Четверг, 25 апреля

Публикации

Акцие хутшăн!

Акцие хутшăн!

Районта "Вĕренме кайма пулăш" акци пырать. Акцие çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче социаллă пулăшу кирлĕ çемьесене тупса палăртас, çавăн пекех вĕренмен çул çитмен ачасене вĕренÿ учрежденийĕсене вырнаçтарас тĕллевпе пуçарнă. Çак вăхăтра уйрăмах йывăрлăха лекнĕ çемьесене тимлĕх уйăраççĕ. Акцие районти кашни çын тÿпе хывма пултарать. Кăмăл тăвакансем шкул хатĕрĕсене, япаласене район администрацийĕн 52, 12, 9-мĕш пÿлĕмĕсене илсе килсе пама пултараççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8/83539/ 5-10-02. Пурте пĕрле йывăр лару-тăрури çемьесене пулăшар! Т.СМИРНОВА.  
«Асăрханăр, ачасем!»

«Асăрханăр, ачасем!»

Августăн 24-мĕшĕпе сентябрĕн 11-мĕшĕччен республикăра "Асăрханăр — ачасем!" профилактика мероприятийĕ иртет. Унпа килĕшÿллĕн районти ÇÇХПИ уйрăмĕн ĕçченĕсем ачасемпе тата вĕсен саккунлă представителĕсемпе ĕçлĕç, ачасем çулсем çинче инкеке ан лекчĕр, çул-йĕр правилисене пăхăнччăр тесе калаçусем ирттерĕç. Д.СОЛОВЬЕВ.  

Депутат ял çыннисемпе курнăçрĕ

Малтанах вăл райпон "Хлебозавод" ООО ĕçĕпе паллашрĕ, коллективпа тĕл пулса ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хурав пачĕ, хальхи вăхăтра çÿлерех асăннă партин членĕсем Патшалăх Думинче пенсие тухмалли унчченхи срока каялла тавăрас тесе ыйту çĕкленине палăртрĕ. Ку, паллах, пурне те пырса тивекен ыйту, итлекенсем çакна ырларĕç. Кайран Игорь Юрьевич "Восток" ЯХПКра йĕтем çинче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, ял çыннисене хумхантаракан ыйтусем çине хурав пачĕ, хуçалăх ертÿçине В.Михеева çитес суйлава ăнăçлă хутшăнма ыр сунса хăварчĕ. Районтан кайиччен депутат çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕ. Çав шутра Н.С.Морозов, Н.В.Иванов ялта ĕçленĕ механизаторсене çăмăллăхсемпе тивĕçтерес тата ял çыннисене çĕр лаптăкĕсене каялла тавăрса парас ыйтусене çĕклерĕç. Игорь Юрьевич вĕсене пулăшма шантарчĕ. Районти ĕçлĕ тĕлпу
Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр ăнса пулнă

Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр ăнса пулнă

Çуркунне акнă вăрă шăтасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Шăтса тухсан апатлантарас, чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăран упрас шухăш пуçланать. Кĕр енне кайсан тухăçа тăкаксăр пуçтарса кĕртесси, пайталлă вырнаçтарасси тĕп вырăн йышăнать. Унсăр пуçне тата çитес çул пуян тухăç туса илес тесе кăçалах тăрăшма пикенмелле. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн специалисчĕсем "Комсомольские овощи" агрофирмăн пахча-çимĕç акнă анисем çинчи ĕç-пуçпа паллашрĕç. Агрофирмăра хĕрлĕ чĕкĕнтĕре кăларма пикеннĕ. «Комсомольские овощи» ООО директорĕн çумĕ Василий Андреев каланă тăрăх унăн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 350 центнерпа танлашмалла. Хуçалăх лайăх упранакан тата сутма юрăхлă "Камаро F1" хĕрлĕ чĕкĕнтĕр сортне çитĕнтернĕ. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр ани çинче вăтăр çын пĕр сменăпа ĕçлет.
Шкул автобусĕсем вĕренÿ çулне хатĕр

Шкул автобусĕсем вĕренÿ çулне хатĕр

Августăн 21-мĕшĕнче районти ачасене турттаракан шкул автобусĕсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Кăçал районти 44 ялти 651 вĕренекене 14 шкул автобусĕ турттарĕ. Ачасене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса турттарасси, кирлĕ документсем пурри тата техника юсавлăхĕ тĕрĕслевре тĕп вырăн йышăнчĕç. Кашни автобус патнех социаллă педагог çирĕплетнĕ, вĕренекенсем ятарлă инструктаж илеççĕ. Ачасене автобус çинчи ĕç стажĕ виçĕ çултан кая мар опытлă водительсем турттараççĕ. Вĕсемпе ДОСААФ-ăн районти пайĕнче çулленхи хатĕрленĕве ирттернĕ. Çавăн пекех водительсем рейса тухиччен те, хыççăн та медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассине йĕркеленĕ. Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.  
Чирлекенсем пур-ха

Чирлекенсем пур-ха

Районта коронавируспа чирлисен йышĕ чакса пырать. Августăн 21-мĕшĕ тĕлне COVID-19 эпидеми тапхăрĕ пуçланнăранпа районта пурăнакан 583 çын сăнавра пулнă. Хальлĕхе 6 çын коронавируспа чирлĕ, 368-шĕ чирлĕ çынпа хутшăннисем, 5 çын килте карантинра. 191 çын çак усал чиртен сывалнă. 5 чирлĕ çынна госпитализациленĕ, чире пула 3 çын вилнĕ. Карантин тапхăрĕ иртнĕ май 364 çынна сăнавран кăларнă. Коронавируспа чирлекенсен йышĕ чакни лăпланмалли сăлтав мар. Çак чирпе республикăра 7551 çын чирленĕ, 68-шĕ вилнĕ. Раççейĕпе вара — 961493 çын чирленĕ, 16448 çын пурнăçран уйрăлнă. Çавăнпа та хамăр сывлăха пур енлĕн упрама тăрăшасчĕ.
Кĕрхи культурăсене акаççĕ

Кĕрхи культурăсене акаççĕ

Çак кунсенче районти хăш-пĕр хуçалăхсем кĕрхи акана тухнă. "Урожай", "Искра" колхозсем, "Труд", "Асаново" ЯХПКсем, "Слава картофелю" агрофирма кĕрхи культурăсене акма пикеннĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов "Слава картофелю" агрофирмăн уйне çитсе ака мĕнле пынипе паллашнă, хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулса çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. План тăрăх, пурĕ районĕпе 4916 гектар çинче кĕрхисене акса хăвармалла. Хальлĕхе хуçалăхсем 296 гектар çинче ку ĕçе пурнăçланă. Августăн 24-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем 7926 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Пурĕ 25073,5 тонна тырă пÿлмесене кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 31,6 центнерпа танлашнă. "Слава картофелю" агрофирмăра çĕрулми кăларма пикеннĕ. Хальлĕхе ку ĕçе 8 гектар çинче пурнăçланă

Тĕллев пурнăçланчĕ!

Çĕрпÿ районĕнчи Анатри Шурçырма ялĕ... Кун пек ялсем Чăваш Енре пин çурă ытла. Вĕсенче, тĕслĕхрен, Надежда Романованни пеккинче, вуншар пин çемье пурăнать. Вĕсен ăнăçлăхĕнчен ял шăпи килет: ял урамĕсенче ачасен хаваслă сасси янăрĕ е пурăнман пушă çуртсенче тискер çил улани илтĕнĕ. Эпир Анатри Шурçырмана эрнекун ирех çитрĕмĕр. Романовсен çуртĕнче ĕç вĕресе кăна тăратчĕ: ачасем урай çăватчĕç, кил картинче тирпейлетчĕç, тĕпелте вара вĕсен амăшĕ Надежда Геронтьевна тăрмашатчĕ. Палăртнă тăрăх, "субботнике" Шупашкартан журналистсем килнипе пуçăнман, ăна урăх пулăма пула пуçарнă. — Ыран пирĕн туй. Кун пек лару-тăрушăн пире каçарăр, — айăпне сирме хăтланнă пек калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Аслă хĕрĕмĕре качча па- ратпăр. Надежда Геронтьевна 45 çулта. Анчах та унăн çамрăк сăн-питне, яштака кĕлет
Шкулсем ĕçлеме хатĕр

Шкулсем ĕçлеме хатĕр

Сентябрĕн 1-мĕшĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Ашшĕ-амăшне кăсăклантаракан ыйтусем çине Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев хуравлать. — Сергей Петрович, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пире мĕн кĕтет: классенчи уроксем-и е мĕн те пулсан урăххи-и? — Вĕренÿ тытăмĕшĕн Пĕлÿ кунĕ яланах уяв, кăçал та вăл çавăн пек пулмалла. Анчах та çак уяв çĕршыври чарусене тата Роспотребнадзор çирĕплетнĕ хушусене шута илсе иртмелле. — Уроксем мĕнле иртĕç? Роспотребнадзор хушăвĕсем питĕ çирĕп-çке. — Çапла, Роспотребнадзор требованийĕсене пăхăнса ĕçлемелле пулать. Шкулти ир ачасен ÿт температурине виçессипе пуçланĕ. Температура ÿснĕ вĕренекен шкулта пулсан кашни шкул хăй тĕллĕн йышăну тăвĕ. Ачасем аллисене дезинфекци тăвĕç, унтан тин классене кĕрĕç. Шкул ачисем классем тăрăх куçса çÿремĕç
Ăстаçă аллинче тимĕре те чун кĕрет

Ăстаçă аллинче тимĕре те чун кĕрет

Ача чухне, аслисем асăрхаттарсан та, сварка тунă вăхăтра сирпĕнекен вут-хĕме сăнама чылайăшĕ юратнă пулĕ. Темле асамлă вăй куç пăвать тейĕн. Чунсăр, сивĕ тимĕр ăстаçă аллинче пластилин евĕр тем тĕрлĕ формăсем йышăнни чăннипех те тĕлĕнтермĕш мар-и? Мĕнлерех хитре эрешсем тĕрĕленеççĕ, çĕввисем çыпăçуллă пулаççĕ профессионал аллинче. Хытă, алă вĕççĕн авайман, итлеттереймен материалтан хÿхĕм илемлĕх тĕнчи çурални чăннипех те асамлă. Нумай чухне куракан хитрелĕх сварщикĕн çăмăл мар ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулнине вара эпир пуçа илместпĕр. Сварщик — чăн-чăн арçынсен профессийĕ. Çавăнпа ĕнтĕ ăна суйласа илекенсем чăтăмлăхпа, ĕçченлĕхпе, кăмăл çирĕплĕхĕпе, ĕçе типтерлĕ пурнăçланипе палăрса тăраççĕ. Хирти Мăнтăрта профессине чун туртăмĕпе суйласа илнĕ сварщик — Владимир Максимов пурăнать. Иртсе çÿренĕ чу