнче пирĕн района танк илсе çитерчĕç. Тĕрлĕ çулсенче Германире хĕсметре пулнă салтаксем тăрăшнипе икĕ çул каялла çуралнă шухăш паянхи куна пурнăçланчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăннă тепĕр палăк Çĕнтерÿ кунне уçăласса шансах тăратпăр. Хамăр районта çуралса ÿснĕ, вăрçăра пуçĕсене хунă тата чĕрĕ-сывă таврăннă танкистсене ятран пĕлетпĕр-ши эпир; Ăçта та пулсан вĕсем çинчен ятарласа тунă список пур-ши? Йăлмахва ялĕнчен вăрçă çулĕсенче 4 танкист пулнине документсемпех çирĕплетсе калама май пур. Андрей Исаевич Зайцев 1918 çулта çуралнă, Патăрьел ялĕнче учитель профессине алла илнĕ. Çав районтах Татмăш ялĕнчи шкулта ачасене вĕрентнĕ. Вăрçă пуçланиччен Смоленск облаçĕнчи Косачевка ялĕ çывăхĕнче çар тивĕçне пурнăçланă. Тăшмансем пирĕн Совет çĕрĕ çине вăрç