Публикации

Чарусене пăрахăçлама май çук

Чарусене пăрахăçлама май çук

Çак кунсенче РФ Президенчĕ В.В.Путин çĕршывра самоизоляци йĕркине пĕтерсе пыма майсем пурри çинчен пĕлтерчĕ. Çакна тума регионсен виçĕ кăтартăва тивĕçтермелли пирки каларĕ. Шел пулин те, пирĕн республикăра хальлĕхе пандемипе çыхăннă чарусене пĕтĕмпех пăрахăçласси çинчен ĕмĕтленмелли те çук. Май уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнса республикăра коронавирус ернĕ çынсен шучĕ темиçе хут пысăкланнă. Унччен симптомсăр инфекциллисем ытларах — 90 процент — пулнă пулсан, халĕ регионта йывăр чирлĕ çынсен шучĕ тăруках ÿснĕ. Инфекци симптомĕллĕ граждансен пысăк пайĕ — Чăваш Ене ют регионсенчен таврăннисем. Чи хăрушши — вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ирĕкĕпе медицина учрежденийĕсене пыманни, сывлăхне тĕрĕслеттерменни. Шăпах çакă инфекци сарăлассине вăй панă. Района илес пулсан, лару-тăру çивĕчленсе пыни куçкĕрет.
Вăрçă паттăрĕсем яланах асра

Вăрçă паттăрĕсем яланах асра

Кăçалхи Çĕнтерÿ кунĕ пĕрремĕш хут йăлана кĕнĕ парадсăр иртрĕ. Коронавирус пандемине пула çĕршывра пур массăллă мероприятие те ирттерме чарнă, пурне те самоизоляцире килте пулма ыйтаççĕ, урама ытлашши тухса çÿреме юрамасть. Районта Çĕнтерÿ кунĕ яланхи пек мар, çапах та асра юлмалла иртрĕ. Комсомольскинчи тĕп лапамри информаци экранĕ çинче пирĕн несĕлсен паттăрлăхне сăнлакан кадрсене кăтартрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăксем патне чечек кăшăлĕсем кайса хучĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ организацисемпе предприятисем те маларах палăртнă график тăрăх палăксем патне çитрĕç, паттăр ентешсене асăнса чечексем хучĕç. ЧР Пуçлă

Шăкăл-шăкăл пушмакпа качака çÿрет

Çуркунне çитрĕ те пуçланчĕ. Мĕн тетĕр-и? Качакасем ирĕке тухрĕç. Вĕсене халь урамра е пĕр-пĕр учреждени-организаци территорийĕнче çÿренине сăнама, курма пулать. Çак кунсенче вара вĕсем "Каçал ен" хаçат редакцийĕн пахчинчи чечексене пит юратрĕç. Хĕл кунĕсенче хупăнса тăнăскерсем, халĕ ирĕкре йăкăлт-якăлт сиккелесе çеç çÿреççĕ. Чи малтан качакасене редакци пахчи илĕртнĕ пулмалла. Кунта вĕсем чечеке ларма хатĕрленекен тюльпансене ирĕккĕнех шĕкĕлчесе тухрĕç те малалла централла чупрĕç. Малашне вĕсем ытти вырăнсене те çитĕç, унти лару-тăрупа паллашĕç, нумай сăтăр кÿрĕç. Çав вăхăтра вара хуçисем коронавирусран сыхланса килĕсенче ларĕç. Н. МЕДВЕДЕВА.
Чăваш Ен: старта тухмалли позицисем

Чăваш Ен: старта тухмалли позицисем

Республика Правительствинче нумаях пулмасть Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программине тишкерчĕç. Ăна Пĕтĕм тĕнчери регионсен аталанăвĕн центрĕн ертÿçи Игорь Меламед ертсе пынипе вырăнти специалистсемпе Мускав специалисчĕсен команди хатĕрленĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухнех пĕрре кăна мар палăртнă:"Малалла каяс тесен хамăрăн мĕн пуррине, пирĕн старт условийĕсем мĕнлереххине, пĕлмелле". Республикăра пурăнакансем те тĕлĕнеççĕ: юлашки вунă çулта мĕн пур трибуна çинчен, телеэкрансенчен пирĕн пĕтĕмпех лайăх тесе ăнлантаратчĕç, мĕнле майпа Чăваш Ен чи чухăн регионсен шутне лекме пултарчĕ-ха?" Ыттисемпе пĕрлех шăпах çак ыйтусене хуравлать те Меламед командин программа шайĕнчи ĕçĕ. Хресчен сĕт сутрĕ… Регион
План тăрăх пурнăçланать

План тăрăх пурнăçланать

Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатĕнче призывпа çыхăннă ĕçсем малалла пыраççĕ. Çар комиссарĕ Сергей Данилов пире вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. — Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн яшсене салтака ямалли план пур-и? — Паллах. Çурхи призыв планпа палăртнă тăрăх пурнăçланать. Çак призывра пирĕн икĕ районĕпе пурĕ 73 яша çар ретне тăратмалла. Республикипе илес пулсассăн, çурхи призывпа салтака каякансен йышĕ — 1300 çын ытла. — Призыв вăхăтĕнче мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр? — Призывпа çыхăннă ĕçсене çулталăкĕпех пурнăçлатпăр. Хальхи вăхăтра призывниксен списокне дистанци мелĕпе — интернетпа тата телефонпа усă курса — тĕрĕслетпĕр. Медицина тĕрĕслевĕсене майăн 12-мĕшĕ хыççăн пикенме палăртнă. Майăн 20-мĕшĕ хыççăн призывниксене Шупашкарти пуçтарăнмалли пункта ăсат
Об особенностях разрешительной деятельности

Об особенностях разрешительной деятельности

Распоряжением ФСВНГ РФ от 17.04.2020 г. № 1/369-Р "Об установлении особенностей осуществления в 2020 году разрешительной деятельности, нормативное правовое регулирование которого отнесено к компетенции ФСВНГ РФ", в целях реализации постановления Правительства РФ от 03.04.2020 г. № 440 "О продлении действия разрешений и иных особенностях в отношении разрешительной деятельности в 2020 году" установлено, что: подтверждение соответствия юридических лиц, физических лиц и индивидуальных предпринимателей обязательным требованиям, в том числе предусматривающим переоформление /продление/ лицензий, разрешений, удостоверений частного охранника и иных разрешительных документов, установленных законодательством РФ об оружии и частной охранной деятельности, за исключением лицензий на осуществление частн
Перенесли сроки уплаты налогов и сдачи налоговой отчетности

Перенесли сроки уплаты налогов и сдачи налоговой отчетности

Межрайонная инспекция ФНС России № 2 по Чувашской Республике сообщает, что Правительство РФ приняло меры по поддержке бизнеса, занятого в пострадавших от коронавируса отраслях, включая малое и среднее предпринимательство. Соответствующее постановление от 02.04.2020 № 409 подписал председатель Правительства РФ. С информацией о мерах поддержки бизнеса также можно ознакомиться в специальном разделе на сайте ФНС России. В частности, субъектам малого и среднего бизнеса, которые включены в реестр МСП и ведут деятельность в пострадавших отраслях, перенесены сроки уплаты налогов: 1.на шесть месяцев: — налога на прибыль, единого сельскохозяйственного налога и налога по УСН за 2019 год; — налогов /авансовых платежей/ за март и первый квартал 2020 года /за исключением НДС, НПД и налогов, уплачива
Килте ларма хал çитересчĕ

Килте ларма хал çитересчĕ

Чи хаклă пурлăх — сывлăх тетпĕр. Сывлăха  укçапа туянма çук, çавăнпа та ăна мĕн ачаран упрас пулать. Паянхи кун сывлăх ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч пулса тăчĕ. Тĕнчере коронавирус алхаснă вăхăтра чиртен асăрханасси малти вырăнта тăрать.  Шел пулин те, Раççейри лару-тăрупа паллашни чунри лăпкăлăха çухатать. Юлашки вăхăтра кашни талăкра чир ернисен шучĕ 10 пин çын ытла хушăнса пырать. Республикăри кăтартусем те савăнтармаççĕ. Коронавирус чирĕ ернисен шучĕ кунран-кун ÿссе пырать. Майăн 6-мĕшĕ тĕлне республикăра пурĕ çакăн пек 892 çынна шута илнĕ. Чир сарăлма пуçланăранпа 161 çын сывалнă та ĕнтĕ, 8 çын пурнăçран уйрăлнă. Районта та çак амак ернĕ çынсем пур. Хальлĕхе кун пеккисем — 15 çын. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хăрушă чире ертес мар тесен килте лармалла, çынсемпе хутшăнмалла мар. Çакна шута илсе п
Хаяр кунсене нихăçан та манас çук

Хаяр кунсене нихăçан та манас çук

Хăрушă  вăрçă пур çемьере те  тÿрленми чĕре суранĕсем хăварнă.  Мирлĕ пурнăçпа савăнса пурăннишĕн  пирĕн вăрçă ветеранĕсене çĕре çити пуç тайса тав тумалла. Вĕсем хăйсен пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартнă.  Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тăшманпа  çапăçнă ветерансем хăйсен пурнăçĕнчи çак тапхăра нихăçан та манас çук.  Вĕсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан хисеплĕ çын, СССР Журна-листсен союзĕн членĕ,  "Халăх корреспонденчĕ" ята тивĕçнĕ Ревокат Прохорович Моисеев. Вăл 1941 çулхи  декабрьте  çара кайнă. Каччă 1-мĕш çыхăну полкне лекнĕ. Кĕçĕн командирсем хатĕрлекен курс хыççăн  ăна Хĕвеланăç фронтне  илсе кайнă. Вăл малтан миномет дивизийĕнче телефонист пулнă. 1942 çулхи  октябрьте  ăна стрелоксен полкне куçар
Вăрçăра связист пулнă

Вăрçăра связист пулнă

Вăрçă никама та уйăрса тăмасть: ача-и эсĕ, ватă çын-и, хĕрарăм-и, арçын-и... Вăл  никама та шеллемест, пурне те йывăрлăха кĕртсе ÿкерет, тем тĕрлĕ асаплантарать. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерĕве çывхартма арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те хăйсен пысăк тÿпине хывнă. Хĕр-хĕрарăмсен черчен хулпуççийĕсем çине тылри пĕтĕм йывăр ĕç тиеннĕ. Çавăн пекех фронта тухса кайса тăшманпа çапăçнă хĕрарăмсем те пулнă пирĕн районта. Лидия Титовна Титова çав çулсене хальхи пекех ас тăвать. Тăшман пирĕн çĕршыв çине тапăннă вăхăтра Лида 18 çулти хĕр пулнă. Ун чухне вăл Канашра Перекет банкĕн уйрăмĕнче тăрăшнă. Хăрушă хыпар пĕлтернĕ çав куна кинемей халĕ те куççульленсе аса илет. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче  çамрăк хĕрсене, çав йышра Лидăна та, окоп чавма илсе кайнă. Çак ĕçре вĕсем апрель уйăхĕчче