Публикации

Олег Николаев вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕ

Олег Николаев вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕ

Августăн 18-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ.  Ĕçлĕ делегаци чи малтанах Гульнара Минсаидовна  Хайртдинован фермер хуçалăхĕ тирпейлесе хатĕрлекен сĕт-çу продукцийĕн производствипе паллашрĕ. Комбинатăн   кулленхи  ĕçĕ-хĕлĕ çинчен  Минсихат     Хайртдинов тĕплĕн каласа кăтартрĕ. —  Тутлă та техĕмлĕ продукци хатĕрлеме  пахалăхлă сĕт кирлĕ.  Сĕте вырăнти тата кÿршĕ районсенчи  ял хуçалăх предприятийĕсенчен, уйрăм хуçалăхсенчен, уйрăм предпринимательсенчен туянатпăр. Чи малтанах продукци ассортименчĕ пысăках пулман. Халĕ вара вăй илсе пынă май  ассортимента пысăклататпăр, сĕтрен çĕнĕрен те çĕнĕ продуктсем  хатĕрлетпĕр. Ĕçченсем çителĕклĕ,
Паттăрсем асра упранччăр

Паттăрсем асра упранччăр

1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ... Аслă Çĕнтерÿ кунĕ... Çак кун пирĕнтен çулран-çул аякка кайса пырать. Апла пулин те, мĕнле хакпа Çĕнтерÿ туптаннине эпир халĕ те асра тытатпăр, асатте-мăнасаттесен паттăрлăхĕ çинчен хамăрăн ачасене каласа паратпăр, вĕсен орден-медалĕсене кăтартса пулас ăрусене те пирĕн халăхăн историне асра тытма халаллатпăр.   Вăрçă никама та шеллемен, кашни çемье çак юнлă çулсенче çухату тÿснĕ. Акă, Хирти Мăрат ялĕнчен 69 çын вăрçă хирĕнче выртса юлнă, тăван яла çĕнтерÿпе чĕрĕ-сывă таврăнма шăпи пÿрмен вĕсене. Шăпах çак паттăр салтаксене асăнса çак кунсенче ял варринче "Хирти Мăрат паттăрĕсене..." ятлă обелиск уçнă. 69 салтакăн ячĕ-хушамачĕ çак обелиск çинче ĕмĕрлĕх çырăннă. Обелиск тăвас шухăша чи малтанах çак ялта çуралса ÿснĕ Вячеслав Степанов сĕннĕ. Унăн сĕнĕвн
Ял çыннине çурт лартма ипотека пулăшать

Ял çыннине çурт лартма ипотека пулăшать

  Юратакан çынпа хÿшĕре те çăтмах теççĕ халăхра. Çăтмахĕ çăтмах пулĕ те, хÿшĕ вырăнне хăтлă çурт пулсан, паллах, лайăхрах. Çавăнпах ĕнтĕ чылай çемье ипотека илсе те пулин пысăк çурт лартма е çĕнĕ хваттер туянма тăрăшать. Ялсенче тĕпленес кăмăллисене вара кăçалтан ĕçлеме пуçланă çăмăллăхлă ял ипотекин программи питех те пулăшать. Çак программа тăрăх нихăçан курман пĕчĕк процентсемпе ял-салара çурт лартма е туянма Раççей ял хуçалăх банкĕ е Перекет банкĕ урлă кредит илме пулать. Ял ипотекине 3 миллион тенкĕ таран параççĕ. Çак укçапа усă курса хатĕр çурт туянма е çĕнĕ çурт хăпартма пулать. Пÿрт лартмалăх çĕр участокĕ çук пулсан та ипотека программи пулăшĕ. Çавăн пекех çак укçапа усă курса кивелнĕ çурта е хуралтăсене юсаса çĕнетме те пулать. Асăннă программăпа ялсенче çеç мар, 30 пин
Контейнерсене темĕн те тултараççĕ

Контейнерсене темĕн те тултараççĕ

Хальхи вăхăтра çÿп-çап ăçта килнĕ унта выртни сахалрах курăнать.  Çакă пĕтĕмпех  хыт каяшсене вăхăтра турттарса тухнипе çыхăннах ĕнтĕ.  "Экоцентр"  МВК  контейнерсене палăртнă графикпа тиесе тухать, анчах та тепĕр чухне вара контейнерсем тулса кайнине тата вĕсем тавра темĕн те выртнине асăрхама тивет. Çынсем асăннă контейнерсене тăтăшах   вилнĕ кайăк-кĕшĕк, пуснă выльăх каяшĕсем тултарма пуçларĕç. "Уншăн укçа тÿлетпĕр, çавăнпа та мĕн-пур çÿп-çапа çакăнта пăрахатпăр", —  текенсем те сахал мар. Анчах та хăш-пĕр ăпăр-тапăрсене çунтарма, курăка выльăха çитерме, навус çине пăрахма пулать-çке. Картиш шăлса пуçтарнă   тăпрапа хутăш çÿп-çапа, çумланă курăксене, туратсене пурне те контейнерсем патне йăтаççĕ. Çакă вара тĕрĕсех-ши; Эпир, ватăсем,&n
Раççей чемпионатне кайма хатĕрленеççĕ

Раççей чемпионатне кайма хатĕрленеççĕ

Фидаил Рахимзянов Урмаел вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçласан вĕренекенсен спортри кăтартăвĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Ялти çамрăксем те спорт ăмăртăвĕсене, тĕрлĕ турнирсене, чемпионатсене активлăрах хутшăнма пуçларĕç. Уйрăмах волейбол, футбол турнирĕсенче çĕнтерÿçĕ ята алăран вĕçертес мар тесе Урмаелсем мĕн кирлине туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кашни спортсмен хăйĕн яваплăхне туйса спорт ăмăртăвĕсене хутшăннине çĕнсе илнĕ кубоксем, дипломсем çирĕплетеççĕ. Наградисем вара туллиех, шучĕ çук тесен те тĕрĕс пулать. Ф. Рахимзянов тăрăшнипех шкул ачисем шашка, шахмат вăййисенче те хăйсен пултарулăхне лайăх енчен кăна кăтартса параççĕ. Халĕ Фидаил футбол командин тренерĕ. Ăмăртусене ?турнирсене/ "Урмаел" ?"Урмай"/ ятпа хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть çамрăксен команди Тутар Респ
Хисеплĕ ватă — ачисемшĕн тĕслĕх

Хисеплĕ ватă — ачисемшĕн тĕслĕх

Пурнăç урапи кăлтăртатса куснă май çул хыççăн çул иртни те сисĕнмест. Çуркунне хыççăн çулла, унтан кĕркунне çитет.  Çын ĕмĕрĕнче те çул хыççăн çул хушăнса пынине асăрхаймастăн та — хисеплĕ ватлăх çитет. Нĕркеç ялĕнче пурăнакан  Мария Максимова 9 теçетке çула хыçа хăварса  çак кунсенче юбилей кĕрекине ларчĕ.   Мария Прокопьевна 1930 çулта çирĕп хресчен çемйинче çуралнă. Вăл 4 çул тултарсан ашшĕне кулак тесе Новосибирск облаçне 10 çуллăха лагере ăсатнă. Хуралтăсене пăсса колхоз валли илсе кайнă, пÿртне ачисем пĕчĕк тесе тĕкĕнмен. "Атте тухса кайнă чухне турăш  умне тăрса сăхсăхса тухса кайрĕ. Анне: "Килеймест ĕнтĕ вăл", —  терĕ. Çапах та атте 10 çултан таврăнчĕ, чылай çул колхозра тăрăшса ĕçлерĕ",— аса илет кинемей. Вăрçă пуçлансан унăн Николай тетĕшне
Кантăкран ÿкнĕ

Кантăкран ÿкнĕ

Кăçал Чăваш Енре июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа   августăн 10 -мĕшĕ тĕлне   11 ача чÿречерен тухса ÿкнĕ. Çав шутра виççĕшĕ вилнĕ.  Инкексем Çĕрпÿ, Муркаш, Куславкка районĕсенче, Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пулнă.   Канаш хулинче икĕ çулти ача 8-мĕш хутри хваттерти чÿречерен тухса ÿкни вилĕмпе вĕçленнĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, арçын ача пÿлĕмре пĕчченех юлнă. Чаракан çуккипе усă курса вăл чÿрече янахĕ çине хăпарнă. Ахăртнех, урамра мĕн пулса иртнине сăнасшăн пулнă. Анчах тытăнса тăрайман, ÿкнĕ. Йывăр аманнăскере çийĕнчех больницăна ăсатнă. Шел, тухтăрсем те çăлайман, пĕчĕкскер пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Инкеке тĕпчеççĕ. Тепĕр инкек вара августăн 7-мĕшĕнче сиксе тухнă. Шупашкарти Талвир урамĕнчи пĕр çуртра 9-мĕш хутри хваттер чÿречинчен 3 çул
Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 21-мĕшĕ тĕлне районти ЯХПКсем, колхозсем тата хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем пурĕ 6019 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ.  Çав шутра "Слава картофелю" агрофирмăра — 590 гектар, "Луч" ЯХПКра —  508 гектар, "Дружба" ЯХПКра —  435 гектар, "Труд" ЯХПКра  434 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă.  Пурĕ 19333,4 тонна тыр-пул пÿлмесене кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 32,1 центнерпа танлашнă.  "Комсомольские овощи" агрофирмăра пахча çимĕçсене пуçтарса кĕртес ĕçе пикеннĕ, хальлĕхе 1 гектар çинчи хĕрлĕ кăшмана кăларса тирпейленĕ. Çавăн пекех хуçалăхсем кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлес енĕпе те малалла ĕçлеççĕ. Пурĕ 2635 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. 1057 гектар çĕр çинче çĕртме тунă. К.ГИМАЛЬДИНОВ.
Социаллă пулăшу — пысăк çăмăллăх

Социаллă пулăшу — пысăк çăмăллăх

Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин "Социаллă пулăшу памалли мерăсен центрĕ" хысна учрежденийĕн Комсомольски районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕ федераци саккунĕсене пурнăçлассипе, çулланă граждансен, инвалидсен, нумай ачаллă çемьесен социаллă хÿтлĕх шайне ÿстерессипе ĕçлесе пырать. Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникне И.А.Никитинăна çавăн çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр. —   Ираида Алексеевна, эсир хăвăр сăмахăра мĕнрен пуçланă пулăттăр? – Яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса вăй хурасси, паллах, тĕп тĕллев. Ĕç-хĕл саккунсемпе килĕшÿллĕн пулса пырать. "Ветерансем çинчен", "Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен", "Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси çинчен", "Вилнĕ çынна пытарасси çинчен", "Ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсем çинч
Тÿрĕ кăмăлпа тăван колхозра тăрăшнă

Тÿрĕ кăмăлпа тăван колхозра тăрăшнă

Хирти Шăхасан   ялĕнче  пурăнакан Роза Онуфриевна Акчурина августăн 11-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ. Роза аппа  Йăвашкел ялĕнче кун çути курнă, Аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, яра куна çум çумланă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. "Аттен ăшшине туйса ÿсеймерĕмĕр, партипе хуçалăх орга-нĕсенче ĕçленĕскере, 1936 çулта айăпсăр çĕртен арестлесе Коми Республикине тытса янă. Унтан ирĕке тухсанах  атте вăрçа тухса кайнă. 1941 çулхи  августăн             18-мĕшĕнче çывăх çыннăм хыпарсăр çухалнă. Анне тетепе   иксĕ-мĕре пĕчченех  мĕнпур йывăрлăха çĕнтерсе ура çине тăратрĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем  турĕ ", —  куççульпе аса илчĕ иртнĕ йывăр вăхă